Архив - 1 Июл, 2015

1 Июл, 2015

«Хыпар» 131 (26783) №. 1.07.2015

1 Июл, 2015

Çĕпĕр çынни тăван çĕршывне 21 çул чуралăхра пурăннă хыççăн таврăннă

Чĕрĕк ĕмĕр каярах Александр Вознев Красноярск крайĕнчи Богучаны ятлă ялта пурăннă, шофер пулса ĕçленĕ. Арăмĕпе 1986 çултах уйрăлнă, вĕсен виçĕ пĕчĕк хĕрача тăрса юлнă. Темиçе çултан урăххипе тĕл пулма пуçлать - Аннăпа. Çапах та ачисене манман вăл, алимент укçине тÿлесех тăнă.

90-мĕш çулсенче пурнăç питĕ йывăрланса çитет. Укçа ĕçлесе илме кайма тивет. Красноярск крайĕнчен Александр Мускава стройкăна кайма шут тытать, пĕлтерÿпе. «Пуçсем пуçтарма сунара тухнисен» вăлтине çакланнине сисмесĕр.

1991 çулхи апрелĕн 24-мĕшне вăл яланлăхах астуса юлать.

1 Июл, 2015

«Плана тултарма хамăр та çырăнатпăр»

Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне Геннадий Степанова почта уйрăмĕнче хаçат çырăннă самантра сăн ÿкерсе илтĕм. Любовь Димитриевăпа /сулахайри/ Татьяна Игнатьева почтальонкăсем вырăнтахчĕ. Любовь Владимировна Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.

1 Июл, 2015

ППЭ тапхăрĕ вĕçленчĕ, йышăну кампанийĕ пуçланчĕ

Шкулсенче сывпуллашу каçĕсем вĕçленчĕç. Аттестат илнĕ çамрăксем аслă шкулсене, колледжсене, техникумсене вĕренме кĕмешкĕн заявленисем пама тытăнчĕç.

1 Июл, 2015

Общество палатине халăх шанать

Июнĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Общество палатин çĕнĕ йышĕн пĕрремĕш анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Палатăн хальхи тата малтанхи йышĕсен членĕсем хутшăнчĕç.

1 Июл, 2015

Пайтаçăсем килĕшÿ тумаççĕ. Мĕншĕн?

Килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн сахалрах тÿлес тесе продукци пуçтаракансем темле сăлтав та тупаççĕ. Июнĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тикашсене: "Сирĕн сĕте завод лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ те антибиотик тупса палăртнă. Çавăнпа кашни литршăн 8 тенкĕ çеç тÿлетпĕр", - терĕç. Ĕне усракансем вĕсен сăмахне ĕненмерĕç, сĕтре ингредиент тупнине çирĕплетмешкĕн пахалăх документне кăтартма ыйтрĕç. Анчах лешсем калаçмарĕç те.

1 Июл, 2015

Çулталăк каяллахи шайран чакăпăр-шим?

Çу - ĕнесем сĕт лайăх антаракан тапхăр. Килти хуçалăхсенчен нумайăшĕ тупăш илессишĕн ытлашшине сутать. Çавăнпа сутлăх хак - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем вăл кÿршĕ ял тăрăхĕнче, районсенче мĕнлереххине пĕлесшĕн. Килти хуçалăхсене кăсăклантарнине кура "Хыпар" унпа тăтăшах паллаштарать.

1 Июл, 2015

Анжелика СИДОРОВА: "Залив хĕрринче уçăлса çÿреме юрататăп"

Чăваш Ен спортсменкине Анжелика Сидоровăна командăсен чемпионачĕн лидерĕсен йышне кĕртнĕччĕ. Чăн та, вăл маттур пулнине ĕнентерчĕ: Раççей командин пухмачне 11 очкопа пуянлатрĕ. Шăчăпа сикекенсен турнирĕнче вăл Германи хĕрне кăшт кăна выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

1 Июл, 2015

Спортпа туслисене йыхравларĕ кану кунĕ

Çак кунсенче спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем чун каничченех рехетленчĕç ахăртнех. Епле-ха унсăрăн: республикăри тĕрлĕ район-хулара вун-вун спорт мероприятийĕ иртрĕ.

Олимп кунĕ

Страницы