Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

17 Утă, 2015

- Çамрăк та хастар, - теççĕ Патăрьел районĕнчи Анат Туçари Леонид Кузнецов фермер пирки.

Çапла калама сăлтавĕ пур. Каччă Шупашкарта экономиста вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăнса фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Усă куракан çĕр 60 гектар кăна темелле. Анчах пĕлсе ĕçлесен пĕчĕк лаптăкранах тупăш илме май пур. Тырă, пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерет вăл. Тĕп тупăш çăлкуçĕ - севок сухан. Пурĕ 9 гектар йышăнать пахчаçимĕç. Унччен ятарлă техника пулманнипе ĕçе çынсене явăçтарма тивнĕ.

- Кунне кашнинех 500-600-шер тенкĕ тÿленĕ, вĕри апат çитернĕ. Кун пек пулăшу ытла та хакла ларать. Çавăнпа çине тăрсах ĕçе механизацилеме тăрăшрăмăр, - каласа пачĕ Леонид Кузнецов.

Лаптăка гербицид сапнипе çумкурăк çитĕнеймест. Эпир çитнĕ тĕле уйра хăватлă техника умĕнче арçынсем хĕрсех тем сÿтсе яваççĕ.

- Ку агрегата Юрий Горшков ăстаçă пулăшнипе хута ятăмăр. Кăçал пĕрремĕш хут севока йăранпа лартрăмăр. Сухан аврине çулмалли агрегат та туса пĕтертĕмĕр. Халĕ кăларса пуçтармаллине тăвасшăн-ха. Унччен çак ĕçе те алă вĕççĕнех тунă. Палăртнине пурнăçласан сухан туса илессине йăлтах механизацилетпĕр. Апла аякран çынсене явăçтармасăр, хамăр вăйпах ĕлкĕрсе пырăпăр, - хавхаланса пĕлтерет фермер.

Паллах, уй-хирте техника хуçаланнă май сухан лаптăкне те ÿстересшĕн. Севок туса илесси уншăн çĕнĕлĕх мар. Патăрьел тăрăхĕнче ăна килсерен тенĕн çитĕнтереççĕ. Кузнецовсем те вунă çула яхăн унăн вăрлăхне туса илсе сутаççĕ. Аслисемпе пĕрлех ача-пăча та тăрăшать. Леонид вара хушма хуçалăхран фермера куçнă. 2013 çулта «Фермер ĕçне пуçăнакан» патшалăх программипе грант та илнĕ. Укçапа трактор, ялхуçалăх техники туяннă. Чăн та, тин çеç аталанса пыракан хуçалăхран пысăк тупăш илеймĕн. Çапах малтанхи утăмсем пур. Виçĕ çынран тăракан хуçалăх малаллах талпăнать.

«Мĕн акатăн - çавă шăтать», - тенĕ. Хуçалăх севок вăрлăхне ют çĕршывранах туяннă. Пахалăхне кура килограмĕ 1600 тенке кайса ларнă. 9 гектара вара 600 килограмм кирлĕ. Тăкак пĕчĕк хуçалăхшăн самай сисĕмлĕ. Анчах пысăк тухăç илес тесен тăкакланмаллах. Шăрăх вăхăтра лаптăка куллен шăварнă. Тăрăшни харама кайман.

- Севока ытларах аякра сутатпăр. Тавара вырнаçтарма Новосибирска та çитетпĕр. Унта хаклăрах каять, - терĕ çамрăк.

- Шăвармалли хатĕрсем туянни те паян кĕсьене пушатса хăварать. Тăкака саплаштарма патшалăх пулăшăвĕпе усă куратăр-и? - кăсăкланатăп унран.

- Шăвармалли хатĕрсене, уйрăмах шлангсене çĕнетсе тăмалла. Вĕсем вара йÿнĕ мар. Çавăнпа патшалăх пулăшăвĕсĕр йывăртарах. Тăкакăн 30 процентне яхăн саплаштарни пирĕншĕн пысăк пулăшу.

- Эсир çамрăк-ха, çемье çавăрма та ĕлкĕреймен. Тунсăх пуссан чун хулана, хаваслă та шавлă вырăна, туртмасть-и?

- Яла куçса килнишĕн пĕртте ÿкĕнместĕп. Аслă шкул пĕтерсенех хулара та ĕçлесе пăхрăм. Шалупа кăна пурăнма йывăр: те тумланмалла, те çимелĕх хăвармалла. Уйăхран уйăха укçа парасса кĕтсе пурăнмалла. Капла ĕçленине кура - тупăшĕ. Хама та ирĕклĕрех туятăп. Ялта халĕ çамрăксем сахал мар. Тунсăх пуссан машинăна ларатăп та Шупашкара е урăх хулана çул тытатăп. Тĕрĕссипе кичемленсе ларма вăхăт çук пирĕн: сухаламалла, акмалла, шăвармалла. Кайран вырма пуçланать. Хĕлле вара туса илнине сутмалла.

Хуçалăхăн тырă, пахчаçимĕç упрама 100 тонна вырнаçмалăх хранилище пур. Çитес çул, сывлăш çавăрса илнĕ май, тепре тăвасшăн. «Çĕнĕ хранилище валли 6-7 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Патшалăх тăкакăн 20 процентне саплаштарнă чухне усă курса юлмаллах», - терĕ Леонид Валерьевич.

Фермерпа сывпуллашса çула тухрăмăр. Кĕçех вăл хăйĕн чаплă машинипе пирĕнтен иртсе кайрĕ. «Шупашкар та уншăн кÿрше каçнăпа пĕрех çав», - шутласа илтĕм ун хыççăн хура пĕлĕт пек çĕкленнĕ тусана сăнанă май.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.