Виçĕ кас, виçĕ çырма, виçĕ пĕве...
Е мĕнле вăрттăнлăх упранать Анаткасра?
- Итле-ха, эсĕ Трак тăрăхĕнчен вĕт, сирĕн районти Анаткас 1927 çулччен "Турикас" ятпа çÿренĕ. Мĕне пула çавнашкал "кардинальнăй" улшăну? Пĕр-пĕрне хирĕçлекен ятсем вĕт-ха. Интересленсе пăх-ха, журналист тĕпчевĕ те ирттерме пулать,- сĕнчĕ çак кунсенче пĕр тĕпчевçĕ. Чăн та, хама та çав тери кăсăк пулса кайрĕ. "Журналист тесе çăкăр çиетĕп-тĕк - çула тухмаллах", - тĕвтурăм эпĕ.