Патшалăх пурлăхĕ хыснана тупăш кÿрет

21 Утă, 2015

"Хыпар" ыйтăвĕсене ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Иванович КУЗЬМИН хуравлать.

- Республика пурлăхне мĕншĕн çине тăрсах приватизацилеççĕ?

- Патшалăхăн экономикăри тÿпине пĕчĕклетес тата унти йышĕпе тытăмне кирлĕ чухлĕ çеç хăварас тĕллевпе.

- Приватизацилемелли программа кăçал мĕнле пурнăçланать?

- Чăваш Енĕн патшалăх унитари предприятине, акционер обществисен акцийĕсен 3 пакетне, тулли мар яваплă обществăн устав капиталĕнчи пĕр пайне, Чăваш Ен хыснинчи 19 позицие, 14 çĕр лаптăкĕнчен тата куçман пурлăхăн 19 объектĕнчен тăраканскере, приватизацилемелле.

Пĕрремĕш çурçулта аукцион ирттерсе "Вăрмарти ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционер обществин акцийĕсен - 100%, Шупашкарти А.Николаев урамĕнчи "Николаевский" суту-илÿ комплексĕ" акционерсен уçă обществин акцийĕсен - 29,35%, куçман пĕр пурлăха çĕр лаптăкĕпе пĕрле сутнă. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательсемпе куçман пурлăхăн 3 объектне харпăрлăха парасси çинчен килĕшÿ тунă, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" тулли мар яваплă обществăн устав капиталĕнчи пайне /22,73%/ тата куçман пурлăхăн 8 объектне сутасси çинчен аукцион ирттерессине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра ЧР Спорт министерствин "Спорт" спорт-сывату комплексĕ" патшалăх унитари предприятине приватизацилес тĕлĕшпе ĕç пырать. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх пурлăхне приватизациленинчен республика хыснине - 46,9 млн, 2011 çултанпа пурĕ 1133,7 млн тенкĕ кĕнĕ.

- Патшалăхăн куçакан пурлăхне харпăрлăха парас ĕç мĕнле пырать?

- Кăçалхи çурçулта автотранспорт хатĕрĕсемпе оборудовани 148 - пĕлтĕрхи çав хушăринчен 1,6 хут нумайрах - сутрăмăр. Хаклашăва 521 туянакан хутшăнчĕ. Аукцион йÿнĕрех хакран пуçланать, чылай чухне вăл хаклашнăçемĕн самаях ÿсет.

Министерство майăн 26-мĕшĕнче пĕр учреждени усă курман куçакан пурлăха сутас тĕллевпе аукцион ирттерчĕ. Хаклашусем 20 лотра иртрĕç. Объектсен пуçламăш хакĕ 380 пин тенкĕпе танлашрĕ, вĕсене 833,8 пин тенкĕлле сутнă - пуçламăш хак 2,2 хут ÿснĕ. Пĕр енчен - лайăх, тепĕр енчен - хаклашура çĕнтерни укçа куçарма кирлĕ чухлĕ тупасси иккĕлентерет.

Июнĕн 2-мĕшĕнче понтон /6 секци/ сутас тĕлĕшпе аукцион йĕркеленĕ. Юлашки хак пирвайхинчен 15 хут ÿснĕ, аукционра 467 утăм тума тивнĕ. Анчах унăн çĕнтерÿçи туянасси-сутасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусман. Çавăншăн унран пуçламăш хакран 10% çеç тытса юлаççĕ. Саккунра ÿкĕте кĕртмелли урăх меслет пăхман.

- Аукционсен пĕтĕмлетĕвĕпе халăха паллаштаратăр-и?

- Приватизаци ĕçне анлăн çутататпăр. Аукциона хутшăнакансем пурте пĕрешкел шайра информаци илеççĕ. Вăл уççăн иртет. Çавна пула унта çĕнтерессишĕн кĕрешекенсен йышĕ ÿсрĕ. Юлашки çулсенче общество тĕрĕслевне вăйлатас, приватизаци тапхăрĕсене вĕсемпе кăсăкланакан çынсене явăçтарас тĕллевпе патшалăх пурлăхне сутасси çинчен ытларах пĕлтеретпĕр. Хаклашу информацийĕ халĕ вăрттăнлăх мар.

Пĕлтĕр хаклашăва 448 туянакан - кашни аукциона вăтамран 5,9 тупăшуçă - хутшăннă /2013 çулта - 3,6/. Раççей шайĕнчи аукциона вăтамран 4-ăн пынă. Иртнĕ çул республикăра йĕркеленĕ аукционсенче пĕлтернĕ малтанхи хакран - 41,2 млн, 2011-2014 çулсенче 178,5 млн тенкĕ ÿстерсе сутнă.

Кăçалхи пĕрремĕш çурçулта вĕсене 530-ăн - кашни хаклашăва 6,5 туянакан - хутшăннă.

- Уйрăм çынна аукционра кĕрешме ирĕк параççĕ-и?

- Республикăн патшалăх пурлăхне туянакансен 90% - уйрăм çынсем, вăтам тата пĕчĕк бизнес.

- Килес çулхи приватизаци планĕ мĕнлерех? Республика хăшпĕр предприяти акцийĕсене тĕп харпăрлăхçăсене яланлăхах пама тĕллев лартмасть-и?

- 2016 çулта республика патшалăх тивĕçĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме пулăшман пурлăха приватизацилеме палăртнă. Ку йышра - республикăн "Фильтр" тата "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитари предприятийĕсем. Вĕсене пĕр хуçалăх обществине кĕртĕпĕр. Унăн акцийĕсен 100% Чăваш Ен аллинче пулĕ. Çавăн пекех 6 общество акцийĕсен пакечĕсене /"Чăваш бройлерĕ" АУО - 49%, "Чăвашметалл" АУО - 20%, "Чăвашкредитпромбанк" - 38,13%, "Атăл Инвестици Компанийĕ" АУО - 49,32%, "Пĕчĕк бизнесăн лизинг компанийĕ" АУО - 95,53%, "Чăваштехинвентаризаци" АУО - 100%/ приватизацилемелле. Кунсăр пуçне Чăваш Ен хыснинчи 5 çĕр лаптăкĕпе куçман пурлăхăн 16 объектне сутмалла. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртсен республика хыснине 161 млн тенкĕ куçарасса шанатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.