Эсир илтнĕ-и секейсем çинчен?

20 Пуш, 2015

Нумаях пулмасть хам халиччен илтмен, пĕлмен тĕлĕнмелле халăх çыннипе паллашма тÿр килчĕ. Левенте Борбей - секей. Мĕншĕн тĕлĕнмелле халăх тенине тÿрех уçăмлатам, тăван чĕлхине çухатнă, автономисĕр тăрса юлнă пулин те, тата ытти йывăрлăха пăхмасăр вĕсем хăйсене "эпир - секейсем" теççĕ. Çакна паспортра та, ытти документра та палăртма ирĕк памаççĕ, çапах ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен çапла каласа ÿстерет, "Ан манăр, венгрла калаçатпăр пулин те эпир - секейсем".

Левенте Борбей та хăйĕн çинчен "Эпĕ - секей" тесе мăнаçлăн пĕлтерет. Вăл Раççей тата ытти çĕршыв тăрăх çул çÿрет, хăйĕн халăхĕ çинчен каласа кăтартать. Чăваш Ене вăл Тĕрĕк халăхĕсен конгресĕн вице-президенчĕ Олег Цыпленков йыхравĕпе килнĕ. "Эпир Левентепе Конгресăн пĕрремĕш Аслă пухăвĕнче /вăл Гагаузире иртнĕччĕ/ паллашнăччĕ. "Секей" тенине чăвашла "секел" тесе куçарма пулать. Унăн тăван çĕршывĕ - Румынин çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă Трансильвани, секелсем шăпах унта пурăнаççĕ. Вĕсем хăйсен тымарĕсене Аттиларан тытса пыратпăр теççĕ. Çав хушăрах эсекелсенчен тухнă текен шухăша палăртакансем те пур. Эсекелсен тĕп хули Элшел /вырăсла - Ошель/ пулнă, Атăлçи Пăлхарти хула вăл. Ăна вырăс ушкуйникĕсем ярса илсе çунтарнă. Чĕрĕ юлнисем Тăхăрьяла /Тутар Республики/ йĕркеленĕ. Çав тăрăхри пĕр ял халĕ те Элшел ятлă. Эсекелсем чăвашла калаçнă. Енчен те секелсем эсекелсенчен тухнă-тăк пирĕн вĕсемпе пĕр чĕлхе пулнă", - ăнлантарать Олег Цыпленков.

Левенте Борбей хăйĕн тата тăван халăхĕ çинчен хаваспах каласа кăтартма килĕшрĕ.

- Эпĕ Секей тăрăхĕнче 1956 çулта çуралса унтах ÿснĕ, секей наци çынни. Çак тăрăх çинчен никамах та пĕлмест, вăл Румыние пăхăнса тăрать. Секейсен йышĕ - 700 пин ытла çын. Пин çул каялла пирĕн хамăрăн чĕлхе - пăлхар тата чăваш чĕлхисемпе пĕрешкелтереххи - пулнă, шел, ăна сыхласа хăварайманран халĕ венгрла калаçатпăр. Славян сăмахĕсемпе те усă куратпăр. Çакă кăсăклă, тăван чĕлхене маннă пулин те пирĕн хамăрăн фонетика алфавичĕ те, саспаллисем те пур. Теприсем хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ, çапах çырулăхĕпе усă курмаççĕ. Секейсен алфавичĕ тĕрĕксен чĕлхипе пĕр евĕрлĕрех, çакна Монголири Орхон юханшывĕн айлăмĕнчи авалхи çырулăх та çирĕплетет. Секейсем хăйсем эпир гунсенчен пулса кайнă теççĕ, Аттила вилнĕ хыççăн 453 çулта унăн 3 пин салтакĕ Карпат таврашĕнче пурăнма пуçланă. Эпир вĕсен мăнукĕсен мăнукĕсем ĕнтĕ. 895 çулта вара унта венгрсем килнĕ. Ку - пирĕн легенда. Хăшпĕр историк секейсем 12-13 ĕмĕр каялла Атăл айлăмĕнче, хальхи Пушкăртстанпа юнашар, пурăннă, пăлхарсен йышне кĕнĕ тесе ĕнентерет. Теприсем секейсене финн-угорсем теççĕ. Эпир финн-угорсем мар, эпир - тĕрĕк халăхĕ, çак шухăша нумайăшĕ çирĕплетет. Тен, пирĕн ватă асаттесемпе сирĕн ватă аслаçăрсем пĕрле пулнă. Эпĕ секейсемпе чăвашсем малашне çыхăну тытасса шанатăп.

- Левенте, эсир çул çÿреме юрататăр. Мĕнлерех тĕллевпе. Халиччен тата ăçта пулса куртăр?

- Истори пире çапла вĕрентет, пĕччен халăх - вăйсăр халăх. Шел, секейсем çинчен тĕнчере никамах та пĕлмест, çакна пулах Румыни халăхĕ секейсемпе хăть те мĕн те тума пултарать. Ку халăх çинчен Румыни историйĕ çинчен çырнă кĕнекесенче те, туристсем валли хатĕрленĕ брошюрăсенче те информаци çук. Çакă мана питĕ кулянтарать. Асăннă лару-тăрăва улăштарас, секейсем çинчен тĕрлĕ çĕршывра пĕлтерес тесе çул çÿретĕп. Ку - пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ тата пĕлтерĕшлĕрех. Эпĕ хамăн тăван халăх çинчен каласа панипе пĕрлех тĕрĕк халăхĕсен историйĕпе, культурипе çывăхрах паллашасшăн. Кипрта, Гагаузире, Казахстанра, Турцире тата ытти çĕрте пулса куртăм. Турцире питĕ лайăх çынсем пурăнаççĕ, эпир вĕсемпе тăванла халăх пулнине ăнланаççĕ, пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Сăмах май, чăвашсем çинчен те çаплах калама пултаратăп. Хам ăçта çитетĕп, çавăнта хаçат е журнал редакцине кĕрсе секейсем çинчен каласа кăтартатăп.

- Эпĕ ăнланнă тăрăх - сирĕн пысăк ĕмĕтсенчен пĕри - Секей тăрăхне тепĕр хут автономи туса хурасси.

- Хальхи вăхăтра секейсем Трансильванин хĕвелтухăç пайĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен темиçе ĕмĕр хушши хăйсен çĕрĕ пулнă, ăна Венгри патшисем парнеленĕ. Анчах 1918 çулта Хĕвеланăç секейсен çĕрĕ Трансильванипе пĕрле Румыни аллине куçĕ тесе йышăннă. Вырăнти çынсенчен вĕсен Румынипе пĕрлешес килет-и тесе те ыйтман. Акă, мĕнлерех ăнланать Хĕвеланăç демократие. 1952 çулта Совет Союзĕ çине тăнипе Румыни правительстви Секей Крайне автономи "парнеленĕ". Шел, 1968 çулта Николае Чаушеску йышăнăвĕпе автономие пĕтернĕ. Çавăнтанпа ниепле те автономи тăваймастпăр, секейсен нимĕнле право та çук. Пире уйрăм халăх пек те йышăнмаççĕ, официаллă майпа секейсем пачах та çук. Раççеех илер-ха, кунта автономи облаçĕсемпе республикăсем пур. Пирĕн пĕр енче - венгрсем, тепĕр енче - румынсем. "Венгрла калаçатăр, эппин, эсир венгрсем. Сире автономи мĕн тума кирлĕ. Пирĕн пĕрле пулмалла", - теççĕ пире венгрсем. Анчах Венгрие кайсан пире, "Эсир румынсем", - теççĕ.

- Автономи тума май пур-и?

- Эпир - хамăр йышпа - питĕ компактлă пурăнатпăр.

- Сирĕн пек хастарсем - автономи тăвасчĕ тесе кĕрешекенсем - нумайăн-и?

- Чаушеску диктатури 1988 çулта вĕçленчĕ. 1990 çулта автономи тăвасшăнччĕ. Секейсен 1-5: çеç кирлĕ тесе каларĕç. Халĕ вара - 95-99:. Эпĕ автономишĕн 1990 çултах кĕрешме пуçланă. Ун чухне пĕлтерĕшлĕ виçĕ япала тума май килчĕ. Пĕрремĕшĕ - секейсен организацине йĕркелени. Иккĕмĕшĕ - хамăр ялава туса хуни. Чăн та, Секей тăрăхĕнче хамăр ялава çактарасшăн мар, итлемесен штраф параççĕ. Румыни тата Евросоюз ялавĕсене çеç çакма ирĕк пур. Малтанлăха ку шухăша та секейсем те чылайăшĕ ырламарĕç, 13 çул иртсен тин, "Мĕнле лайăх хамăрăн ялав пурри!" теме пуçларĕç, ăна хамăрăн килсенче çеç çакма юрать пулин те. Виççĕмĕшĕ - хулана пырса кĕнĕ çĕрте унăн ятне рунă çырулăхĕпе палăртма пуçларăмăр. Венгрсем питĕ хирĕç тăчĕç. Çавна май манăн Англие тухса кайма тиврĕ, халĕ те унтах пурăнатăп. Çак çырулăхпа паян та усă куратпăр. Румынсем, "Апла юрамасть, ку хăрушă", - теççĕ. Венгрсем халĕ чармаççĕ.

- Рунă çырулăхне кашни секей вулаять-и?

- Çук, кашниех мар. Çапах та, вулама пултараканнисен йышĕ ÿссех пырать. 1990 çулта çак кăтартмăшсене 10 çын çеç вулайнă, паянхи кун - 100 пин çын. Чăн та, рунăпа çырнине вĕсем венгр саспаллийĕсене тĕпе хурса куçараççĕ. Ку çырулăхпа официаллă усă курмаççĕ, анчах хăшпĕр учитель ачасене вĕрентме тăрăшать. Кунта, Чăваш Енре, рунă çырулăхĕпе çырнă юпа куртăм.

- Март уйăхĕн 10-мĕшĕ секей халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ кун терĕр. Хăш енĕпе?

- Вăл секейсен Ирĕклĕх кунĕ шутланать. 1854 çулта мартăн 10-мĕшĕнче Тыргу-Муреш хулинче /венгрла - Марошвашархей/ виçĕ секее, наци правине пама ыйтнăскерсене, вĕлернĕ. Асăннă хулара çав кун кашни çулах секейсем демонстрацие тухаççĕ. Унта хамăрăн ялавсемпе килеççĕ. Наци тумĕпе пыракансем те пур. Тĕллев - автономи туса хумашкăн, хамăрăн йăла-йĕркепе, символсемпе усă курмашкăн çине тăрсах ирĕк ыйтасси. Автономи тусан пирĕн чылай ыйтăва татса пама май килĕччĕ. Çав демонстрацие ытти хуларан та килеççĕ, унта çулсеренех 40 пин çын хутшăнать. Унсăр пуçне Будапештра, Лондонра та демонстрацисем иртеççĕ.

- Левенте, эсир Чăваш Енре пĕрремĕш хут. Чăвашсемпе секейсен мĕнле те пулин пĕрпеклĕх пур пек туйăнчĕ-и?

- Пĕрпеклĕхсем пур, мифологире те, символсенче те, апат-çимĕç енĕпе те. Акă, пирĕн ялавра та сирĕнни пекех хĕвел пур. Малтанхи вариантра 16 пайăркаллăччĕ вăл, хальхинче - 8-лă. Ялав кăвак тĕслĕ, ун çинчи хĕвелпе уйăх чăвашсенни пекех сарă. Чăвашсен историйĕнчи, культуринчи кашни япалапа самант кăсăклă маншăн. Чăваш апат-çимĕçĕ питĕ килĕшрĕ. Тĕслĕхрен, шÿрпе, сăра. Çакăн евĕрлĕрех ĕçме-çиме секейсен те пур. Мана чăвашсем ăшшăн кĕтсе илни тĕлĕнтерчĕ. Çавăн пекех - пăрпа витĕннĕ Атăл. Атăлĕ пур - шывĕ çук. Чăнласах та тĕлĕнтермĕш! Манăн чăваш ялне çулла килсе курас килет. Мăчавăрсемпе, ĕлĕкхи тĕнпе паллашас кăмăлăм пур. Чăвашсен авалхи çуртне кĕрсе курма ĕмĕтленетĕп. Унсăр пуçне Чăваш Ене ачасен пĕр ушкăнне илсе килес ĕмĕт çуралчĕ.

- Çывăх вăхăтра тата ăçта çитме палăртатăр?

- Кунтан тÿрех Тутарстана каятăп, унтан - Лондона. Чăваш Енре ытларах пулас килет, паллах, анчах каймалла. Лондонра ĕçлесе укçа пухсан Пушкăртстана çитсе курма палăртатăп.

- Эсир - аслă пĕлÿллĕ химик, акăлчан чĕлхи учителĕ. 6 чĕлхе /акăлчан, румын, венгр, француз, итальян, турккă/ пĕлетĕр, вырăсла та ăнкаратăр. Лондонра хăвăрăн специальноçпах ĕçлетĕр-и?

- Çук, шел пулин те май çук. Лондона ют çĕртен килнĕ çынсем, аслă пĕлÿллисем, ăслăлăх степенĕ пуррисем те, ытларах хура ĕçсене пурнăçлаççĕ, урай шăлаççĕ, кухньăра тăрмашаççĕ... Эпĕ ресторанта чашăк-тирĕк çăватăп. Акăлчансем - наян халăх, хура ĕçре тар юхтарасшăн мар, ют çĕршыв çыннисене тутараççĕ. Аслă пĕлÿллĕ акăлчансем офиссенче, пысăк шалуллă ытти çĕрте тăрăшаççĕ. Ниçта та вĕренменнисем пачах ĕçлесшĕн мар, социаллă пулăшу кĕтеççĕ. Заявлени çырсан вĕсене патшалăх эрнере 72 фунт пособи тÿлет. Ача пуррисем ытларах илеççĕ.

- Тавах сире, Левенте, кăсăклă калаçушăн. Пархатарлă ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.

Ку калаçу чун-чĕрене хускатрĕ, шухăша ячĕ. Унтан çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм, эпир, чăвашсем, чăннипех телейлĕ халăх - пирĕн республика пур, хамăрăн патшалăх символĕсемпе мухтанма, историйĕпе паллашма тата ăна тĕпчеме, тăван чĕлхемĕрпе ирĕклĕн калаçма-çырма, юррăмăрсене юрлама, тăван халăхăн йăли-йĕркине, культурине малалла аталантарма пултаратпăр. Ку - чăннипех те пысăк телей. Тата - пуянлăх. Çак пысăк пуянлăхăмăра хаклама тата упрама тăрăшасчĕ, эпир тĕнчешĕн чăваш пулнипе çеç кăсăклине ăнланса илесчĕ. Секей халăхĕ лекнĕ хăрушлăх /чĕлхине çухатнине, автономисĕр юлнине тата епле хаклăн./ пире пырса ан тивтĕрччĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.