Комментари хушас

20 Пуш, 2015

«Çĕнĕ Çăлтăр»

"Звезда" телеканал ирттерекен "Çĕнĕ Çăлтăр" конкурсра Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен хĕр çинчен пĕлес килет. Мĕнле лекнĕ унта вăл?

А.АНДРЕЕВА.

Куславкка районĕ.

"Звезда" телеканал Пĕтĕм Раççейри "Çĕнĕ Çăлтăр" вокал конкурсне ирттерет. Унта Раççейри 85 регион представителĕ хутшăнать. Халиччен кун йышши музыка тупăшăвĕ пулман.

Чăваш Ен чысне конкурсра Мария Максимова хÿтĕлет. Кун çинчен "Хыпарăн" иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Юрăçсен пултарулăхне 1-мĕш турта çеç жюри хаклать. Ытти тапхăрта артист шăпине куракансен сасăлавĕ татса парать. Шупашкар хĕрĕ 2-мĕш тура тухнă. Ку тапхăр мартăн 28-мĕшĕнче старт илет. Майăн 8-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, телекуравçăсем хăш регион представителĕ çĕнтернине палăртĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.