Пенсие куçарма пулать-и?
Мĕнле тÿлеççĕ-ши упăшки пенсине /вилнĕ пулсан/ арăмне? Енчен те вăл килте пĕччен пурăнмасть /ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕсем пур/ пулсан?
Т.СОВИНА. Шăмăршă районĕ.
Çырури ыйтуран паллă мар: арăмĕ малашне упăшки пенсине илме «çемьене тăрантаракан вилсен» текен йĕркепе куçма шухăшлать-ши е упăшкин илсе ĕлкĕреймен юлашки уйăхри пенсийĕ пирки сăмах пырать.
Вилнĕ çыннăн юлашки уйăхĕнчи пенсине илес тесессĕн вăл пурăннă вырăнти Пенси фончĕн Управленине çак документсене тăратмалла:
- юлнă пенсие пама ыйтса çырни;
- пенсионер вилнине çирĕплетÿ хучĕ;
- пĕрле пурăнни çинчен çирĕплетекен хут /мăшăрлану хучĕ е çемье йышĕ пирки справка/, паспортри регистраци палли;
- паспорт.
Вилнĕ пенсионерпа пĕрле пурăннă ытти тăванĕсен те /ачисен, ашшĕ-амăшĕн, мăнукĕсен, кинĕн, кĕрÿшĕн, аппăшĕн е йăмăкĕн, шăллĕн е пиччĕшĕн/ юлнă пенсие илме ыйтса çырма, документсем тăратма ирĕк пур. Кун пек чухне пенсие ыйтса çыракансене пĕр пек пайласа параççĕ.
Илсе ĕлкĕреймен пенсие илмешкĕн Пенси фондне çур çултан кая юлмасăр каймалла.
Çур çул иртнĕ хыççăн çав укçа вилнĕ çыннăн еткерлĕхĕ шутне куçать.
Тепĕр тĕслĕх - арăмĕ вилнĕ упăшкин пухăнса пыракан пенси пайне илесси. Халĕ вăйра тăракан саккунпа арăмĕн вилнĕ упăшкин пухăнса пыракан пайне илме ирĕк пур. Пенси фондне кайса ыйту çырмалла, документсем тăратмалла.
Виççĕмĕш тĕслĕх - кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккунпа арăмĕ малашне вилнĕ упăшкин пенсине илсе тăма пултарать. Кун пек чухне хăйĕн пенсине илме пăрахать. Нумай чухне арçыннăн пенсийĕ хĕрарăмăннинчен пысăкрах. Эппин, хăвăннине хăварса мăшăрăн пенсине илсе тăма пуçласан тупăшлăрах пек туйăнать. Анчах кунта тĕрлĕ самантсем сиксе тухаççĕ. Çемьене тăрантаракан вилнĕ хыççăн унăн пенсине мăшăрĕ валли 55 çул тултарнă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçарма ирĕк пур. Пенсие вилнĕ кунран пуçласах параççĕ. Анчах та эсир малашне вилнĕ мăшăрăр илсе тăнă пенси виçи чухлĕ илеймĕр. Мĕншĕн тесен кун пек чухне пенсие шутлас йĕрке урăх формулăна пăхăнать. Тĕслĕхрен, ватлăхпа илсе тăракан пенсин база пайĕ икĕ хут пĕчĕкленет. Мăшăрăр илсе тăнă хушма пособисем кĕмеççĕ. Ĕç ветеранĕ, орденшăн хисеплесе паракан хушма укçа, тата ытти хăшпĕр çăмăллăх вилнĕ мăшăрăн пулнă пулсан сирĕн çине куçарнă чухне кĕмест.
Çавăнпа сирĕн кирлĕ чухлĕ ĕç стажĕ пулсан ватлăхпа паракан пенси çемьене тăрантаракан вилнĕ пирки /по случаю потери кормильца/ илсе тăрас пенсирен нумай чухне пысăкрах. Çавăнпа хăвăрăн ватлăха пула илекен пенсие пăрахса тăрантараканăн пулнă пенсийĕ çине куçас тесен Пенси фондне кайса канашламалла. Вĕсем сире хăш пенси пысăкрах пулассине шутласа парĕç. Унтах мĕнле документсем кирлĕ пуласса та ăнлантарĕç. Пĕтĕмĕшле илсен документсен маларах асăннă пуххинех хатĕрлемелле.J
Комментари хушас