«Плана тултарма хамăр та çырăнатпăр»

Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне Геннадий Степанова почта уйрăмĕнче хаçат çырăннă самантра сăн ÿкерсе илтĕм. Любовь Димитриевăпа /сулахайри/ Татьяна Игнатьева почтальонкăсем вырăнтахчĕ. Любовь Владимировна Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ку тăрăха качча килсен колхозра поварта вăй хунă. Хуçалăх панкрута тухсан почта уйрăмне куçнă. Пенсире пулин те килте ларасшăн мар. Кунсерен Шаккăл ялĕн 7 урамĕ тăрăх утать. «Кашни почтальонкăн çирĕплетнĕ ялсенче 250 кăларăмран кая мар сармалла. Палăртни яланах пурнăçланмасть. Плана тултарма хамăр та çырăнатпăр. Ăçта кайса кĕрĕн? Урăхла май çук», - тет вăл.

Татьяна Игнатьева хаçат-журналпа корреспонденцие Кивĕ Ахпÿрт ялĕнче валеçет. Вăл Тăвай районĕнчи Кармалта çитĕннĕ. «Пирĕн шалу пĕчĕк. Почта валли тупăш тăвас тесе çынсене тĕрлĕ тавар сутатпăр. Вăл лавккара та çителĕклех чухне халăх туянасшăнах мар. Тавара калла-малла куçарса хул татăлса анас пекех ывăнать. Пурпĕр тивĕçе чыслăн пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр», - терĕ Татьяна.

Почта уйрăмĕнче тăваттăн ĕçлеççĕ. Ираида Семенова Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи урамсене 17 çул такăрлатать. Хĕрĕ Вероника Канашри почтăра опыт пухнă, халĕ кунти коллектива ертсе пырать. Шел, пĕри отпускра пулнăран, тепри кану кунĕ илнĕрен объектива лекеймерĕç.

В.ВАЛЕНТИНОВ

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.