«Тĕкĕнме юраманнисем» çук

21 Утă, 2015

Пирĕн ыйтусене ЧР прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене мĕнле пурнăçланине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Сергей ПАВЛОВ хуравлать

- Сергей Петрович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи çур çулта республикăра коррупципе çыхăннă преступленисене нумайрах регистрациленĕ. Çакă коррупци Чăваш Енре вăй илсех пынине кăтартать-и?

- Паллах, апла мар. Чăнах та, иртнĕ çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 256 преступление регистрациленĕччĕ. Кăçал вара - 286. Коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси çăмăл мар. Взяткăнах илер. Илекенни кăна мар, параканни те çакăн çинчен никама та систересшĕн мар. Çавна май право хуралĕн органĕсен çине тăрса ĕçлеме тивет. Çÿлерех асăннă цифра пысăкланни шăпах тивĕçлĕ тытăмсем киревсĕр çак пулăма тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетет. Пайăррăн илес-тĕк коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас енĕпе шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем пысăк ĕç пурнăçланă - 245 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Паллах, полицин йышĕ те пысăк - ку çакăнпа та çыхăннă. Федерацин хăрушсăрлăх службин тÿпи - 20, Суд приставĕсен службин - 3, Следстви комитечĕн - 2 преступлени. 286 преступленирен 59-шĕ пысăк е уйрăмах пысăк укçа виçипе е пысăк сиен кÿнипе çыхăннă. Каварлашнă ушкăнсем тунă преступленисем 26-ран 2 таран чакнă.

- Халăхра çапларах шухăш çирĕпленнĕ: взятка илесси ПАИ инспекторĕсен хушшинче уйрăмах анлă сарăлнă имĕш. Сирĕн статистика çакна çирĕплетет-и? Коррупци хăш сферăсенче тарăн тымар янă?

- ПАИ сотрудникĕсене уйрăммăн сивлени тĕрĕс пулмĕччĕ. Çакна та калам: автоинспекципе çыхăннă тĕслĕхсенче инспекторсем взятка илнипе çыхăннисем мар, вĕсене укçа пама тăнипе çыхăннă преступлени нумайрах.

Коррупци тĕслĕхĕсем йăлари шайра нумай. Çав шутра - вĕрентÿре те, ытти сферăра та. Коррупци тĕслĕхĕсем нумайланни чи малтанах харпăрлăха хирĕç тунă /сăмах Уголовлă кодексăн 159, 160 статйисем пирки пырать/, коммерци енĕпе сутăн илнипе çыхăннă /204 статья/ преступленисен шучĕпе пысăкланни палăрать.

Взяткăпа çыхăннă тĕслĕхсем вара сахалланнă. Пĕлтĕрхи çур çулта 100 тĕслĕх пулнă, кăçал - 42. Çакă та, паллах, республикăра тăруках çынсем взятка пама, должноçри çынсем взятка илме пăрахнине пĕлтермест. Эппин, право хуралĕн органĕсем ку енĕпе ĕçлесе çитереймеççĕ. Хăшпĕр районта çур çулта пĕр тĕслĕхе те тăрă шыв çине кăларман - саккунлăх оазисĕсем тейĕн! Кун пирки прокуратура коллегийĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче те çивĕч калаçу пулчĕ. Çавна май районсемпе хуласен прокурорĕсем те çак ыйтусемпе тата та тимлĕрех ĕçлессе кĕтетпĕр.

Саккуна ытларах камсем пăсни пирки калас-тăк - УК 290 статйинче пăхнă преступленисене вĕренÿ учрежденийĕсен директорĕсем уйрăмах нумай тунă - 12 преступлени. Уголовлă айăплава пурнăçлакан службăн икĕ сотрудникĕ тунă 4, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ тунă 3 преступление регистрациленĕ. Çавăн пекех списокра патшалăх граждан служащийĕсем, полици сотрудникĕсем, медицина ĕçченĕсем тунă преступленисем те пур.

- Прокуратурăна, право хуралĕн органĕсене «ахаль çынсене айăплаççĕ, пысăк пуçлăхсене вара тĕкĕнмеççĕ» тесе айăплакансем пурри вăрттăнлăх мар. Вĕсене хирĕçлесе мĕн каланă пулăттăр?

- Сумлă чиновниксене шăл витмест текен стереотип сирĕлсе пырать тейĕттĕм. Çакна тĕрлĕ шайри коррупционерсене уголовлă майпа явап тыттарнине кăтартакан цифрăсем пысăкланни те çирĕплетет. Сăмахран, УК 285 тата 286 статйисемпе пăхнă преступленисене кăçал 32 /пĕлтĕр 25 пулнăччĕ/ тата 20 /6 пулнă/ тупса палăртнă. Коррупци сĕмĕллĕ преступлени туса кÿнĕ сиене саплаштарассин кăтартăвĕ те аван - 74,3% шайĕнче. Сиенĕн пĕтĕмĕшле виçи 563 млн тенкĕрен иртнĕ. Çак виçен пĕр пайне, 29 млн тенке яхăн, айăплисем хăйсен ирĕкĕпе тавăрса панă, 154 пин тенкĕлĕх пурлăха туртса илнĕ, 390 млн яхăн тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ.

Районсемпе хуласен прокурорĕсем коррупци тĕслĕхĕсемпе çыхăннă сиен пулсан кашнинчех суда тавăç тăратмалли сăлтавсене тишкереççĕ. Йĕпреç районĕн сучĕ, сăмахран, район прокурорĕн Йĕпреç хула тăрăхĕн пуçлăхĕнчен сиене шыраса илме тăратнă тавăçне тивĕçтернĕ. Ăна пĕлтĕрхи августра должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăпланă. Суд унран республика бюджечĕ валли 1,5 млн ытла тенкĕлĕх сиене шыраса илме йышăннă.

Должноçри пысăк çынсем те капкăна çакланнине çирĕплетекен тĕслĕх - полицин Шупашкарти 4-мĕш пайĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç. Ăна астармăш вăйăсем йĕркелессине пÿлес енĕпе мерăсем йышăнманшăн взятка илнĕшĕн айăплаççĕ. Унпа пĕрлех каварлашнă ушкăнпа хайхи астармăш вăйăсене саккуна пăсса йĕркеленĕ çынсем те явап тытаççĕ. Ку ĕç самай пысăк шăв-шав çĕклерĕ, айăпланакансен шутĕнче пурте пĕлекен Раççей Геройĕ те пуррине кура - пушшех.

- Укçа шыраса илесси тенĕрен - Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий Моисеев тĕлĕшпе палăртнă приговор уншăн хăйĕншĕн кăна мар, ытти çыншăн та кĕтменлĕх пулчĕ-тĕр. Нумай çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннисĕр пуçне суд 280 млн тенкĕлĕх штраф палăртнă. Республикăн суд практикинче çакнашкал пысăк штраф пулнине астумастăп. Тепĕр енчен, çак штрафа Моисеев пурпĕр тÿлеймест вĕт - апла-тăк мĕншĕн çавнашкал пысăк виçе палăртмалла?

- Чăнах та, Шупашкарти Ленин район сучĕн кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнчи приговорĕпе Моисеева Уголовлă кодексăн темиçе статйипе /çав шутра - 290 статьян 6-мĕш пайĕ/ айăпласа 11 çул та 6 уйăхлăха ирĕклĕхсĕр хăварма, 280 млн тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Пĕрлех С.Галочкина 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă тата 8 млн тенкĕлĕх штрафланă. Моисеев тĕлĕшпе штраф патшалăх айăплавçи ыйтнинчен те нумай хут пысăкрах. Асăннă штрафа вăл тÿлеймесси куçкĕрет - ун чухлĕ пурлăхĕ те çук. Анчах саккун çапларах. Вăл взяткăн 100 виçи чухлĕ штрафлама ирĕк парать. Ку тĕслĕхре 70 виçелĕх штрафланă. Взятка виçи 4 млн тенкĕ пулнă та...

Çапла, саккунра чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех штраф палăртассине те пăхса хăварнă. Анчах ку тĕслĕхре суд урăхларах пĕтĕмлетÿ тунă - ку унăн йышăнăвĕ. Америкăра авă уйрăмах хăрушă преступниксене çĕр-çĕр çуллăха ирĕклĕхсĕр хăвармалли йĕрке те пур. Çын ун чухлĕ пурăнайманни паллă - пурпĕр çавнашкал йышăнусем кăлараççĕ... Моисеевпа Галочкин приговорĕ тĕлĕшпе патшалăх айăплавçи апелляци тăратнă. ЧР Аслă сучĕн уголовлă ĕçсене тишкерекен суд коллегийĕн йышăнăвĕпе асăннă приговора пăрахăçланă. Сăлтавĕ - пĕрремĕш инстанци сучĕ уголовлă процесс саккунĕн требованийĕсене пăсни. Çавна май уголовлă ĕçе çĕнĕрен пăхса тухма панă.

- Апелляци инстанцийĕ приговорсене улăштарнă тĕслĕх час-часах пулать-и?

- Пулкалать. Кăçал унашкал пĕр тĕслĕх пулнă. Пĕлтĕр кăларнă пĕр приговор тĕлĕшпе шăпах взяткăшăн палăртнă штрафа пĕчĕклетнĕ. Вăрмар районĕн сучĕ ПАИ сотрудникĕ пулнă В.Филиппов айăплавне «çемçетнĕ», вăл штрафа туллин тÿлесе татнă ĕнтĕ.

- Пурлăха конфискациленĕ тĕслĕх нумай-и?

- Нумай мар, анчах пур. Чăн та, сăмах пысăк пурлăх пирки пымасть. Калăпăр, Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ А.Овчинникова УК 290 статйин пайĕсемпе айăпланăччĕ. Унăн взяткăн пĕтĕмĕшле виçипе танлашакан 6 пин тенке яхăн укçине конфискациленĕ. Çавăн пекех кăçал взятка шучĕпе панă укçана конфискациленĕ тĕслĕхсем пулнă.

- Сирĕн пай ĕçĕ преступленисемпе кăна çыхăнманни паллă. Надзор - анлă ĕç.

- Тĕрĕсех, патшалăх тата муниципалитет службин сферинче саккунсене пăхăнассине, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче коррупцирен сыхланассине тивĕçтерес ĕçе РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр. Ку енĕпе те ăнăçлă кăтартусем пур.

Асăннă сферăра саккуна пăснă тĕслĕхсене 1,9 пине яхăн тупса палăртнă. Кашни тĕслĕхпех прокурорсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă: 600 ытла представлени çырнă, вĕсене тишкерсе должноçри 435 çынна - дисциплина енĕпе, 100-е яхăн çынна административлă майпа явап тыттарнă. Прокурорсем панă материалсем тăрăх 21 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ коррупципе кĕрешмелли саккунсенче çирĕплетнĕ требованисене пăхăнманнипе сăлтавланнă. Тупăшпа тăкак çинчен калакан кăтартусене туллин е тĕрĕс палăртмаççĕ. Кунашкаллине Суд приставĕсен службин управленийĕнче, Шалти ĕçсен министерствинче тупса палăртнă.

Интерессен хирĕçтăрăвне йĕркелессипе çыхăннă тĕслĕхсене тупса палăртас енĕпе те тимлĕ ĕçлетпĕр. Сăмахран, Шупашкар районĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ пĕр гражданина унăн харпăрлăхĕнче çĕр лаптăкĕ пуррине ĕнентерекен суя документ панă, çакăншăн унран 50 пин тенкĕ илнĕ. Кайран çав гражданин хайхи лаптăк тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрациленĕ. Ку тĕслĕхпе взяткăшăн тата должноçри çын ултавĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Служащие прокурор представлени çырнине кура шанăçа çухатнă тесе ĕçрен хăтарнă.

- Служащи пулнă çынсене ĕçе йышăннă тĕслĕхсенче саккун ĕç паракансене çакăн пирки пĕлтерме хистет. Хăшĕсем çак требовани çине алă сулнине те курмăш тумастăр...

- Ку енĕпе КоАПăн 19.29 статйипе кăçал 34 адмĕç пуçарнă, 31 çынна явап тыттарнă та ĕнтĕ. Республика прокуратури пуçарнипе кăçалхи мартра ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕпе тивĕçлĕ килĕшÿ тунă. Ăна тĕпе хурса Администраци кварталсерен прокуратурăна ЧР патшалăх граждан службинчен кайнă çынсем çинчен калакан сведенисене парать. Çавна май тĕрĕслев ĕçне йĕркелеме меллĕ.

Нормăпа право акчĕсене коррупцирен сыхланса экспертиза тăвас ĕç пĕлтерĕшĕ те пысăк. Çур çулта республика прокуратури коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсем ан пулччăр тесе 537 нормăпа право актне /çав шутра - республикăн 48 саккунĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсен 489 акчĕ/, çавнашкал документсен 740 проектне тишкернĕ. Асăннă йышши самантсене икĕ нормăпа право актĕнче тупса палăртнă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тишкернĕ нормăпа право акчĕсен шучĕ пушшех нумай - 5 пин ытла. Çавна май 347 документра коррупцие «çул пама» пултаракан самантсене тупса палăртнă. Вĕсене пĕтермешкĕн тивĕçлĕ требованисемпе протестсем çырнă.

Коррупцие хирĕç ĕçĕн ытти енĕ те пур - пурин пирки те тĕплĕн калас-тăк хаçатăн чылай пысăкрах лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Çÿлерех асăннисемсĕр пуçне - саккассем вырнаçтарассине, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассине, бюджет, çĕр, вăрман çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрасси. Эппин, пирĕн тата та çине тăрарах ĕçлемелле. Коррупципе кĕрешесси пысăк яваплăхпа çыхăннине кура çак ĕçе прокуратурăн чи опытлă, тÿрĕ кăмăллă, принциплă ĕçченĕсене явăçтармалла.

- Мĕнле шухăшлатăр, хăçан та пулин коррупципе çыхăннă преступленисенчен вуçех хăтăлса пĕтĕпĕр-и?

- Коррупцие тĕппипех кăклама пултарасси иккĕленÿллĕ. Ăна нихăш çĕршывра та кăклайман-ха. Китайра авă коррупци тесе хаклакан преступленисемшĕн персе вĕлереççĕ - çынсем çав-çавах саккуна пăсма пăрахмаççĕ... Анчах ку, паллах, коррупципе кĕрешмелле маррине пĕлтермест. Кашни преступленишĕн тивĕçлĕ яваплăх пулмалла, çавăн чухне тин чăннипех право патшалăхĕнче пурăнатпăр теме пултарăпăр.

- Коррупципе тата та тухăçлăрах кĕрешме мĕн чăрмантарать?

- Çавнашкал преступленисене никĕслекен сăлтав йышлă: пурнăç шайĕ, право культури пĕчĕкки, право нигилизмĕ. Право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсен професси шайĕ тивĕçтерменнине те çак ретех кĕртĕттĕм. Çавна май коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен çынсен пĕлÿпе ăсталăх шайне ÿстерес тĕллевпе ирттерекен семинар-канашлу усси куçкĕрет, тĕрлĕ тытăм пĕрле хатĕрлекен йĕркелÿпе хушу докуменчĕсен, информаци çырăвĕсен пĕлтерĕшĕ те курăмлă.

Ĕçе лайăхлатас тĕллевпе федерацин преступлени тăвассипе, çав шутра коррупципе кĕрешес ĕçе хастар хутшăнакан граждансене укçан хавхалантарасси çинчен калакан саккунне йышăнни вырăнлă пулмалла тесе шухăшлатпăр. Çавăн пекех РФ Шалти ĕçсен министерствинче пĕрлехи «Коррупционер» информаци базине йĕркелени усăллă пулмалла. Унăн никĕсĕ çинче коррупципе «палăрнă» должноçри çынсен реестрне хатĕрлемелле.

- Шел те, коррупци пирĕн пурнăçăн пĕр енĕ пулса тăнă тесен йăнăшмастăп пуль. Халăхра коррупцие сивлесси вăй илсе пынине туятăр-и?

- Республикăри «Социс» общество организацийĕн социологĕсем ирттернĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх - Чăваш Ен гражданĕсем коррупци шайне вăтам тесе хаклаççĕ. 10 баллă хаклав шкалипе коррупцин республикăри вăтам шайĕ 5,66 балпа танлашать /1 балл - коррупци çукки, 10 балл - коррупцин чи пысăк шайĕ/. Çавна май граждансен коррупцие хирĕç шухăшлавĕ лайăх еннелле улшăнса пырать теме пултаратăп. Коррупци пурнăçра кирлĕ пулăм тесе шухăшлакан çынсен шучĕ чакса пырать.

Николай КОНОВАЛОВ

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.