Нумай ачаллă çемьесене

17 Утă, 2015

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшса пыни - иккĕмĕш е ытларах ачашăн амăшĕн капиталĕ, çĕр пани - çĕршывра демографи лару-тăрăвне палăрмаллах лайăхлатрĕ.

2011 çулта республикăра «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси» саккун йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене дача, уйрăм çурт-йĕр тума, хушма хуçалăх аталантарма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр харпăрлăха параççĕ. Мĕнле пурнăçланса пырать-ха вăл?

2015 çулхи июлĕн 8-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче çĕр тÿлевсĕр пама 6121 çемьене шута илнĕ. Нумай ачаллă кашни иккĕмĕш çемье ăна илме кăмăл тунă /ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çак вăхăт тĕлне республикăра нумай ачаллă 10559 çемье/. 2011 çултанпа 3409-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ ĕнтĕ /шута илнисен 56 проценчĕ/. Çемьесем ăна уйрăм çурт-йĕр çавăрма /2151-ĕн/, хушма хуçалăха аталантарма /1208-ăн/, дача валли /50-ăн/ илеççĕ. Вĕсене пурĕ 405,7 гектар уйăрса панă. Лаптăка харпăрлăха 2895 çемье регистрациленĕ /çĕр илнисен 85 проценчĕ/. Çак вăхăт тĕлне нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрма 3848 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ, пĕтĕмĕшле вăл 501,5 гектар йышăнать.

Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче шута илнĕ мĕнпур çемье çĕрлĕ пулнă. Йĕпреç, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче те çак ыйтупа лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Çĕрпÿ хулисенче ку енĕпе лару-тăру çивĕчрех. Çывăхра ирĕклĕ çĕр çуккипе аякра шырама тивет. Уйрăм çурт-йĕр çавăрма илекенсене уйрăмах тупса пама йывăртарах. Мĕншĕн тесен вĕсен лаптăкĕ те пысăкрах тата ăна пур çĕрте уйăраймăн. Ĕçе хăвăртлатма Чăваш Ен Правительстви районсене те явăçтарать. Юлашки вăхăтра ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен категорине улăштарса çак тĕллевпе уйăрма тытăнчĕç.

Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсем Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Канаш районĕсемпе килĕшÿ тунă хыççăн йывăр лава вырăнтан хускатма май килнĕ. Районсем хула харпăрлăхне 66,5 гектар çĕр куçарнăран черетри 435 çемьене тивĕçтернĕ.

Ку ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хула администрацийĕсем муниципалитет харпăрлăхне 100 гектар çĕр пама килĕшÿ тунă.

Çемьесене уйăрмалли ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр Муркаш районĕнчи Катикасси ял тăрăхĕнче ытларах /100 гектар/. Шупашкар хулин тата Муркаш район администрацийĕсем нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма 600 участок йĕркелесе панă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.