Пайтаçăсем килĕшÿ тумаççĕ. Мĕншĕн?

1 Утă, 2015

Килти хуçалăхсем сутакан сĕтшĕн сахалрах тÿлес тесе продукци пуçтаракансем темле сăлтав та тупаççĕ. Июнĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Тикашсене: "Сирĕн сĕте завод лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ те антибиотик тупса палăртнă. Çавăнпа кашни литршăн 8 тенкĕ çеç тÿлетпĕр", - терĕç. Ĕне усракансем вĕсен сăмахне ĕненмерĕç, сĕтре ингредиент тупнине çирĕплетмешкĕн пахалăх документне кăтартма ыйтрĕç. Анчах лешсем калаçмарĕç те.

Танлаштарма: 2014 çулхи январĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 17-мĕшĕччен Тикашра кашни кг сĕте - 24, кăçалхи çав хушăра 18 тенкĕлле йышăнчĕç. Çулталăк иртсен электроэнерги, газ, ытти тавар, пулăшу ĕçĕ самаях хакланчĕ. Сĕтĕн сутлăх хакĕ те ÿсмеллеччĕ. Анчах вăл чаксах пычĕ, темшĕн пасар экономикин саккунне пăхăнмаççĕ.

Хальхи вăхăтра кашни литршăн 11 тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ килти хуçалăхсемпе çирĕплетме пăхнă килĕшÿ проектне сĕт пуçтаракансем патне тахçанах çитерчĕ. Завода чĕртавар сутакансене çу кăтартăвне кура тÿлеме сĕнчĕ. Анчах вĕсем килĕшÿ çирĕплетме васкамаççĕ.

Çынсем çав документ усă парасса шанмаççĕ. Мĕншĕн? Тăвайри сĕт-çу завочĕ Хĕрлĕçыр ялĕнчи темиçе килти хуçалăхпа килĕшÿ тунă. Анчах çу хисепĕ 3,4% пысăкрах пулин те хушса тÿлемест. Вăл лайăх, тиркемелле мар. Сăмахран, Тикашри Владимир Семеновăн - 5,55, Анатолий Васильевăн - 5,23, Сергей Кандаковăн - 4,7, Нина Ивановăн - 4,69, Валентина Федоровăн - 4,62, Валерий Даниловăн 4,55% пулнă.

Ветстанци çу хисепне тĕрĕслеме сĕтĕн кашни тĕслĕхĕшĕн малтан 75 тенкĕ тÿлеттерчĕ, халĕ 70 тенкĕ паратпăр. Урăхла каласан - тăкакне ĕне усракансем тÿсеççĕ. Çынсене çу хисепне кура тÿлемесен çав ĕç пире мĕн тума кирлĕ? "Ÿлĕм те çавнашкалах пулсан анализ тутарма хамăр кĕсьерен укçа кăлармастпăр", - теççĕ çынсем.

Çу шайне кура тÿлеме пуçламасан ĕне выльăх йышĕ чакма пăрахмĕ. Ăна пăхма укçа нумай тухса кайнине сĕт-çу заводĕнче пысăк шалу илекен, ĕне тытман пуçлăхсем пĕлмеççĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра кашни кг тырра 8-9 тенкĕ парса туянатпăр. Эсир пире пĕр литр сĕтшĕн 11 тенкĕ çеç тÿлетĕр. Утă-улăм, тăвар, ĕне апатне пуянлатмалли витаминсем, эмел туянатпăр, укçалла пĕтĕлентеретпĕр тата кĕтÿ кĕттеретпĕр, ветеринара чĕнтерсе сиплеттеретпĕр.

Продукци пухакансенчен нумайăшĕ килĕшÿ тăвасшăн мар. Сăлтавне пурте пĕлеççĕ: сĕт параканпа килĕшÿ тумасан ăна кирек хăçан та улталама пулать. Продукци пуçтаракансем документа алă пусса çирĕплетчĕр тесен мĕн тумалла-ха?

Районсенчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцисен сĕте район тулашне турттарса кайма справка çырса памалла мар. Çапла тусан çеç килĕшÿсем çирĕплетме тытăнĕç.

 

Валерий НАРСОВ,

ĕне усракан

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.