Олимп чемпионĕ Шупашкара килме хатĕрленет

20 Пуш, 2015

Олимп чемпионне Юрий Борзаковские Раççейри çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Вăл спортсменсене кăçалхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен Европа чемпионатне хатĕрлĕ. Нумаях пулмасть çĕнĕ ертÿçĕ çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă. «Хыпар» хаçат вулаканĕсене интервьюн хăшпĕр сыпăкĕпе паллаштаратпăр.

- Йывăр та яваплă ĕç Сире шиклентермест-и?

- Эпир, спортсменсем, йывăрлăхран хăрамастпăр. Чи кирли - хăвăн профессине юратни, çитменлĕхсене вара пĕтерме пулать. Манăн яланах икĕ тĕллев пулнă: спортра пысăк çитĕнÿсем тăвасси тата çăмăл атлетикăна аталантарасси. Кашни çын спортпа туслă пултăр, сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе тăрăшатăп. Эпĕ - çăмăл атлетика фаначĕ, унсăр пурăнаймастăп. Паянхи кун манăн спортсмен карьери вĕçленнĕ пулин те спортран каяс килмест.

- Çĕнĕ ертÿçĕ çĕнĕлле шăлать теççĕ. Хăвăр ĕмĕт-тĕллевĕрсем çинчен каласа парсамăр?  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.