Хăяр мĕншĕн йÿçĕ?
Хăшпĕр чухне тем пек тăрăшса пăхнă хăяр та йÿçенкĕ пулать. Мĕншĕн, тата хăяр йÿçекленесрен мĕн тумалла?
Вероника КОРАБЛЕВА. Шупашкар хули.
Тепĕр чухне алла хăяр тытатăн - симĕс, тÿрĕ, кăтрашка - шăршипе çăвара сĕтеклĕх анать. Çыртатăн çеç - кăмăл пĕтет: хăяр йÿçĕ, çиме юрăхсăр. Паллах, хăшпĕр хăярăн вĕçне касса пăрахсан, хуппине шуратсан аптрамасть пек. Анчах тепринпе апла туни те пулăшмасть.
Хăярăн 95: - шыв. Унта кăштах çеç белок, çу, углевод пур. Хăяра йÿçеклĕх паракан вещество - кукурбитацин. Йÿçеклĕх - ÿсен-тăран стреса лекнипе пуçтарăнать. Эппин, çимĕçе нÿрĕк, тутлăхлă япаласем çитмеççĕ е ытлашши. Хĕвел питĕ хытă хĕртнине те кăмăлламасть хăяр, çутă çитмесессĕн те кăмăлсăр. Тăпра ытлашши йÿçенкĕ е сĕлкĕш пулма пултарать. Çеçке çăралса кайнă е лапчăнса сиенленнĕ, çимĕç патне сĕткен çитеймест - хăяршăн каллех стресс, сăлтав, эппин.
Халĕ хăяр мĕншĕн йÿçĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Ÿсен-тăранăн биологине, пурнăç условине пĕлни ăна пăхассине çăмăллатать. Хăяр йăранне уçă çĕрте хатĕрленĕ чухне çаксене шута илмелле:
t Йăрана çÿллĕ хÿмерен е улма-çырла тĕмĕсенчен çурçĕр енне лартмалла. Ялан хĕвел ÿкет-тĕк сулхăнлатакан япала лартсан аван.
t Ыттисене пусаракан ÿсен-тăранпа /агрессорсем/ юнашар лартмалла мар. Пусаракан ÿсен-тăран шутне хăмла çырли, хура хăмла çырли, çĕр çырли, кавăн-кабачок таврашĕ кĕреççĕ. Вĕсем хăйсен таврашĕнчи лаптăка йышăнма тăрăшаççĕ, хăйсенчен хăратма ятарлă вещество сывлăша кăлараççĕ имĕш. Йывăç-курăк чĕлхипе вăл: «Кай кунтан, ку çĕрсем манăн!» тенине пĕлтерет. Хăяр вара тарма тăрăшать.
Хăяра тивĕçлĕ йĕркепе акса тумалла:
1. Йăрансене çÿллĕ тумалла, тăпра 15 градус ăшăнсан çеç хăяра акма юрать. Пирĕн тăрăхра вăл - май уйăхĕн вĕçĕ.
2. Органика мульчипе - тислĕкпе е торфпа йăрана витессине каяраха хăвармалла. Тислĕкпе асăрхануллă пулмалла: ытлашши азот лексен хăяр пысăк çитĕнет, анчах йÿçенкĕ пулать.
3. Шăрăх та типĕ çулла е хирĕçле - сивĕрех, çумăрлă çулсенче хăяр йăранне хÿтĕлемешкĕн тент карсан аван. Тент çурма тĕксĕм пленка е çÿхе пусма пулмалла. Вăл хăяра ытлашши хĕртекен хĕвелтен те, тăтăш çумăртан та хÿтĕлемелле. Çумăрлă çанталăкра хăяра çутă çитмесрен хăрама кирлех мар: хăяр джунглирен тухнă ÿсен-тăран. Сулхăн ăна питех кансĕрлемест.
4. Йăран пулмалли вырăнти тăпра йÿçенкĕ пулсан унта пурă çăнăхĕ сапмалла /извеçлемелле/.
5. Хăяр ирĕклĕхе юратать. Çеçкесене йĕркелесе тăмалла, ытлашши чăтлăхланса каясран сайралатмалла.
- Теплицăра ÿстернĕ чухне те тăпрана кăпкалатса, апатлантарса тăрассине манмалла мар.
- Шăрăх, типĕ çанталăкра теплица кантăкне пурă шывĕпе сăрламалла. Теплица чÿречисене, алăкне ирĕкрипе теплицăри температура пĕр пекрех чухне çеç уçă тытмалла. Температура выляса тăрсан хăяр чирлет - йÿçенкĕленет.
Ку çул хăяр мĕнле пулĕ? Çакна хăяр çеçке çурма пуçласассăн палăртма пулать. Аçа тата ама чечексене шутласа пăхăр. Ама чечексем нÿрĕк, сĕтекленнĕ - шăркаланма хатĕр. Аçа чечексем типĕ тата пĕчĕкрех. Аçа чечек нумайрах пулсан хăяр лайăх пулать, анчах йÿçекленме пултарать.
Хăяр тытăннине пăхмалла. Енчен те хăяр тĕвĕленесси вăрăма кайрĕ-тĕк, йÿçĕ çимĕç нумай пулĕ.
Селекционерсем пирĕн тăрăхра туса илмелли хăярăн гибрид F1 сорчĕсем çаксем: Буян, Кузнечик, Зеленая волна, Марьина роща, Мальчик с пальчик, Муравей, Чистые пруды. Вĕсем ятарласа кăларнă сортсем, питех йÿçекленмеççĕ, стреса парăнмаççĕ.
Килте хăяр вăрлăхĕ тăвас тесен çакна шута илмелле. Хăшпĕр сортсене /F1 текеннисене/ килте вăрлăх хатĕрлеймĕн. Ятарлă технологие пăхăнмалла ку вăрлăха тумашкăн.
Феникс текен сорт тухăç аван парать. Вăрлăх тума хăварас тесен хăяра сăнаса пăхăр: виç енлĕ тата тăват енлĕ хăярсем пулаççĕ. Тăваткал енлине вăрлăх валли хăвармалла. Вăл ама хăяр, унран лайăх вăрлăх пулать. Ăна хуппи сарă-хăмăр тĕслĕленсен татмалла. Татнă хăяра пĕр-икĕ эрне тĕттĕмрех çĕрте вырттармалла. Хăяр хăмăртарах тĕслĕ, куштăрка хупăллă, кăштах çемçелчĕ-тĕк вăррине кăларма вăхăт. Унăн пуçне те, вĕçне те касса пăрахмалла.
Комментари хушас