«Асатте кил хушши тытать, асанне - пÿрт ăшши»

14 Ноя, 2015

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтринчи Василий Петровичпа Феодосия Владимировна Петровсем 68 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, пĕр класра вĕреннĕ. "Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Пĕрлешсенех пурнăç урапи вĕсен те малалла пĕр тикĕс те çăмăллăнах шуман. Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн кам пуян та тулăх пурăннă-ши? Юхăннă çĕршыва ура çине тăратасси пирки шухăшланă пурте. Иртен пуçласа каçчен тар тăксан та çăкăрĕ сĕтел çинче çити-çитми çеç пулнă ял çыннисен. Иккĕн-иккĕнех çав. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан, лайăх пурăнассишĕн тăрăшакан çамрăк мăшăр пуç усман. "Çав хаяр вăрçăра чĕрĕ юлма пултарнă тăк ку мирлĕ саманара хитре, савăнса кăна пурăнма тăрăшмалла", - тĕллев лартнă хăй умне Василий.

- Вăрçă пуçланнă куна лайăх астăватăп. Шкулта хуçалăх пулăшуçинче тăрăшаттăм. Кăнтăрлана киле таврăннăччĕ, çанталăкĕ шăрăхчĕ те пăртаклăха канма выртнăччĕ. "Василий, тăр-ха, вăрçă пуçланнă теççĕ", - вăратать анне. Шкулта радио пурччĕ, хăвăртрах ĕçе чупрăм. Юрий Левитан диктора директорпа итлерĕмĕр. Раштав уйăхĕнче, шартламара, окоп чавма илсе кайрĕç. Çуркунне, 1942 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче, мана та повестка пачĕç. Атте чирлĕ тăрса юлчĕ, кайран чĕрĕлсе ура çине тăнă вăл, хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Аманса таврăннăскер 1944 çулта чирлесе вилнĕ. Эпĕ тăван яла 1947 çулта кăна таврăнтăм. Мана вăрçăран аннепе Николай шăллăм кĕтсе илчĕç. Йывăр та чухăн пурăннă ун чухне. Ĕне кăна хăтарса хăварнă ял çыннине", - каласа кăтартать Василий Петрович. Вăрçă вăхăтне, тыткăнра пулнă кунсене аса илсен куççульленчĕ ветеран. Сăмах май, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнисенчен пĕртен пĕр Василий Петров çеç тăрса юлнă.

Вăрçă хирĕнчен таврăнсан пĕр вăхăт колхозра ĕçленĕ Василий Петрович. Кайран хăйĕн вырăннех, шкула хуçалăх пулăшуçине, илнĕ ăна. Ача чухнех хитре ÿкернĕ вăл. Турă панă ăсталăха малалла аталантарас тесе çулсем самаях иртнине пăхмасăр Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне, ÿнерпе графика уйрăмне, вĕренме кĕнĕ. Халь те аллине киçтĕкпе хут тытать-ха ветеран. Çутçанталăка сăнлама юратать вăл. 93 çула çитнĕ пулин те çак киленĕçе пăрахăçласшăн мар. Юратнă аслашшĕне, кукашшĕне ĕмĕр асра тытса пурăнма мĕнпур мăнукне илемлĕ картина парнеленĕ вăл. Шкулти вулавăшра "Нарспи" поэма тăрăх ÿкернĕ ĕçĕсем халĕ те упранаççĕ. К.В.Иванов çулталăкне халалласа унăн картинисем тăрăх композицисем йĕркеленĕ библиотекăра. Шкул хыççăнах Шупашкара художнике вĕренме тухса утнă вăл.

- Анчах та 100 тенкĕ тÿлемеллеччĕ, ун чухне вăл питĕ пысăк укçаччĕ. Аттепе анне ниепле те тупса параймарĕç. Мансăр пуçне çемьере тата пиллĕкĕн-çке. Çапах вĕренсе тухма ĕлкĕрейместĕмччĕ, вăрçă хирне илсе каятчĕç", - хăй пурнăçĕ пирки питĕ тĕплĕн каласа кăтартать Василий Петрович. Юнашарах ларакан Хветуç аппа: "Кĕскенрех, кĕскенрех тетĕп сана, эсĕ капла пĕр кунра та каласа пĕтереес çук", - ларсан-ларсан аяк пĕрчинчен кăлт тĕкет упăшкине.

Пулас мăшăрне ачаран палланă Василий, унпа пĕр класра вĕреннĕ хĕрачана лайăх пĕлнĕ. "Питĕ тăрăшуллăччĕ вăл, манăн та, унăн та дневникре "пиллĕксем" кăначчĕ. Ун чухнех килĕшнĕ çав ĕнтĕ мана Хветуç, калама вара вăтаннă", - тет Василий Петрович.

1947 çулхине ялта пĕрисем туй кĕрлеттернĕ. Таяпа Энтри çамрăкĕсем пурте çак киле хĕр йĕнине итлеме пуçтарăннă. Шкул пĕтернĕренпе те пĕр-пĕрне курман Василипе Хветуç çакăнта тĕлпулнă. "Качча пыратăн-и мана?" - ыйтнă Василий. "Пыратăп", - çийĕнчех килĕшнĕ хĕр.

- Ара, манăн мĕнле те пулсан хăвăртрах вырнаçса юлмалла пулнă-çке. Анне йывăр чирлĕ, атте пулман. Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Василий çав кунах илсе кайрĕ мана килне. Туй пулман, çĕнĕ хăтасем ĕçсе çирĕç, пире пил пачĕç. Качча илекен тупăннăшăн савăннă ун чухне, çамрăксенчен чылайăшĕ вăрçăран таврăнайман-çке. Çавăн пек вăхăт пулнă, хĕрсем качча каяймасăрах ватăлнă. Пĕр-пĕринпе туслă çÿресе те курман, çапах лайăх пурăнтăмăр. Виçĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр, ултă мăнук, мăнуксен тăхăр ачи халь пирĕн, - сăмах çăмхине сÿтет Феодосия Владимировна.

- Пурнăçра темĕн те сиксе тухать, килĕштернĕ çĕртех чашăк-тирĕк шакăртатасси те пулать. Каçарма пĕлмелле пĕр-пĕрне. Шăпа тикĕс килмест. Пирĕн, ĕлĕкхисен, уйрăласси пирки сăмах та пулман. Тăрăшуллă та тухăçлă ĕçлес, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тĕллеве мала хунă. Вăл вăхăтра пурте пĕр йĕркепе пурăннă. Куллен ĕçе утнă, юратнă çĕршыва çирĕплетессишĕн тăрăшнă. Çынсем пĕр-пĕринпе питĕ туслă пулнă, - чунне уçаççĕ ватăсем.

Василий Петровичпа Феодосия Владимировна виçĕ ача, икĕ ывăлпа пĕр хĕр, çуратса ура çине тăратнă. Пурне те аслă пĕлÿ панă. Елена Васильевна пенсие тухнă хыççăн та нумай-нумай çул судьяра ĕçленĕ. Геннадий Васильевич Таяпа Энтри шкулĕнче 24 çул директорта тăрăшнă. Анатолий Васильевич хăй пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă, вăл ялти фермер.

Паян ватăсем чи кĕçĕн ывăлĕпе Геннадипе тата кинĕпе Еленăпа пурăнаççĕ. Чăвашсен йăлипе çемье тĕп килте тĕпленнĕ. Ывăл-кинĕ пирки ăшă та ырă сăмах нумай каларĕ Хветуç аппа. "31 çул пĕрле эпир. Вĕсене пула пирĕн ĕмĕр вăрăм. Ырлăхра пурăнатпăр эпир. Япаласене çуса, якатса параççĕ, кил-çуртра яланах таса та типтерлĕ. Чăннипех те лайăх пăхаççĕ пире. Ывăл-хĕртен, кинсемпе кĕрÿрен сивĕ сăмах илтсе курман халĕччен", - терĕ вăл ăшшăн.

Василий Петровичпа Феодосия Владимировна 9 теçеткерен каçнă пулсан та килте пĕртте ахаль лармаççĕ.

- Атте кун сиктерсе сысна апачĕ пĕçерет, кĕркунне пахчана сухан тасатма тухать. Пĕрмай ывăлне пулăшма васкать, кăçал мăшăрпа иккĕшĕ беседка, выльăхсем валли витесем ăсталарĕç. Картишне те пирĕнтен маларах шăлса кайма тăрăшать. Анне ĕçрен килнĕ çĕре апат пĕçерет, чашăк-тирĕк те хăех çăвать. Качча килсенех мана: "Кин, хам пурăннă чухне нимĕн те ан сапла, сан ахаль те ĕç нумай", - терĕ. Йĕппе çипе аллинчен яман, алса-чăлха çыхнă, çĕленĕ, сапланă. Ăшă чунлă вăл питĕ, унран пурнăçра хам валли ыррине нумай илнĕ. Ачасене те хуняма пăхса пулăшнă. "Асатте кил хушши тытать, асанне - пÿрт ăшши", - тесе ахальтен каламан ваттисем. Çак каларăш пирĕн çемьепе çыхăннă. Аслисем пурришĕн телейлĕ эпир, вĕсем пуррипе кил-çурт тулли те ăшă, - терĕ телефонпа çыхăнсан шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен кинĕ Елена Петровна.

- Пирĕн йăх вăрăм ĕмĕрлĕ. Çĕр çинче нумай пурăнасси хамăртан та нумай килет пулĕ. Паллах, эпир, ĕлĕкхи ăру, хальхисемпе танлаштарсан сывлăх енчен çирĕпрех пулнă. Çапах та çак кил-çуртра нихăçан та никам та пирус туртман, ĕçкĕпе те айкашман, - терĕ мана ăсатма тухсан типтерлĕхе юратакан Василий Петрович.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.