Вaрмана - çырлана

2 Июл, 2015

Вăрмана çырла е кăмпа пуçтарма каяс тесессĕн чи малтан тумтиртен пуçламалла. Тăхăнасси, паллах, çанталăк мĕнле тăнинчен те килет. Шăрăх çанталăк тăрсан та кĕске йĕмпе /шорты/ кĕске çанăллă футболка вăрманта юрăхлă мар. Никамăн та вăрăмтуна-ÿпре апачĕ пулас килмест ĕнтĕ. Вăрăм çанăллă кĕпе, шăлавар тăхăнмалла. Çирĕп пусмаран çĕленĕ спецовка пулсан аван. Пуçа хÿтĕлесси пирки те манмалла мар: хĕрарăмсене тутăр юрать, арçынсен кепка е капюшон пулмалла. Вăрманта çÿренĕ чухне сăвăс лекме пултарасса та ан манăр. Вăхăт-вăхăт пĕр-пĕрин пит-куçне ÿт-пĕвĕн ыти уçă вырăнĕсене пăхкаласа тăмалла.

Вăрмана каяканăн хăйпе пĕрле пекĕ илмелле. Паллах, çĕçĕ те илме юрать пек. Анчах ахаль çĕçĕ хăрушлăх кăларса тăратать. Вăрманта такăнса е шуса ÿкесси пур - тăрăнма пултарать. Типĕ çĕрте çÿреме палăртатăр пулсан урана кивĕ кеда е крассовкă юрăхлă. Çумăрлă çанталăкра резина атăран лайăххи çук.

Татнă çимĕçе хумалли савăт мĕнле пулмалла? Çырла пуçтарма пысăках мар савăтсем илмелле: пĕчĕк пурак, бидон, карçинкка. Пысăк савăта нумай çырла тултарсан лапчăнса илемсĕрленет çеç мар, унăн пахалăхĕ те çухалать. Паха, витаминлă çырла пуçтарас тесен ăна пиçсе çитсен çеç татмалла. Пиçнĕ çырлана организм лайăх йышăнать. Вăрман çырлисем килте ÿстерекеннисенчен усăллăрах теççĕ.

Хурăн çырли пиçнĕ вăхăт халĕ. Çак çырлара организма кирлĕ япала питĕ нумай: С, В1, В6 витаминсем, тĕрлĕ йÿçеклĕхсем, фруктоза, глюкоза, тимĕр, марганец т.ыт.те.

Хĕл валли çырла çулçине те типĕтсе хатĕрлеççĕ. Типĕтнĕ çеçкерен чей вĕретеççĕ. Вăл вар-хырăм ĕçне лайăхлатать, чĕрене, пĕвере, пÿрене ырă витĕм кÿрет. Çырлана тĕрлĕ мелпе упрама пулать: шăнтса, типĕтсе е варени-компот туса.

Хурăн çырли хыççăнах йĕркипех тĕрлĕ çырла пиçме пуçлать: июльте хура çырла, пĕрлĕхен, кăвак çырла. Августра шур çырли, кĕтмел çырли пулса çитет.

Çырла пахалăхĕ, усăлăхĕ чакасран çак ансат йĕркене пăхăнмалла.

  • Пуçтарнă чухне тĕрлĕ япаласемпе усă курма ан васкăр - ÿсен-тăрана амантать, çырлана ватать. Çырла тĕмĕсене тăпăлтарма, хуçкаласа, таптаса пĕтерме юрамасть.
  • Пиçсе çитмен çырла кайран пиçмест, çавăнпа пиçнине çеç пуçтармалла.
  • Çырлана ирхине е каçхине, кăшт уçăрах чухне пуçтармалла: пахалăхлăрах пулать.
  • Пуçтарнă çимĕçе хĕвел лекмен вырăна - сулхăнрах çĕре хумалла. Хĕвел питтинче тăратсан çырла пахалăхĕ те, илемĕ те чакать.
  • Çырлана пысăк савăтсене пуçтармалла мар: лапчăнса пăсăлать.
  • Çул çинче чухне те савăтсене хĕвелтен хÿтĕлемелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.