Хĕлĕпех – сĕтеклĕ апат

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Республикăри хуçлăхсенче утă, сенаж, силос, витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрлеççĕ. Мĕнпур техника, вăй-хал уй-хирте. Кăçал çанталăк типĕ тăни ĕçченсене курăка вăхăтра çулса типĕтме пулăшрĕ темелле. Лаптăксем куллен пушансах пыраççĕ. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 92 166 гектар çулнă. Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк тăрăхĕсенче 6-9 пин гектар таранах йышăннă вăл. Пĕр çул ÿсекен курăксене те 5 679 гектар çулнă. Улатăр енче вара çак ĕçе вĕçленĕ. Куславкка, Пăрачкав, Вăрнар тăрăхĕсенче те ку ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Çак вăхăт тĕлне выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 75 928 тонна утă хатĕрленĕ. Ку палăртнин 105,7 проценчĕ пулать. Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче плана ирттерсе пурнăçланă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхсен те туртăнма вăхăт, кирлин 46 проценчĕ чухлĕ кăна паха апата янтăланă.

Палăртнă вăхăт тĕлне сенаж 134 121 тонна ?79 процент% хывнă. Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар тăрăхĕсенче ку ĕç хăвăртрах пырать. Вĕсенче плана ирттерсе тултарнă. Силос 27 366 тонна пур. Сĕтеклĕ апата Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш енче ытларах хывнă. Сăмахран, Муркаш районĕнчи хуçалăхра кăна вăл 10 пин тонна ытларах. Витаминлă курăк çăнăхĕ 294 тонна. Условлă выльăх пуçне 15,7 апат единици тивет.

Куславкка районĕнче 250 гектар пахчаçимĕç пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти тухăç - 500 центнер.

Асăннă вăхăт тĕлне кĕрхи культурăсем акма 39 619 гектар çĕр хатĕрленĕ. Чи пысăк лаптăк - Улатăр енче, 4248 гектар.

Пĕр çемьери пек

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ производство кооператив ĕçченĕсем те уй-хиртен кĕме пĕлмеççĕ темелле. Пысăк хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ĕне выльăх 1462 пуç, çав шутра сăвăнаканни - 525. Апатне кура - сĕчĕ тенĕ. Çулла та, хĕлле те выльăх умĕнчен ешĕл апат татăлма пĕлмест. Çавна май сăвăм та лайăх. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне талăкра 19 килограмм сĕт сăваççĕ. Ултă уйăхра кашни ĕнен сăвăмĕ 2690 килогрампа танлашнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 107 процент ÿснĕ.

Йышлă выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат самай кирлĕ çав. Халĕ кунта нумай çул ÿсекен курăксене 550 гектар çулнă. Ешĕл курăкран утă - 482, сенаж 3400 тонна хатĕрленĕ.

- Уй-хирти выльăх апатне йăлтах пуçтарса кĕртĕпĕр. Паян сĕтрен ытларах укçа кĕрет. Сăвăм вара ĕнене мĕн çитернинчен килет, - теççĕ ĕçченсем.

Кооператива çирĕм çул ытла ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Андреев ертсе пырать. Предприяти республикăри ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри, «Агро - 100» клуб членĕ. Усă куракан çĕр ку тăрăхра 2206 гектар. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене гектар пуçне 23,4 центнер пухса кĕртнĕ.

Çĕр ĕçченĕсем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Сĕт-çу фермисене, машинăпа трактор паркне çĕнетсех тăраççĕ. Хăватлă оборудованипе, техникăпа пуянлатаççĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ ферма хута кайнă, техника паркне те пĕлтĕр кăна 2,204 млн тенкĕлĕх пуянлатнă. Хуçалăхра пĕр-пĕрне пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Туслă çемьере ĕç те ăнса пырать. Лав мĕнле шăвасси вара хуçаран, вăл пĕлсе ертсе пынинчен нумай килет. Çакна та палăртмалла: çак кунсенче Николай Степанович 70 çул тултарать. Çапах вăл кулленех ĕçре, çĕр çыннисемпе юнашар. Эпир те ăна юбилей ячĕпе саламлатпăр.

Лариса Никитина.

Лариса Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.