Комментари хушас

2 Утă, 2015

Иртрĕ хĕрÿ вăйă, çуталчĕ питре кулă

Кăçал çамрăк çарçăсен республика финалĕ июнĕн 25-29-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ял тăрăхĕн уçланкинче иртнĕ. Çак ăмăрту вăл - пĕр вăхăтрах вăйă та, пĕлÿ те, пиçĕхлĕхе тĕрĕслекен кĕрешÿ те. Çитмĕл ытла ушкăн тупăшнă унта: пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем, кадет класĕсем, çарпа патриот клубĕсем, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсем.

Пилĕк кун хушшинче ачасем тĕрлĕ конкурс витĕр тухнă: туризм, ишев, алă вĕççĕн кĕрешесси, чăрмавсене çĕнтересси, стройпа утасси.

Уяв вĕçленнĕ çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та пырса çитнĕ. Çавăн пекех Раççей Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов та çамрăксен умĕнче сăмах каланă, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем суннă.

Пилĕк кунри хĕрÿ тупăшура чи пултаруллисем çак ушкăнсем пулса тăнă: «Зарницăра» - Патăрьел районĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, «Орленокра» - Çĕрпÿри вăтам шкул. Хастар кадетсенчен Шăмăршăри вăтам шкул вĕренекенĕсене çитекен пулман. Çарпа пат-риот клубĕсен ушкăнĕнче Муркашсем, професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче Патăрьелĕнчи агротехникум - пĕрремĕшсем. Мала тухнă пур ушкăн та кубока тивĕçнĕ. Команда членĕсене медальсемпе хавхалантарнă.

Тата çакна палăртма кăмăллă. Патăрьелсен виççĕмĕш ушкăнĕн, Патăр-ьелĕнчи 2-мĕш шкулăн, кăтартăвĕсем те япăх мар. Вĕсем «Орленокра» 7-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул вара /ертÿçи - физкультура учителĕ Юрий Васюткин/ Атăлçи Федераллă округра иртекен «Зарницăра» тупăшса Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕ.

2013 çулта Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул çак ăмăртура республика ятне çÿлте тытнăччĕ. Вĕсем хĕрÿ тупăшура 4-мĕш вырăна тухнăччĕ. Мĕнех, апла пулсан кăçал та Патăрьелсене ăнăçу сунар.

Элиза ВАЛАНС.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.