Archive - 24 Чÿк, 2015
Пилĕк каç - Пысăк Искусство ытамĕнче
Вĕсен тивĕçĕ - бюджета пуянлатасси
Чаршав уçăлчĕ те - ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залне пухăннисен умне форма тăхăннă пысăк йыш тухса тăчĕ. Пĕринчен тепри илемлĕ, мăнаçлă! Ку - республикăри налук инспекцийĕсен пĕрлештернĕ хорĕ. «Бюджета пуянлатасси - пирĕн тивĕç!» - РФ Налук органĕсен ĕçченĕн кунне тата Раççей налук органĕсене йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă уяв каçĕ çак йĕркесенчен пуçланакан юрăпа уçăлчĕ.
Çулсем, техника юсавлăхĕ, парăмсем...
Укçа хакĕ: шутĕнче мар, пĕлсе усă курнинче
Республикăн çитес çулхи бюджечĕн проектне халăх итлевне кăлариччен темиçе хут та виçсе хакланă, паллах, кашни цифрине экономикăн паянхи лару-тăрăвĕпе килĕшÿллĕн шайлаштарнă, кашни тенкипе ăçта усă курасси пирки канашланă. Темиçе ала витĕр кăларнă: профильлĕ ведомствăсенче, Патшалăх Канашĕн комитечĕсенче тишкернĕ, экспертсен комиссийĕ хакланă, Тĕрĕслевпе шут палати витĕр тухнă. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕ чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство Çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче общественноçа анлă хутшăнтарса ирттернĕ халăх итлевĕнче пурпĕрех тĕрлĕ сĕнÿ-канаш тупăнчĕ.