Çĕпĕр çынни тăван çĕршывне 21 çул чуралăхра пурăннă хыççăн таврăннă
Чĕрĕк ĕмĕр каярах Александр Вознев Красноярск крайĕнчи Богучаны ятлă ялта пурăннă, шофер пулса ĕçленĕ. Арăмĕпе 1986 çултах уйрăлнă, вĕсен виçĕ пĕчĕк хĕрача тăрса юлнă. Темиçе çултан урăххипе тĕл пулма пуçлать - Аннăпа. Çапах та ачисене манман вăл, алимент укçине тÿлесех тăнă.
90-мĕш çулсенче пурнăç питĕ йывăрланса çитет. Укçа ĕçлесе илме кайма тивет. Красноярск крайĕнчен Александр Мускава стройкăна кайма шут тытать, пĕлтерÿпе. «Пуçсем пуçтарма сунара тухнисен» вăлтине çакланнине сисмесĕр.
1991 çулхи апрелĕн 24-мĕшне вăл яланлăхах астуса юлать.
- Эпир «Шереметьевăна» вĕçсе килтĕмĕр, - каласа парать Александр. - Вара унта 7-8 сехет ним тумасăр лартăмăр. Эпĕ тата тепĕр икĕ арçын. Пире кĕтсе илнĕ йĕкĕтсем кафере апат çитерме пулчĕç. Чей ĕçрĕмĕр те эпир... тăна çухатрăмăр. Эпĕ груз турттаракан самолетра тăна кĕтĕм. Мĕнле лекнĕ унта - пĕлместĕп. Тен, «Шереметьевăра» мана е чирлĕ çын, е ÿсĕрскер пек кăтартнă. Таçта чикĕ леш енче тепĕр борт çине куçарса лартнă... Юнашар - пĕр хĕрĕх çын. Пурте вырăссем. Аллисемпе урисене сăнчăрланă.
Хăйĕн пÿрнине касса татнă
Пакистан. 50 градуслă шăрăха пула хĕрсе çитнĕ сывлăш, тусем, вĕсен хушшинче - мăкăнь плантацийĕсем. Кашнийĕн çывăхĕнче - бараксем. Вĕсенче пĕтĕм тĕнчерен пуçтарнă чурасем саксем çинче хĕсĕнсе выртаççĕ. Кашнийĕнче - çĕр çынна яхăн. Çунтаракан хĕвел айĕнче ир пуçласа каçчен мăкăнь сĕткенне пуçтараççĕ.
- Мăкăнь унта урăхла, - аса илет Александр, - çеçкисем пысăк! Чечеке ларсан, унта кĕменни лайăхрах - ĕмĕрлĕхех çывăрса кайма пулать. Пĕррехинче эпĕ айăпа кĕтĕм - мăкăнь сĕткенне тăкса ятăм. Хуралçă тытрĕ те ман аллăма прикладпа кĕрĕслеттерчĕ! Пÿрне сыпăкне чăл-пар ватрĕ. Ăна вара хамăнах касса татма, унтан ахаль çиппе çĕлесе хума тиврĕ. Суранăм пÿрленесрен ун çине курăкран тунă пăтă хураттăм.
Хăшне-пĕрне тата ытларах ăнмарĕ. Айăпа кĕретĕн - пушăтпа хĕнеççĕ. Е «Дыба» çине ăсатаççĕ. Сăнчăрсемпе алăсене, урасене тăллаççĕ те вăйпа туртăнтараççĕ. Ĕçме те, çиме те темиçе кун памаççĕ...
Хăшĕ-пĕрисем тарма хăтланса пăхрĕç. Анчах та вĕсене тытатчĕç, карланкисене касса яратчĕç. Пуçĕсене каштасем çине тăхăнтарса пурне те курăнмалла лартатчĕç - ыттисем курччăр та хăраччăр тесе.
Тĕвесемпе - вырăсла
Пилĕк çул вăл мăкăнь плантацийĕсенче тар тăкнă. Унтан ăна пушхире тĕвесем кĕтме ăсатнă. Тыткăнри этем чĕрчунсемпе вырăсла калаçнă - пĕчченлĕхĕпе кĕрешме тата тăван чĕлхине манас мар тесе. Çав çулсенче вăл хинди тата фарси чĕлхисене вĕренсе çитет, тепĕр чух ют чĕлхепе усă курса шухăшлани те пулкаланă.
Малтанхи вăхăтра Александра икĕ хуралçă сыхланă. Кайран эрнере пĕр хут тĕрĕслеме пуçлаççĕ. Апат-çимĕç килсе параççĕ, шыв. Унтан уйăхра пĕр хут килсе кайма пуçлаççĕ. Хăнăхса çитеççĕ, хăйсен çынни вырăнне хураççĕ. Анчах та вăл пĕлнĕ: кунта юлмастех, чура пулса вилместех. Çапла вара пĕррехинче Вознев тарма шут тытать. Типĕтнĕ çăкăр, тăварланă аш, ĕçмелли пухать, хăйĕнпе икĕ тĕве илет те çула тухать.
- Анăçалла çул тытрăм, - тет Александр. - Ахаль машинăсемпе инçе каяймастăн унта - бархансем. Епле çитрĕм? Оазиссем ăçтарах вырнаçнине шутласа тупаттăмччĕ, тĕвесем вĕсене туяççĕ.
«Аш çиеттĕм, юн ĕçеттĕм»
Пушхир урлă каçма виçĕ уйăх кирлĕ пулнă. Чĕрĕ юлас тесе Александр тĕвесен юн тымарĕсене касса уçнă та юн ĕçнĕ. Кайран вĕсене вĕлерме тивнĕ. Ашне çÿхе татăксем çине касса пайланă, хĕвел çинче типĕтнĕ...
Пысăк ялсене кĕме пит тăрăшман вăл. Пĕчĕккисенче хăйне чĕлхесĕр çын пек тытнă. Аллисемпе эп выçă, ĕç шыратăп тесе ăнлантарнă. Çынсем пулăшнă. Çитменнине ăна кунта пурăнакансенчен уйăрма та пулман. Сухалĕ пиçиххийĕ таран, чалма, тĕве çăмĕнчен тĕртсе тунă халат. Чикĕсем урлă епле каçнине вăл асăрхаман та. Сыхламастчĕç тет. Пакистан - Иран - Афганистан - Узбекистан - Казахстан. Виçĕ çулта пилĕк çĕршыв тăрăх утса тухать.
- Раççее 2012 çулхи июльте çĕрле çитрĕм, - кулать Александр. - Йĕплĕ пралукран тунă темле карта урлă сиксе каçрăм. Кайран çакă чикĕ иккенни паллă пулчĕ. Куратăп - аслă çул, ун çинче «Çула Омскри ДРСУ пăхса-юсаса тăрать» тесе çырни çакăнса тăрать. Аннеçĕм, эп, мĕн, Раççейре-им? Лартăм кутамккам çине, казахсен «Полечĕн» пачкине туртса кăлартăм, харăсах 8 е 10 пирус туртса ятăм. Ниепле те лăпланаймастăп. Кайран шутласа пĕлтĕм: килĕмре 21 çул та виçĕ уйăх тата пилĕк кун пулман.
63 çулта пĕтĕмпех пуçланать кăна-ха
Чи малтан Александр тăванĕсем пурăннă тăрăха, Краснодар крайĕнчи Хадыженска, çул тытать. Унта вăл çакна пĕлет: амăшĕпе ашшĕ çĕре кĕнĕ, пиччĕшĕ çемйипе сарăмсăр вилнĕ. Малтанхи арăмĕпе хĕрачисене шыраса тупаймасть.
Красноярскра тĕпленсе пурăнма шут тытать. Автозаправкăна вырнаçать, анчах пурăнмалли кĕтесĕ çук. Çĕнĕрен паллашнă çынсенчен пĕри сĕнет: ялта ман килĕм-çуртăм хупă тăрать - кайса пурăн! Çапла майпа Возневăн хăйĕн кĕтесĕ тупăнать. Пÿрчĕ кивĕ - сĕтел-пукан та çук, ытти-хытти те, электричество та. Апатне Александр кăмака çинче пĕçерет. Вăл... телейлĕ.
- Ку вăл темле çăтмах! - çирĕплетет тахçан тыткăнра пурăннăскер. - Хамăн кĕтесĕм, унпа пĕрле çичĕ сотка çĕр. Эпĕ çĕрулмипе купăста лартрăм та ĕнтĕ, кишĕр акрăм. Кĕтÿç пулса ĕçлеме вырнаçрăм. Пурнăç йĕркеленет!
Нумаях пулмасть Пакистанра тыткăнра пурăннă çынпа федераци каналĕсенчен пĕринче ĕçлекен журналистсем кăсăкланма пуçланă. Телевидени ĕçченĕсем паспорт тума пулăшнă, Мускава чĕнсе илнĕ, çул укçине тÿленĕ. Вĕсенчен арăмĕ виçĕ çул каярах вилни çинчен пĕлет.
Хĕрĕсем нихçан та пулман çĕртен чĕрĕлсе тăнă ашшĕпе пĕрле пурăнма килĕшмеççĕ: вĕсем ăна астумаççĕ те. Ун вырăнне - Инди кинофильмĕнчи пек - телевиденире ĕçлекенсем Александрăн ывăлне шыраса тупаççĕ! Вăл тахçан Красноярск крайĕнчи Богучаныре тĕл пулнă Аннăран çуралнăскер.
- Аня ăна 1991 çулта çуратнă, - чунне уçса пĕлтерет пирĕн паттăрăмăр. - Мана вăрласа кайиччен. Мана вара пĕр сăмах та каламан. 2001 çулта Аня сарăмсăр вилет - ăна ÿсĕр хăнисенчен пĕри çĕçĕпе чикет. Артема интерната ăсатаççĕ, унтан ачасен çуртне. Халь вăл Тайшетра пурăнать /Иркутск облаçĕ - Ред./, ĕçлет. Эпĕ тупăнсан вăл питĕ савăнчĕ! Унăн Тайшетра никам та çук-çке-ха.
Александр ывăлĕ хăнана килессе кĕтет, хумханать. Йĕкĕте çĕнĕ вырăн килĕшсен, тен, вăл яланлăхах кунта куçса килĕ.
- Унтан вара авланĕ, мăнуксем çуралĕç, - ĕмĕтленет Александр. - Мĕншĕн пурăнмаллин сăлтавĕ пулать.
Светлана ВАЛИУЛЛИНА.
/«КП» - Красноярск»/
«Комсомольская правда»