Комментировать

2 Июл, 2015

Волонтер ĕçĕ кăсăклă çеç мар...

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă çамрăксене патшалăх премийĕ парса чысларĕ. Çак йышра И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки Арина Максимова та пур. Наградăна мĕншĕн тивĕçнĕ-ха вăл?

Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра волонтер юхăмĕ анлă сарăлчĕ. Тĕрĕссипе, вăл Раççейре иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех вăй илме тытăннă. Пионерсем, тимуровецсем йывăрлăхра никама та пăрахман. Çутçанталăка сыхлакансем те унчченех пулнă. Паянхи кун волонтерсем ял-хулара иртекен мероприятисене йĕркелессипе, обществăра çивĕч тăракан ыйтусене татса парассипе çыхăннă ĕçре тăрăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлтĕрхи март уйăхĕнче Волонтерсен центрĕ официаллă майпа ĕçлеме пуçланă. Кунта вĕренекенсем республикăра иртекен ыркăмăллăх акцисене, мероприятисене унчченех хутшăннă-ха. Радиотехника факультетĕнче вĕренекен Арина та пĕрремĕш курсра университетра иртнĕ волонтерсен пухăвне кайнă. Унта студентсен канашĕн ертÿçи Илья Тумаков асăннă юхăмăн ертÿçине суйласси çинчен пĕлтернĕ. Пике нумай шухăшласа тăман: хăйĕн кандидатурине сĕннĕ. Хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăшланăскер унтанпа Волонтерсен центрĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.