Archive - 14 Чÿк, 2015
Çемьере çеç хăтлă та ăшă
Култарма çăмăл мар
«Асатте кил хушши тытать, асанне - пÿрт ăшши»
Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтринчи Василий Петровичпа Феодосия Владимировна Петровсем 68 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, пĕр класра вĕреннĕ. "Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Пĕрлешсенех пурнăç урапи вĕсен те малалла пĕр тикĕс те çăмăллăнах шуман. Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн кам пуян та тулăх пурăннă-ши? Юхăннă çĕршыва ура çине тăратасси пирки шухăшланă пурте. Иртен пуçласа каçчен тар тăксан та çăкăрĕ сĕтел çинче çити-çитми çеç пулнă ял çыннисен. Иккĕн-иккĕнех çав.
Вăрманлă тăрăха хулапа улăштарăн-и?
- Анне вунă çул почтальонра ĕçлерĕ. Кĕçех 80 çул тултарать вăл. Ачаран ăна хаçат-журнал, çырусем валеçме пулăшаттăм эпĕ. Вăл вăхăтра тата хальхи пек-и - яла купипе темĕн тĕрлĕ кăларăм килетчĕ, хăть мĕнле валеçсе пĕтер. Хĕллехи çил-тăманра малтан çунапа киле сĕтĕрсе анаттăмăр. Почтальон сумки хальхи пек пушă пулман, калама çук йывăрччĕ. Çыру, саламлă открытка тавраш çÿретекен те нумайччĕ ун чухне. Çывăх çынсенчен уйрăлас килменнипе-ши, шкул пĕтерсен тăван ялах юлас терĕм, хулана пачах та чун туртмарĕ. Çакăншăн эпĕ нихăçан та ÿкĕнмен.
Кино лапамĕ йыхравлать
Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле "Тăван тавралăх" урокра тухса калаçмашкăн презентаци хатĕрлетпĕр. Вăрмана кайса килни те, уй-хирте уçăлса çÿрени те, пахчара тăрмашни те куç умне тухать. Çырла, кăмпа татнă, мăйăр пуçтарнă. Пĕчĕкскерсем йывăç хыçĕнчен мулкач тухасса е пуç çийĕн пакша сиксе иртессе кĕтнĕ. Ÿсен-тăран, чĕрчун тĕнчине тишкеретпĕр. Маншăн та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх уçăлать. Хăш-пĕр кайăка, тĕслĕхрен, курман, ун çинчен илтмен. Вĕçсе иртнĕ май нумайăшĕ пирĕн тăрăха канма чарăнни те кăсăклă. Интернет кашнин пирки ытларах пĕлме пулăшать.