Архив - 17 Июл, 2015

17 Июл, 2015

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Ăна тăван халăхăм патне çитерес килчĕ. Çавăншăн çырнă-çке-ха ăна. Çавăншăн ĕçленĕ. Турă панă пултарулăха тăван халăхăма тавăрса памалла. Писателĕн, паллă, çакна кĕнеке çырса тумалла. Унсăрăн çылăха кĕрĕп.

Çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Суту-илÿ йĕркелесчĕ, библиотекăсене çитересчĕ тесе чиновник патне кĕтĕм.

- Хальхи саманара кĕнеке модăра мар, - терĕ çак мăнттай.

Çав териех хурлантăм.

Татах, нимĕне пăхмасăр, тепĕр çĕнĕ кĕнеке çырса кăлартăм. Тусăмсем, юлташăмсем, манăн хаклă вулаканăмсем тав туса пĕтереймеççĕ.

17 Июл, 2015

КИЛ

Çуралнă киле кайрăм. Хапха уçса кĕтĕм те чун савăнчĕ: лаша кĕçенет, ĕне мăшăл-мăшăл кавлесе выртать, ун çумĕнче йĕкĕр путеклĕ шурă сурăх хÿтлĕх тупнă, хур-кăвакал какăлтатать. Гаражра çăмăл машина ларать. Хирĕç утса тухрĕç шăллăмпа арăмĕ, ачисемпе йыт-кушакĕ.

- Аван-и! - сывлăх сунтăм.

- Аванах-ха, ирт, аппаçăм, - терĕç

17 Июл, 2015

Кăмăл хусканăвĕ

Кил алăкне хупрăм та ĕçпе тухса кĕрес терĕм. Утатăп хайхи. Чарăнăва çитрĕм. Тĕл пултăм палланă профессора.

- На Хаузе каятăн-и? - ыйтать хайскер.

- На Хаузе мар-ха. Килтен тухрăм акă. Çитсе çаврăнмалли пур.

- Мĕнле кил пур вара санăн Шупашкарта?

- Пурăнакан кил. Çемье. Ачасем.

- Кунта санăн нимĕнле кил те çук, хваттер кăна вăл. Çуралнă кил кăна тăван кил пулма пултарать, - татса хучĕ хайскер. - "Ăçта пурăнатăп, çавăнта манăн кил" теорипе пурăнатăн эсĕ.

17 Июл, 2015

ПУР – ЮРАТУ. Юлия СИЛЭМ

Пурнăç тăршшĕпех юрату кĕтетĕп. Пысăк юрату. Халиччен никам курманнине, никам туйманнине, никам пĕлменнине. Анчах вăл, шеремет, шарламасть. Ырансем килет пуль тетĕп. Килмест. Тепĕр куна шанăç хуратăп. Каллех хуçăлатăп. Юрать-ха, шанчăк вилĕмсĕр. Çынни вилсен те, шанчăкĕ юлать.

17 Июл, 2015

КАПĂРТМА. Юлия СИЛЭМ

Хĕл кунĕ. Ирпе урама тухрăм та тĕлĕнтĕм: шап-шурă юр çуса лартнă талккăшпех. Пĕтĕм тасамарлăхпа этем ÿркевне хăй айне тунă. Çутçанталăк хăй пытарнă, ара, çĕр çинчи пĕтĕм тасамара. Асамçă тейĕн. Асамçă ĕнтĕ. Чăн-чăн асамçă.

Юр! Шурă юр. Анчах юр çинче нимĕн те ÿсейрес çук. Капăртмалăх чуста лăкама тырă пĕрчи те, чăх чĕппине татса пама симĕс курăк та. Нимĕн те.

17 Июл, 2015

ЮРСЕН ЮРРИЙĔ. Юлия СИЛЭМ

Юр шурă тĕслĕ теççĕ. Тен, тĕрĕсех те мар çапла ăнлантарни. Килĕшме йывăр.

Юр çыннăн ăш-чикĕ, чун-чĕри, шухăш-кăмăлĕ пекех тĕрлĕрен пулать.

Авалхи пушарсемпе çапăçусем хыççăнхи юр – сарă-хăмăр тĕслĕ.

Вăрçă-харçă хыççăн ишĕлсе арканнă кăмакасен çывăхĕнчи хăрăм ларнă юр – кĕл пек, кĕмĕлленнĕ ватă çÿçĕ пек.

Хытса ларнă юн хыççăнхи – пăхăр тĕслĕ; тин юхнă юнпа пĕвенни чĕрене шăнтса пăрлантарасла, куçа шартарса ярасла йăмăх хĕрлĕ тĕспе витĕнет.

Хĕвел питтинче йăлтăртатакан юр ылтăн шывĕпе пĕрĕхнĕн йăлтăр та ялтăр çиçет, çуталать.

17 Июл, 2015

"Хресчен сасси" 50 /2563/ №, 17.07.2015

Страницы