Хăй ĕçĕнче пит маттур
Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ ялта яланах кирлĕ çын пек туйăнатчĕ мана. Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрринче пурăнакан Иван Иванов ветеринартан: "Тепĕр чух çĕр варринче те чĕнеççĕ пулĕ", - тесе ыйтрăм та хуравне илтсен кăшт аванмарлантăм. Интернет çинчен маннă иккен эпĕ. Выльăх çумне чир-чĕр çулăхсан мĕнпе сиплемеллине нумайăшĕ унта вуласа пĕлет. Ветеринартан пулăшу ыйтмаççĕ мар, паллах. Анчах ытларах - интернетри сĕнÿ-канаш чăнахах юрăхлине, ăна мĕнле пурнăçламаллине пĕлес шухăшпа. Çакă ветеринарăн ĕçĕ чакнине пĕлтермест.