Архив - 14 Ноя, 2015

14 Ноя, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» 45 /915/ №. 14.11.2015

14 Ноя, 2015

Çемьере çеç хăтлă та ăшă

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Çемье вучахĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕччĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Çĕрпÿри Львовсем тивĕçнĕччĕ. Ултă ачаллă мăшăр сцена çинче кăтартнă «Теремок» юмах нумайăшĕн асĕнче ырă асаилÿсемпе çырăнса юлчĕ-тĕр.

14 Ноя, 2015

Култарма çăмăл мар

- Юрать, çак çĕр çинче чăваш хĕрарăмĕсем пур. Вĕсемсĕр эпир пурăнаяс та çукчĕ. Мускавра вĕреннĕ чухне Владимир Смирнов профессор: «Юрать, сирĕн тутăрлисем пур, куншăн савăнмалла», - тетчĕ пире. Унтанпа 33 çул иртсе кайрĕ. Театра çÿрекенĕсем халĕ те çавсемех - чăваш хĕрарăмĕсем, тутăрлисем.

14 Ноя, 2015

«Асатте кил хушши тытать, асанне - пÿрт ăшши»

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтринчи Василий Петровичпа Феодосия Владимировна Петровсем 68 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, пĕр класра вĕреннĕ. "Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Пĕрлешсенех пурнăç урапи вĕсен те малалла пĕр тикĕс те çăмăллăнах шуман. Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн кам пуян та тулăх пурăннă-ши? Юхăннă çĕршыва ура çине тăратасси пирки шухăшланă пурте. Иртен пуçласа каçчен тар тăксан та çăкăрĕ сĕтел çинче çити-çитми çеç пулнă ял çыннисен. Иккĕн-иккĕнех çав.

14 Ноя, 2015

Вăрманлă тăрăха хулапа улăштарăн-и?

- Анне вунă çул почтальонра ĕçлерĕ. Кĕçех 80 çул тултарать вăл. Ачаран ăна хаçат-журнал, çырусем валеçме пулăшаттăм эпĕ. Вăл вăхăтра тата хальхи пек-и - яла купипе темĕн тĕрлĕ кăларăм килетчĕ, хăть мĕнле валеçсе пĕтер. Хĕллехи çил-тăманра малтан çунапа киле сĕтĕрсе анаттăмăр. Почтальон сумки хальхи пек пушă пулман, калама çук йывăрччĕ. Çыру, саламлă открытка тавраш çÿретекен те нумайччĕ ун чухне. Çывăх çынсенчен уйрăлас килменнипе-ши, шкул пĕтерсен тăван ялах юлас терĕм, хулана пачах та чун туртмарĕ. Çакăншăн эпĕ нихăçан та ÿкĕнмен.

14 Ноя, 2015

Кино лапамĕ йыхравлать

Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле "Тăван тавралăх" урокра тухса калаçмашкăн презентаци хатĕрлетпĕр. Вăрмана кайса килни те, уй-хирте уçăлса çÿрени те, пахчара тăрмашни те куç умне тухать. Çырла, кăмпа татнă, мăйăр пуçтарнă. Пĕчĕкскерсем йывăç хыçĕнчен мулкач тухасса е пуç çийĕн пакша сиксе иртессе кĕтнĕ. Ÿсен-тăран, чĕрчун тĕнчине тишкеретпĕр. Маншăн та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх уçăлать. Хăш-пĕр кайăка, тĕслĕхрен, курман, ун çинчен илтмен. Вĕçсе иртнĕ май нумайăшĕ пирĕн тăрăха канма чарăнни те кăсăклă. Интернет кашнин пирки ытларах пĕлме пулăшать.

14 Ноя, 2015

Çĕнĕрен чĕрĕлнĕн туйăнать...

Таяпа Энтри çамрăкĕсем кашни каç ялти кĕпер çине пуçтарăннă, магнитофонпа юрă-кĕвĕ ярса ташланă. Çĕнĕ Çул уявне те пĕр çулхине урамрах ирттернĕ хайхисем. Шăнса кайнă пулин те хăйсем савăнăçлă, чăрăш тавра сикеççĕ кăна.

14 Ноя, 2015

Амăшĕн хăвачĕ

Çĕрпÿри илтменнисен тата япăх илтекенсен 1-мĕш интернат шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Амина Александрова - нумай конкурс, ăмăрту, олимпиада çĕнтерÿçи. Кашни предмета «5»-лĕх пĕлет. Яваплăскерне класс старостине суйланă. Япăх илтни те пурнăç илемĕпе туллин киленме чăрмантармасть ăна.