Комментировать

17 Июл, 2015

ПУР – ЮРАТУ. Юлия СИЛЭМ

Пурнăç тăршшĕпех юрату кĕтетĕп. Пысăк юрату. Халиччен никам курманнине, никам туйманнине, никам пĕлменнине. Анчах вăл, шеремет, шарламасть. Ырансем килет пуль тетĕп. Килмест. Тепĕр куна шанăç хуратăп. Каллех хуçăлатăп. Юрать-ха, шанчăк вилĕмсĕр. Çынни вилсен те, шанчăкĕ юлать.

Эх ĕнтĕ, юратусăрах пурăнса ирттеретĕп пурнăçа. Ытла та хăвăрт пусрĕ вăл – пурнăç урапи. "Аллă тата плюс-минус вуннă" текен ăнлавпа пурăнатăп. Сисмерĕм те çакă вăхăт çитнине. Ура йывăрланчĕ. Хăш-пĕр чухне чĕре сурать. Кăшт кăна ытларах çĕклем йăтăрлатăп, чĕре анинчен хĕсме тапратать. Куç çиçмест. Ялтăртатмасть çамрăк чухнехилле. Ватă енне сулăнтăмăр мăшăрăмпа иксĕмĕр сисмесĕрех, пач кĕтмен çĕртен пенси çулне çитсе тăтăмăр.

Мăнук калать:

- Эс, асанне, патакпа тĕренленсе ут.

Юриех патак тытатăп хайхи.

Мăнука çакă тивĕçтермест.

– Пăрах патакна, асанне. Патак сана килĕшмест. Луччĕ эпĕ сана çавăтса пыратăп. Ак çапла, - тет.

Алăран чăмăртаса тытрĕ те, кайрăмăр утса. Сасартăках ура çăмăлланчĕ. Чĕре сурма чарăнчĕ. Куçсем çăлтăр тăкаççĕ.

Хĕр пĕрчин пĕчĕкçĕ те вĕри аллине хытăрах чăмăртарăм. Туятăп, вăл та ман çума хыттăнрах чăмăртанчĕ.

– Эсĕ чи хитре асанне, - чĕвĕлтетет пĕчĕкскер. – Тĕнчери чи ăслă та лайăх асанне.

Турăçăм, пурнăç тăршшĕпех пысăк юрату кĕтрĕм. Чим-ха, çакă, çумри пĕчĕкçĕ этем мар-ши манăн юрату? Çапла-çке, чăнах та вăл. Чăн-чăнни, чăн тĕрĕсси, чăн хакли. Манăн юрату вăл тăватă çулхи мăнукăм: кăвар пĕрчи, вут-çулăм ташши, мана пурăнтараканĕ. Эп çуратса ÿстернĕ ывăлăн хĕрачи - манăн юрату.

Тĕрлĕрен калакан тупăнать: пĕрисем юрату пур теççĕ, теприсем хирĕçлеççĕ. Пĕрисем юратушăн авăра сикеççĕ. Теприсем вăрçă кăлараççĕ. Тахăшне ĕненмелле... Мĕнле, мĕнпе виçмелле ăна, юратăва?

Ман юратăвăн виçи – ман ачан ача пурри. Эпĕ çуратса ÿстернĕ ачан ачи пурри.

"Эс хитре асанне. Тĕнчере чи лайăххи, чи хакли", - янăрать çаплах хăлхара.

Турăçăм, ытла та ырă-çке çакнашкал сăмахсене илтме.

... Утатпăр иккĕн алăран алла çавăтăнса. Ту тăррине тапаçланатпăр. Мăнук çураличчен унта хăпарса çитнĕн туйăнатчĕ. Палăртнине пурнăçланă, курмаллине курнă, пурнăç çитнĕ пекчĕ. Çук иккен, утмалли, чупмалли, хăпармалли темĕн чухлех. Пуçламан та тейĕн.

- Асанне, хăваласа çит мана!

Ĕнтĕ чупатăп ача ăсне сыпкăмăн-сыпкăмăн сыпса. Мăнукăм ыткăнать ывăна пĕлмесĕр. Эпĕ ун хыççăн вĕçтеретĕп. Ура çăп-çăмăл. Куçăм витĕр курать. Чĕре-и? Ăçта вырнаçнă вара вăл? Эсир пĕлместĕр-и? Манăн пĕртте пĕлессĕм килмест. Мĕншĕн тесен вăл тăкăлт-тăкăлт тикĕссĕн тапать.

Эх, тĕпĕртететпĕр мăнукпа иксĕмĕр. Ваттипе вĕттин хушшинче килĕшÿ пурринчен ытла мĕн кирлĕ пурнăçра! Ман юратăвăм вĕçĕ-хĕррисĕр. Ман юратăвăм чи пысăкки, чи туйăмли, чи асли. Пурнăç тăршшĕпех кĕтни. Кĕтсе илни. Ман юратăвăм - ман ачан ачи, мăнукăм пурри.

14.11.2004

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.