Çурт-йĕр вырăнне - лавкка

17 Утă, 2015

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ республикăра çĕр саккунне мĕнле пăхăнса пынине тĕрĕслесех тăрать. Çулталăк пуçланнăранпа саккуна пăснă 935 тĕслĕх тупса палăртнă. Йĕркене пăхăнманшăн 442 çынна административлă явап тыттарнă. Пĕтĕмĕшле штраф хисепĕ – 362 пин тенкĕ.

Кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнчен штраф хисепĕ 10 хут ÿснĕ. Унччен чи пĕчĕкки 500 тенкĕ пулнă, халĕ - 5 пин тенкĕ. Çĕнĕ йĕркепе апрельте кăна 12 граждана административлă явап тыттарнă. Çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн Шупашкар районĕнчи должноçри çынна 20 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Нумай пулмасть вара управленире тепĕр ĕç тĕпчеме пуçланă. Татьяна Кирова ?ятне улăштарнă% çурт-йĕр çавăрма тесе çĕр илнĕ. Анчах пурăнмалли çурт çĕклес вырăнне лаптăкра юсав мастерскойĕ тата ялхуçалăх техникине упрамалли вырăн туса хунă. Ку - саккуна пăсни. Хĕрарăма çĕрпе тĕллевлĕ усă курманшăн, лаптăкпа хăй тĕллĕн хуçаланнăшăн административлă явап тыттарса 15 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Хуласенче пурăнакансем те патшалăх çĕрĕпе хăйсем тĕллĕн хуçаланма хăтланаççĕ. Пÿрт вырăнне мастерской, хăна е суту-илÿ çурчĕсем çĕклеççĕ. Теприсем тата территорине тирпейленĕ-илемлетнĕ пек туса обществăлла вырăна та хÿмепе картлаççĕ. Кайран унта сад е гараж тăваççĕ.

Управлени ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева пĕлтернĕ тăрăх - хăшĕ-пĕри лаптăка йĕркене кĕртес вырăнне штраф тÿлесе хăтăлма тăрăшать. Чăн та, унччен пĕчĕк штраф вĕсемшĕн çăлăнăç та пулнă темелле. Анчах халĕ лару-тăру тĕпрен улшăнĕ. «Уйрăм çурт-йĕр валли çĕр уйăрсан ун вырăнĕнче хăна çурчĕ е лавкка пулмалла мар. Енчен пысăкрах лаптăк кирлĕ пулсан администрацирен тÿлесе илмелле. Хăйсем тĕллĕн йышăнма юрамасть. Штраф виçи ÿсни йĕрке тума пулăшĕ», - тенĕ вăл.

Предприяти-организаци йĕркене пăссан штраф виçи тата ÿсет: 100 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таранах. Çĕрпе тĕллевсĕр усă курсан, сăмахран, пурăнмалли çурт вырăнне лавкка туса лартсан, граждансен 10 пинрен пуçласа 20 пин тенкĕ таран тÿлемелле. Должноçри çынсен - 20-50 пин.

Çурт е дача тума, пахча, сад валли илнĕ çĕре усă курмасăр юхăнтарса ярсан та явап тыттараççĕ: граждансене - 20-50 пин, должноçри çынсене - 50-100 пин, предприяти-организацие 400-700 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.

Малашне айăпа кĕнисене йĕркесĕрлĕхе пĕтерме çырса панине пăхăнмасан та пуçран ачашласа шăлмĕç. Граждансене уншăн - 10-20 пин, должноçри çынсене – 30-50 пин, предприяти-организацие 100-200 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Çавăн пекех должноçри çынна виçĕ çула ĕçрен хăтарма ирĕк пур. Енчен иккĕмĕш хутĕнче те саккуна пăхăнмасан, çулталăк хушшинче йĕркесĕрлĕхе пĕтермесен, штрафсен виçи татах ÿсет: граждансен – 30-50 пин, должноçри çынсен - 70-100 пин ?е ĕçрен виçĕ çула хăтарма пултараççĕ%, предприяти-организацин 200-300 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Çавăнпа çĕр участокĕн докуменчĕсене кирлĕ пек йĕркелемелле. Документсăр лаптăкпа хуçаланакансен çак ĕçе вăраха ямалла мар. Сад, дача участокĕсене те манăçа кăларни хака ларĕ. Унти çĕре юхăнтарса ярсан, тĕллевсĕр усă курсан та штрафлаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.