“Анне мана фермăна ĕçлеме ярасшăнччĕ”

2 Июл, 2015

Пĕр вăхăт сцена çинчен çухалнă Елена ОСМАНОВА юрăç халăх умне тепĕр хут тухсан чылайăшĕ вăл çĕнĕрен çĕкленесси пирки самай иккĕленчĕ. Унпа мана Александр Мингалев юрăç 25 çул каялла паллаштарнăччĕ. Пултарулăх çулĕпе пĕрле утма тивнипе Еленăн пурнăçĕпе интересленсех тăтăм. Амăшне çухатнă хыççăн вăл ыйтнипе чи çывăх çыннине халалласа "Юратăр аннене чĕрĕ чух" сăвă çыртăм. Геронтий Васильев чăтаймарĕ - сăвва кĕвве хыврĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хăмаркка ялĕнче çуралса ÿснĕ Елена Османовăна "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне чĕнес терĕм. Пĕтĕм Раççейри радиопа телекуравăн "Раççей сасси" конкурсĕн дипломанчĕ, "Телеюрăпа" "Чăваш Ен кĕввисем" конкурссен лауреачĕ никама та уççăн каламан ыйтусем тавра чунне уçма килĕшрĕ.

- Лена, эсĕ шăрантаракан юрăсене итлекен кăмăллă йышăнать. Профессионал профессионалах ĕнтĕ.

- Пысăк сцена çине 1982 çулта тухрăм. Ун чухне эпĕ студентчĕ. 1-мĕш курс пĕтернĕччĕ. "Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере" спектакльте Света рольне вылякан артистка чирленине пула çын шыратчĕç. Çак сăнара калăплама мана В.Волков режиссер шанчĕ. Вăл Шупашкарти музыка училищинче актер ăсталăхне вĕрентетчĕ. Унтанпа 50 ытла спектакльте вун-вун сăнар "кĕпине" тăхăнса куртăм. Эпĕ вылянă сăнарсем пурте тенĕ пек сцена çинче юрлаççĕ. Тен, çавăнпа мана ыттисенчен ытларах ăнчĕ?

- Пьесăра ют çын кун-çулĕпе ейленетĕн. Пурнăçра вара хăвăн чĕрÿне вутра çунтаратăн.

- Манăн пĕрремĕш туйăмсем чунра шкулта вĕреннĕ чухне çуралчĕç. Юрату чечекĕ шап-шурă çеçке çурчĕ. Пĕрремĕш черченкĕ туйăм ĕмĕрлĕхе теттĕм. Апла пулсан та йÿçĕ куççуль тумламĕсем ман куçран та юхрĕç. Айван пулнă-ши? Савни манран аслăччĕ, Шупашкарта строителе вĕренетчĕ. Эпĕ шкул хыççăн хамăн пурнăçа музыкăпа çыхăнтартăм. Пирĕн çулсем ик еннелле уйрăлчĕç. Манăн кун-çул çĕнĕлĕхсемпе тулса илемленчĕ.

- Студент вăхăчĕ - чи кĕтретлĕ тапхăрсенчен пĕри. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.