Кунта хастар, пуçаруллă халăх пурăнать
Тÿрех калам: иртнĕ шăматкун Вăрнар тăрăхĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕ паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ. "Вăрнарсене те çутçанталăк хăйĕн пурлăхĕпе савăнтарман, анчах Вăрнар енре хастар, пуçаруллă, тăрăшуллă, малашлăха шанса хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлама ăнтăлакан халăх пурăнни ырă ÿсĕм кÿрет те, - терĕ Михаил Васильевич. - Çак хастарлăха чакармасăр малаллах талпăнма ăнтăлу кăна сунатăп".
Çав кун Вăрнар тăрăхне Шупашкартан пысăк делегаци пырса çитрĕ. Йышра - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа парламентарисем, Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, республика правительствин членĕсем - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов - тата ыттисем. Вĕсем районти социаллă сферăри тата вĕренÿ учрежденийĕсенче, ялхуçалăх предприятийĕсенче пулчĕç, çĕнĕ объектсем уçрĕç.
Пăс хуранĕсене улăштарĕç
Михаил Васильевич тата унпа килнĕ ушкăн малтанах Нурăсри психоневрологи интерната çитсе курчĕç. Вăл уçăлсанах кунта тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕсĕр, вĕсен хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача-пăча пурăннă. Каярахпа, 1991 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе профильне улăштарнă. Халĕ ăстăн чирĕпе асапланакансемшĕн иккĕмĕш кил вырăннех. Пурăнмалли икĕ тата виçĕ хутлă корпуссенчи 258 пациент тимлĕх кĕтет. Çапла тума пур услови те çителĕклĕ: пÿлĕмсенче хăтлă, таса, çутă. Интернатăн хăйĕн мунча, кĕпе-тумтир, вырăн хатĕрĕ çумалли çурт, шыв башни, газпа ĕçлекен котельнăй пур.
Кунта ытларах - пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри сусăрсем. Вырăнпа выртаканни - 67 çын. Контингент - хамăр республикăри тата ытти регионтан илсе килнĕ пациентсем. Пĕлтĕр интернатăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме патшалăх бюджетĕнчен 6,7 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран 5 млн тенкине - çурт-йĕре юсама, 1,7 миллионне - медицинăпа технологи оборудованийĕ туянма. Кăçал та пÿлĕмсене юсама тата кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туянма тепĕр 3,9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.
Михаил Васильевич учрежденин корпусĕсенче, пÿлĕмсенче, апатлану вырăнĕнче пулса курчĕ, сипленекенсемпе, ĕç коллективĕпе курнăçса калаçрĕ, район, ял тăрăхĕн тата интернат ертÿлĕхĕпе канашларĕ. Учреждение медикаментсемпе те, апат-çимĕçпе те, тумтирпе те, ыттипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Газпа ĕçлекен котельнăй кăна хăшпĕр ыйту кăларса тăратрĕ. Пăс хуранĕсене çĕннипе улăштармасан, газпа усă курмалли нормативсене хальтерех çирĕплетмесен каярахпа укçа-тенкĕ тăкакланасси татах ÿсме пултарĕ. Психоневрологи интерначĕн директорĕ Сергей Кузьмин республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа ведомство ертÿçине Алла Самойловăна ыйтăва çивĕчлениччен татса пама шантарчĕ.
Вĕренÿ çулне хатĕр
Çитсе курнă тепĕр объект - Нурăсри вăтам пĕлÿ паракан ятарлă коррекци шкул-интернат.
Пĕтĕмпех патшалăх шучĕпе тытса тăракан шкулăн корпусĕсенче пĕтĕмпех пур: вĕренÿ класĕсем, çывăрмалли, кану пÿлĕмĕсем, мастерскойсем, столовăй... Кĕскен калас-тăк - вĕренÿпе воспитани процесĕ валли мĕн кирли çителĕклех: 14 вĕренÿ кабинечĕ, 7 мастерской /2 - столяр, 3 - çĕвĕ, 1- атă-пушмак юсас ĕç, 1 - чÿлмекçĕсен/, 2 теплица, актпа спорт залĕсем. Çывăрмалли пÿлĕмсене, классене хальхи сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ, столовăйне çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. 1961 çулта хута кайнă çурт-комплекс сăнне çухатман. Ăна юсаса-çĕнетсех тăраççĕ. Кăçалпа çитес çул интернат-шкул картишĕнче çĕнĕ спорт площадки тума йышăннă. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ĕçе вĕçлеме федераци тата республика хыснинчен 1,6 млн тенкĕ уйăрнă.
Хăв тĕслĕх кăтартсан
Сывлăх - чи хаклă тупра. Мĕншĕн тесен сывă çыннăн ĕçĕ те кал-кал пырать. Ÿсĕм-лĕрех те. Çавăнпа та пирĕн республикăра сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси - тĕпре.
Пуçлăхсемпе тÿре-шаран XIV физкультурăпа спорт спартакиадин çуллахи тапхăрĕ кăçал Вăрнар районĕнчи Калинино ял тăрăхĕнчи Кÿлхĕрринчи питĕ илемлĕ вырăнта иртрĕ. Ăна виçĕ ушкăнпа йĕркелеççĕ: 1-мĕш - Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕнче тăрăшакансем, 2-мĕш - муниципалитет влаç органĕсенче вăй хуракансем, 3-мĕш - федерацин Чăваш Республикинчи территори влаç органĕсенче ĕçлекенсем. 1-мĕшпе 3-мĕш ушкăнрисем командăсен пĕтĕмĕшле тупăшăвĕсен кăтартăвĕсемпе çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ. 2-мĕш ушкăнрисем - чи лайăх 9 результатпа.
Спартакиада программинче - спортăн 13 тĕсĕ /тапхăрсемпе иртекен ăмăртусем/: пăшалтан пересси, шашка, шахмат, сĕтелçи теннис, баскетбол, комбиэстафета /шывра ишесси, велоăмăрту, çăмăл атлетика/, мини-футбол, вĕрен туртасси, волейбол, дартс...
Ăмăртусем хĕрÿ, çивĕч иртнине çырса кăтартма хаçатăн паянхи номерĕн калăпăшĕ те çитмĕ. Кашниех хăйĕн команди çĕнтерÿçĕсен йышне кĕтĕр, балл ытларах пухтăр тесе тăрăшрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев таса, çивĕч, пĕр-пĕрне хисеплесе ирттерме ырă сунса савăнăçлă лару-тăрура уçнă Спартакиадăн кунĕпех пынă тупăшусенче, паллах, вĕсем пулчĕç. Малти вырăна тухнă чиновниксен командисене Михаил Васильевич медальсемпе, кубоксемпе, Дипломсемпе наградăларĕ.
Спартакиадăн çуллахи тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсен йышне камсем кĕчĕç-ха? Хăш влаç тытăмĕ, хăш ведомство, хăш район спортпа ытларах туслă?
Спартакиадăн тăваттăмĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ пирĕн ыйтăва хуравлать. Вĕрен туртассипе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчен малти вырăнсене Комсомольски, Патăрьел тата Шупашкар районĕсем йышăнчĕç, комбиэстафетăра çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине Вăрнар, Шупашкар тата Вăрмар район спортсменĕсем хăпарчĕç, мини-футбол тупăшăвĕнче малтисем - Шупашкар хулин, Элĕкпе Шупашкар районĕсен командисем.
Республикăри патшалăх влаç тытăмĕнчисенчен ЧР Патшалăх Канашĕн, Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин, Юстици министерствин командисем чи нумай очко пухса Дипломсене тивĕçрĕç.
Федерацин территорири ĕç тăвакан влаç органĕсенчен çĕнтерÿçĕ йышне кĕнисен шутĕнче - ЧР Шалти ĕçсен министерствин /тачка вĕрен туртассипе, комбиэстафетăра/ тата РФ Пенси фончĕн ЧР управленийĕн командисем. ШĔМ футболисчĕсем - иккĕмĕш вырăнта.
Çĕнĕ ФАП уçăлчĕ
Шăхаль ялĕнче пурăнакансем çак саманта тахçанах кĕтнине ялти фельдшерпа акушер пунктне уçма йышпа пухăничченех, куçсенче савăнăç шевли çуталнинченех туйса илетĕн. Унчченхинче, сывлăх сиплев ĕçĕнче 45 çул ытла тăрăшса ĕçленĕ Маргарита Емельянова каланă тăрăх, халăха йышăнма, медицинăн малтанхи пулăшăвне пама нимĕнле услови те пулман. Паянхи ФАП пек сиплев учреждени уçăлассине çынсем чылай кĕтнĕ. Тинех кĕтсе илчĕç.
- Асăннă ФАП икĕ çул каялла йышăннă программăпа килĕшÿллĕн хута кайрĕ, - терĕ "Хыпар" хаçат журналистне Вăрнар районĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков. Николай Антонович каланă тăрăх, ку - Вăрнар енче кăçал уçма палăртнă 7-мĕш ФАП-ран 5-мĕшĕ. Вăл кунти виçĕ ялти - Шăхаль, Çĕнъял, Мачамăш - халăха медицина пулăшăвĕ кÿрĕ. Хута яма Чăваш Республикин хыснинчен уйăрнă 2636,0 пин тенкĕпе усă курнă. Подряд ĕçне "Эльбрус" ООО строителĕсем 45 кун хушшинче пысăк пахалăхпа пурнăçланă. ФАП çумне 595 çынна çирĕплетнĕ. Чирлисене Инна Тимофеева врач-педиатрпа пĕтĕмĕшле практика, аслă квалификаци категорири врач Инна Тимофеева йышăнĕç.
ФАП уçăлнине Шăхаль халăхĕпе пĕрле палăртма Михаил Игнатьев, Алла Самойлова министр, Юрий Попов спикер, Вадим Николаев сенатор, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, Николай Тинюков тĕп врач, ытти яваплă çынсем килсе çитрĕç.
- Панă сăмаха республика ертÿлĕхĕ яланах тытнă, - савăнса пĕлтерчĕ Михаил Васильевич. - Кăçал пирĕн çакăн пек 40 ФАП хута ямаллаччĕ. Сирĕн ялти те - çав шутран. Çулталăк вĕçлениччен 100 ФАП тума йышăннă программăна "тĕплетпĕр"...
ФАП умĕнчи хĕрлĕ хăйăва касма Михаил Игнатьева ялти виçĕ çулти хĕрачапа пиллĕкри арçын ача "пулăшрĕç". Çак самантран çĕнĕ пунктра чирлекенсене йышăнма пуçларĕç.
Уй-хирти канашлу
Вадим Николаев сенатор калашле, Михаил Игнатьев - ялта çуралса, çерем тăрăх çарран чупса çĕр пархатарне чĕре çумне илсе ÿснĕ республика ертÿçи. Вăрнар тăрăхĕнче пулнă чухне те, çак туйăм хăйĕн ытамĕнчен вĕçертменренех, Михаил Васильевич "Санары" агрофирма" çĕрĕ çинче районти ялхуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсемпе, ертÿçисемпе, АПК ветеранĕсемпе тĕл пулма васкарĕ. Çĕрулми плантацийĕпе тырпул уй-хирне çитсе курчĕç. "Санары" агрофирма ертÿçи Роберт Петров хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пурте лайăх шăтса тухнă, парка аталаннă. Шел, нумаях пулмасть çутçанталăк пулăмĕ шар кăтартнă: пăрлă çумăр чылай çĕрте культурăсене вырттарнă. Çапах та ял çынни шанăçа çухатмасть-ха.
Тĕлпулу уй-хирти канашлăва çаврăнчĕ. Çĕр тухăçлăхĕ, çĕнĕ оборудованисемпе технологи, çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарасси, тырпулăн сутлăх хакĕ, кĕскен калас-тăк - ялхуçалăх производствине аталантарасси, тухăçа отрасльти кăтартусене ÿстересси çинчен калаçу пычĕ. АПК ветеранĕсен сĕнĕвĕсене илтме те кăмăллă пулчĕ. Вĕсен чунĕ халĕ те çĕршĕн, унăн пурлăхĕшĕн пăшăрханать. Çĕр хуçа пуррине лайăх туять теççĕ вĕт!
Ыйтусем, ыйтусем...
Мĕнпе кăна кăсăкланмаççĕ Вăрнарсем, мĕн кăна пăшăрхантармасть вĕсене? Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çав кун кирек ăçта çитсен те ăна вырăнти халăх "ункăна" илчĕ. Пĕрремĕшĕнчен, республика ертÿçи кашнинчех ку е вăл тăрăхра пулаймасть-çке, иккĕмĕшĕнчен, сан ыйтăвна Михаил Васильевич хăй хуравласан, кирек мĕнле каласан та, чунра шанăç çуралатех, ыйту уçăмланать.
Мĕн хумхантарать-ха халăха çак самантра? Тĕлпулусенче ытларах çул-йĕр тăвасси те, тавралăха тирпейлĕ тытассипе культура учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕ, çамрăксене яла тавăрассипе, хаçат-журнал çырăнтарăвĕпе тата ыттипе те кăсăкланчĕç. Килти хуçалăхсенчен патшалăха сутакан сĕт хакĕ мĕншĕн пĕчĕкки çинчен вара пур çĕрте те ыйтрĕç. Кашни ыйту тулли хурав тупрĕ. Чылайăшне вырăнти влаçăн уçăмлатма, шута илме тиврĕ. Апла тăк, вĕсем те кĕçех татăлĕç. Республика пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева тав тăвакан йышлăн пулчĕ.
Юрий ЛИСТОПАД
Комментари хушас