Хăй ĕçĕнче пит маттур

17 Утă, 2015

Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ ялта яланах кирлĕ çын пек туйăнатчĕ мана. Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрринче пурăнакан Иван Иванов ветеринартан: "Тепĕр чух çĕр варринче те чĕнеççĕ пулĕ", - тесе ыйтрăм та хуравне илтсен кăшт аванмарлантăм. Интернет çинчен маннă иккен эпĕ. Выльăх çумне чир-чĕр çулăхсан мĕнпе сиплемеллине нумайăшĕ унта вуласа пĕлет. Ветеринартан пулăшу ыйтмаççĕ мар, паллах. Анчах ытларах - интернетри сĕнÿ-канаш чăнахах юрăхлине, ăна мĕнле пурнăçламаллине пĕлес шухăшпа. Çакă ветеринарăн ĕçĕ чакнине пĕлтермест. Вырăнти участокра ?Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕсене тата Апрушнай поселока тивĕçтерет% пĕччен юлнă вăл, фельдшер та, санитар та, лаша пăхакан та çук. Конюх тата мĕн тума кирлĕ тетĕр-и? 2006 çулччен кирлĕ вырăна çитме районти ветеринари участокĕсенче лашасем усранă, çавăнпа вĕсене пăхакансем пулнă. Паян участокра пĕртен-пĕр заведующи тăрса юлнă. Унашкал тĕслĕх районта татах та пур-мĕн.

Вырăнти тухтăртан выльăх йышлă усракансем çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Хăй те сахал мар пуç тытни хăлхана кĕнĕччĕ. "Çынсем йышлă усраççĕ", - терĕ вăл. Те шÿтлесе, те чăнласах каланине малтанах ниепле те ăнкарса илеймерĕм. "Пурте-и? Çавах та ялта 4-5 ĕне тытакан çук терĕç-ха", - чĕрре кĕме хăтлантăм эпĕ. "Сĕт хакĕ çухалчĕ. Мĕншĕн йышлă усрамалла?" - тесен тин ăнлантăм шухăш-кăмăлне.

- Иван Иванович, мĕншĕн апла калатăр? Çак уйăхран тытăнса ял çыннисене сутăнакан сĕт пахалăхне кура тÿлеме палăртнă республикăра. Таса сĕтшĕн укçине те ытларах илмелле.

- Пахалăха тĕрĕсленĕ хыççăн йÿнелчĕ те сĕт хакĕ. 20 тенкĕрен тăруках 12 тенке анса ларчĕ. Пахалăхшăн кĕрешессине халăх малтанах ырласа йышăнчĕ, халĕ, ав, "макăрать".

- Пуçтаракан сĕт пахалăхĕ япăххипе çыхăннă-ши çакă е усламçă хальлĕхе халăха пит хавхалантарма васкамасть?

- Халăх сĕтне анализ валли эпир илетпĕр, ветстанцире ăна тĕрĕслеççĕ. Калăпăр, 100 çын сĕт парать пулсан çавăн чухлĕ пробирка хатĕрлетпĕр. Уйăхра пĕрре анализ тăваççĕ. Тĕрĕсленĕ хыççăн хăшĕ-пĕри 32 процент таран сĕте шывпа хутăштарни, антибиотикпа усă курни, хăймине уйăрса илни тата ытти те палăрнă. Мĕншĕн тесен сĕте 11 енпе пахалаççĕ. Усламçă тăкаклă ĕçлесшĕн мар. Халăха чăннипех хавхалантарас тесен унпа унăн килĕшсе татăлмалла. Тепĕр усламçă хака хăй шутланипе кăна палăртаймасть, сĕт тирпейлекен предприятирен те нумай килет.

- Апла сĕт хакĕн ыйтăвĕ ял халăхне калаçтарма, тавлаштарма пăрахмĕ. Тен, çавăнпа эсир килти хуçалăхра ытларах вăкăр усратăр. Капла туни тупăшлăрах мар-и?

- Укçа мар, çурăм çинче курпун ĕçлесе илетĕн. 10 пуç вăкăр ÿстерме пайтах тырă кирлĕ. Унăн пĕр тонни кăна 10 пин тенке ларать. Выльăха апата пĕçермесĕр çитерместĕн, çавăнпа электричество çутин тăкакне те шута илмелле. Пĕтĕм тăкак виçи вăкăр хакĕнчен пайтах ирттерет. Выльăх хаклă сутăнмасть, чĕрĕ виçепе - пушшех те. Ку таранччен хамăр та пусса суткаланă, анчах халĕ пасара ĕлĕкхи пек ирĕклĕн пырса кĕреймĕн.

- Выльăх усраса тупăшлă пулаймăн тесе каласшăн-и?

- Унпа кăна пурнăç тытса пыма йывăр, çавăнпа юлашки çулсенче Мускава кайса ĕçлекелесе килме те тиврĕ.

– Çак таранччен сирĕн патра сĕт хакĕ аван пулнă тенĕрен ĕне шучĕ ытла чакман пулĕ-ха.

- Çамрăксем инçете ĕçлеме çÿренĕрен усрасах каймаççĕ, ытларах пенсионерсем тытаççĕ. Пирĕн Вăрманхĕрринче икĕ-виçĕ çул каялла 5 кĕтÿ çÿренĕ пулсан, халĕ виççĕ юлнă. 230 кил хуçалăхĕнче ĕне шучĕ 80 пуç е кăшт ытларах. Участока кĕрекен виçĕ ялпа 200 пуç ытла, çавăн чухлех - самăртмалли.

- Ĕне, вăкăр усрама пайтах вăй-хал кирлĕ. Тен, ытти выльăх йышĕ ÿсет? Эпĕ çуралса ÿснĕ тăрăхра юлашки çулсенче сурăх нумайланчĕ.

- Сурăх, качака усракан пирĕн патра та йышланчĕ. Пĕр вăхăт сурăха пĕтерме тăрăшнăран халĕ унăн какайĕ те чи хаклисенчен пĕри. Ялта, паллах, сурăх кĕтĕвĕ çук. Хăшĕ ăна килте усрать, тепри симĕс курăк çине илсе тухса кăкарать. Ĕне кĕтĕвĕпе пĕрле çÿретмеççĕ.

- Мĕншĕн?

- Сурăхран ĕнене "катаральная горячка" текен чир куçма пултарать. Сурăх хăй аптăрамасть, мăйракаллă шултра выльăх вара апат çиме пăрахать, суккăрланать, ăна çăлма питех те йывăр. Ĕлĕкех сурăхсене картара ĕнерен уйрăм тытнă. Ку чир çинчен эпир халăха ăнлантарсах тăратпăр.

Юлашки çулсенче кролик шучĕ ÿсрĕ. Çамрăксем, уйрăмах шкул ачисем, ку чĕрчунпа кăсăкланма тытăнчĕç.

Африка чуми чирĕнчен сыхланмалли пирки хытарса каласан килти хуçалăхра сысна йышĕ чакрĕ. Профилактика тĕлĕшĕнчен юлашки хут укол тунă чухнехи кăтартупа Нăрваш Шăхальпе Вăрманхĕрри Шăхальте 70-шер пуçа яхăн, Апрушнайра 6 пуç юлнă. Ăна çитерме тырă хаклă. Унăн хакĕпе ял çынни пĕр сысна ашĕ туянать, усраса нушаланмасть.

- Выльăх усрасассăн та тăкакне чакарасси çинченех шухăшлать ял çынни.

- Çапла пулмасăр. Ĕнене кĕркунне пăрулаттармалла пĕтĕлентерме тăрăшать. Çамрăк выльăх апата сахалрах çиет, капла аслăк çинчи утă перекетленет. Ял çынни ĕнене декабрь е ун хыççăн пĕтĕлентерсе октябрь-ноябрь уйăхĕсенче пăруллă пуласса кĕтсе пурăнать. Пирĕн тăрăхра ялхуçалăх предприятийĕнче питĕ ăста техник-осеменатор ĕçлет, халăх унăн пулăшăвĕпе усă курать.

- Иван Иванович, эсир хăвăр та ветеринари тытăмĕнче чĕрĕк ĕмĕр тăрăшатăр. Халĕ ав участокра пĕччен юлнă. Мĕнпур ĕçе пурнăçлама ĕлкĕретĕр-и?

- Ĕлкĕрме пулать. Выльăха сипленисĕр, прививкăсем тунисĕр пуçне хальхи вăхăтра хут ĕçĕ нумай. Шута илнĕ чух кашни выльăха тĕплĕн çырса кăтартмалла, паспортне тумалла.

Ял халăхĕн пĕлÿлĕх шайĕ те ÿсет темелле. Выльăха пусса сутас тесен аш-какая тĕрĕслеттермелли çинчен малтанах пĕлтереççĕ. Ветеринари хучĕсĕр хăйсене кансĕр пулнине ăнланаççĕ. Вĕлле тытакан йышланчĕ. Пĕр вырăнта кăна, тĕслĕхрен, 7-8 утар вырнаçнă. Утарçăсем те пасара тухас умĕн пыл пахалăхне тĕрĕслеттереççĕ. Ку çеç-и? Ялти çынран чĕртавар туянас текен те ветучастока пырса унпа кăсăкланать, ăна-кăна ыйтса пĕлет. Ĕлĕкхипе танлаштарсан халĕ нумайăшĕ апат-çимĕç пахалăхне шута илет, сывлăхшăн усса кайтăр тет.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.