Комментировать

1 Июл, 2015

Анжелика СИДОРОВА: "Залив хĕрринче уçăлса çÿреме юрататăп"

Чăваш Ен спортсменкине Анжелика Сидоровăна командăсен чемпионачĕн лидерĕсен йышне кĕртнĕччĕ. Чăн та, вăл маттур пулнине ĕнентерчĕ: Раççей командин пухмачне 11 очкопа пуянлатрĕ. Шăчăпа сикекенсен турнирĕнче вăл Германи хĕрне кăшт кăна выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

- Кун пек çÿллĕ сикессе шухăшламанччĕ. Иртнĕ çул Брауншвейгра 4,65 метр сиксе çĕнтернĕччĕ. Шупашкарти стадионта вара хамăн кăтартăва 5 сантиметр лайăхлатрăм. 4,80 метра парăнтарас тĕллевлĕччĕ, анчах ăнмарĕ. Çапах çак тапхăрта та асăннă кăтарту япăх мар. Эпĕ паянхи çитĕнÿпе кăмăллă, стартран старта кăтартусем лайăхланни пушшех савăнтарать, - пĕлтерчĕ Анжелика ăмăрту хыççăн.

Пикен ăсталăхне Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский те пысăк хак пачĕ. "Анжеликăн малашлăхĕ çутă. Вăл ĕçчен та хастар спортсменка. Кашни ăмăртура хăй мĕн пултарнине пурнăçлама тăрăшать. 24 çулта çеç пулин те унăн çитĕнĕвĕсем курăмлă. Европа турнирĕсенче ăна çитекенни çук. Вăл яланах малтисен ретĕнче. Командăсен чемпионатĕнче кăçал та, иртнĕ çул та лайăх ăмăртрĕ", - терĕ Юрий Михайлович.

Анжелика Сидоровăн, Раççейри тата Европăри вун-вун ăмăрту çĕнтерÿçин, кăçалхи кăтартăвĕсемпе уйрăмах савăнмалла. Çур çул хушшинче хĕр 10 турнир стартне тухрĕ, вĕсенчен пĕринче кăна тăваттăмĕш пулчĕ. Чи пысăк ăмăртусенчен пĕри вăл - Прагăра иртнĕ Европа чемпионачĕ. Унта спортсменка 4,80 метр сиксе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Кăçалах вăл Мускав, Раççей тата Атăлçи округĕн чемпионачĕсене парăнтарчĕ. Анчах Раççей командисен чемпионатĕнче /май уйăхĕ, Сочи/ иккĕмĕш кăтартупа кăна палăрчĕ, Пĕтĕм тĕнчери "Бриллиантовая лига" турниртан та "кĕмĕлпе" таврăнчĕ.

- Яланах пĕрремĕш пулма çук. Кашни ăмăртура лару-тăру тĕрлĕрен килсе тухать: стартра хăвна лайăх туйсан та, лайăх хатĕрленсен те кая юлма пултаратăн. Телее, эпĕ пьедестал çинчех-ха. Çакă вăй-хал хушать те малалла утма, - терĕ Анжелика çур çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетме ыйтсан.

Кашни спортсмен пекех вăл та ăсталăха çултан-çул туптаса Раççейри тата Европăри чи пултаруллă атлет пулса тăнă. Ачаран спортпа туслă пулни, 6 çулта чухнех гимнастика секцине çÿреме пуçлани пулăшнă ăна çак шая çĕкленме. Эпĕ Анжеликăна ачалăхне аса илме ыйтрăм.

- Ун чухне гимнастика, акробатика, аэробика питĕ вăй илнĕ пулнă. Мана вара аттепе анне гимнастика секцине çавăтса кайрĕç. Çăмăлах марччĕ унта. Гимнастсен вăйлă та çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕччĕ. Эпĕ вара пĕчĕк те имшерккеччĕ. Тен, çавăнпах хама тем çитмен пек туйнă пулĕ. Çапах та 5 çул çÿрерĕм унта. Хальхи тренерпа паллашни ман пурнăçа улăштарчĕ. Светлана Абрамова мана шăчăпа сиксе пăхма сĕнчĕ. Гимнастикăпа танлаштарсан шăчăпа сикесси маншăн шăл çемми пекех туйăнчĕ. Тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе спортра хам вырăна тупрăмах. Çапла вара 11 çултанпа эпĕ шăчă хуçи, - терĕ вăл.

- Шăчă пит çăмăл япала тесе калаймăн. Сирĕн вара кашни ăмăртăва 7-8 хатĕр йăтса çÿреме тивет. Йывăр мар-и?

- 13 çул хушшинче хăнăхрăм. Малтанлăха шăчă патне хăш енчен пымаллине те ăнкарсах каймастăм. Тренер ăнлантарса-кăтартса пынипе майĕпен-майĕпен вĕренсе çитрĕм. Çÿлелле сикесси мана унччен те шиклентерместчĕ, гимнастикăна çÿ-рени усăсăр иртмен ахăртнех. Паян шăчă манăн чи кирлĕ хатĕр, унсăрăн пĕр утăм та тумастăп тесен те юрать.

Çак тапхăрта Мускавра çуралса ÿснĕ пике вун-вун ăмăртура палăрма, вун-вун хулапа çĕршывра пулса курма, Раççей патшалăх физкультурăпа спорт университечĕн дипломне алла илме ĕлкĕрчĕ. "Вĕренни çăкăр ыйтмасть. Спорт карьерине вĕçлесен хамăн пурнăçăма спортпах çыхăнтарас килет", - тет Анжелика.

- Шупашкар сирĕн иккĕмĕш кил тесен те юрать...

- Шупашкара хаваспах килсе çÿретĕп. Чăваш Енре мана ăшшăн йышăнаççĕ, кунта çынсем ырă кăмăллă та тарават. Хĕрлĕ тÿремре питĕ килĕшет мана, залив хĕрринче уçăлса çÿреме юрататăп. Чăваш Еншĕн ăмăртма пуçланăранпа тренировка ирттермелли условисем лайăхланчĕç. Юлашки вăхăтра, акă, "Олимпийский" стадион та чаплăланчĕ. Шупашкара килмессерен унта тренировка ирттеретĕп. Тĕслĕхрен, командăсен чемпионатне эпĕ малтан Мускавра хатĕрлентĕм, кайран - Шупашкарти стадионта.

Европа чемпионачĕ вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Ен спортсменки тата унăн тренерĕ командăпа пĕрле Мускава çул тытрĕç. Умра - Пĕтĕм тĕнчери "Бриллиантовая лига" турнир, унтан - Раççей чемпионачĕ. Иккĕмĕш ăмăртăвĕ вара Шупашкарта август уйăхĕнче иртет. Ун чухне Анжелика Сидоровăпа Шупашкарта тепĕр хут курнăçăпăр.

n Андрей МИХАЙЛОВ.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.