Уяв хаваслă кăмăл парнелерĕ

2 Утă, 2015

Республика Кунне Чăваш Ен анлă паллă турĕ. Шупашкарта та, ытти районсенче чылай мероприяти иртрĕ. Çĕнĕ Лапсар салинче те пысăк, хаваслă уяв пулчĕ. Тĕрлĕ регион хăнисемпе артисчĕсем пухăнчĕç унта. Мари Эл, Мордва, Тутарстан республикисенчен килнĕ юрă-ташă ансамблĕсем чăвашсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Çĕнĕ Лапсар салинчи «Акаци» клубра ташă ăсталăхне туптакансен концерчĕ те куракансене тыткăнларĕ. «Факел», «Укăлча», «Луконэ» эстрада халăх ансамблĕсем пултарулăхĕпе палăрчĕç. Илемлĕ костюмлă «Каприз» ачасен ташă ушкăнĕ хаваслă инди ташшипе савăнтарчĕ. «Салам» вокал ансамблĕ вара тăван чĕлхепе янăракан юрăсене чунтан шăрантарчĕ.

ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Ахтимиров, Наталья Рова, Галина Аникеева, Наталья Михайлова юрăçсем «Чун парнелет», «Шупашкар», «Айтăр юрлар-и?» тата ытти чăваш юррисемпе уява пуянлатрĕç.

Кÿршĕ регионсенчен килнĕ хăнасем те, артистсем те праçникпе кăмăллă юлчĕç. «Чăваш Ене тăтăшах килсе çÿретпĕр. Чăваш халăхĕ хăйĕн ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе чуна тыткăнлать. Çавăнпа кунта тăтăшах пулма тăрăшатăп», - терĕ «Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăннă Мордва Республикин ушкăнĕн ертÿçи Валерий Карпов.

Кашни хăна, ушкăн, ансамбль Шупашкарти кăна мар, ытти районта та иртнĕ Республика Кунĕпе кăмăллă юлчĕç.

Нина ГРЕЧКО.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.