Çемьере çеç хăтлă та ăшă

14 Ноя, 2015

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Çемье вучахĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕччĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Çĕрпÿри Львовсем тивĕçнĕччĕ. Ултă ачаллă мăшăр сцена çинче кăтартнă «Теремок» юмах нумайăшĕн асĕнче ырă асаилÿсемпе çырăнса юлчĕ-тĕр. Çакăн хыççăн вĕсем Ача усрава илнĕ çемьесен ассамблейин Мускавра иртнĕ пултарулăх конкурсĕнче республика чысне хÿтĕлесе 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Унсăр пуçне паян вĕсем пирки «Шупашкарта пурăнакан Львовсем» темелле. Çапла, çемье тĕп хуламăрта тĕпленме тĕв тунă.

- Çĕрпÿпе уйрăлма йывăр пулчĕ. Анчах ачасем ÿсеççĕ. Пĕлтĕр Юльăна хулана ăсатрăмăр. Вăл та, эпир те хамăра валли вырăн тупаймастăмăр. Ачасем çемьепе пулма хăнăхнă пирĕн. Çавăнпах эрнере темиçе хутчен те Шупашкара килме тиветчĕ. Часах Аня та шкултан вĕренсе тухать. Унтан - ывăлсем. Пĕрле пулас тесех Шупашкара куçрăмăр. Паллах, ĕмĕрлĕх мар. Ачасем хăçан та пулсан çунат сарса йăваран вĕçсе тухаççех... - çемье пĕлтерĕшĕ çав тери хаклине палăртать Татьяна Витальевна.

«Пирĕн...»

Çап-çамрăклах çемье çавăрнă Сĕнтĕрвăрри каччипе хĕрĕ. Таня ун чухне 18-та пулнă. Саша вара тин çеç салтакран таврăннă. Кÿршĕллĕ çуртра пурăннă, пĕр шкулта вĕреннĕ çамрăксем малтан пĕр-пĕринпе хутшăнман-ха. Калаçма тытăнсан вара нумай та вăхăт ирттермен - пĕр тĕвве чăмăртаннă. Кăштахран Юля çуралнă. Çичĕ уйăхрах çут тĕнчене васканă вăл.

Александр Геннадьевич милицире ĕçлеме пуçланă, педагога вĕреннĕ Таня пуçламăш классемпе тăрмашнă. Юля ÿссех пынă. Çамрăк амăшĕн чĕринче çеç ача чухнехи ĕмĕчĕ сÿнмен. Ара, вăл мĕн пĕчĕкрен пысăк йыш çинчен шухăшланă. Тăлăхсене хăйĕн хÿттине илме те ун чухнех палăртнă.

- Эпĕ 12 çулсенче чухне Арменире çĕр чĕтреннĕччĕ. Ун пирки питĕ нумай калаçатчĕç. «Анне, кама та пулин ил-ха», - тесе йăлăнаттăм. «Ватă ĕнтĕ эпĕ. Урăх ача илме мар, сана çын тăвасчĕ», - тетчĕ, - уççăн калаçать ăш пиллĕ хĕрарăм.

Татьяна Витальевна çемьере пĕччен тенĕ пек ÿснĕ. Ывăлне çуратнă хыççăн чирленĕ амăшĕ. Çавăнпах е хырăм ÿкнĕ, е темиçе кунтанах вилнĕ пепкесем. Таня та ăнсăртран çеç çуралнă. Пĕчĕкскер, начарскер пурăнма вăй тупнах, майĕпен çитĕннĕ. Анчах хăйне ялан пĕччен туйнă вăл. Ара, тетĕшĕ 20 çул аслă-çке, Таня çуралсан вăл салтакра пулнă, кайран çемьеленсе Владивостокра тĕпленнĕ.

- Пĕррехинче телекуравпа пуйăсра арçын ачана тупнине пĕлтерчĕç. Чĕремре темĕн йăк! турĕ. Саша таврăнсан ăна çав ачана илме ÿкĕтлерĕм. Çамрăк ĕнтĕ - айванла шухăш: çухалнă ачана усрава илетпĕр. «Аташнă-им» терĕ-ха мăшăр, хăй вара пурпĕр шăнкăравлама кайнă. Ун чухне кĕсье телефонĕсем çук. Телеграф çеç. Тупайман хайхискерне вăл. Тепĕр тесен, çĕр çинче пĕртен-пĕр тăлăх мар-çке. Çакăн хыççăн мăшăра ача усрава илме ÿкĕтлеме тытăнтăм. Шупашкарта пире тин çуралнă виçĕ ача сăнÿкерчĕкне кăтартрĕç. Эпĕ тÿрех пĕрне тĕллерĕм: «Саша, кур-ха, сана хывнă».

Хайхине пăхма илсе кайрĕç. Çитрĕмĕр те: пĕчĕкскер, начарскер, сарăскер кама-кама пулĕ те, анчах сăнÿкерчĕкри ачана пачах аса илтерместчĕ. Суда çитрĕмĕр. Тĕреклĕ хĕрарăм-судья куçлăх айĕнчен пăхрĕ: «Çамрăк та айван эсир. Ача чирлĕ пулсан мĕн тăватăр? Йывăрлăхсем сиксе тухсан? Усрава илсен вăл сирĕн пулса тăрать вĕт. Ачăрсем татах çуралĕç-ха. Нивушлĕ илетĕр?». Çирĕплететпĕр. Калаçсан-калаçсан пире Аньăна опекăна илме сĕнчĕç, - аса илет нумай ачаллă амăшĕ.

Уйăхран кăшт çеç иртнĕ Аня кунран кун илемленнĕ, чиперленнĕ. Ун пирки çамрăк мăшăр тăван-пĕтенне мар, Татьяна амăшне Анна Павловнăна та каламан малтанах. Александр амăшĕ Галина Васильевна çеç пĕлнĕ кун пирки. Çирĕп кăмăллăскер ку хыпара лăпкăн йышăннă.

- Аньăна илсе килсен анне патне хăнана эрне каймарăмăр. Хăçан та пулин пурпĕр кăтартмалла вĕт. Пахчара çĕрулми кăларатчĕ вăл ун чухне. «Пулăшма килтĕмĕр», - тетпĕр кÿмепе çитнĕскерсем. - «Маттурсем». - «Эпир пĕччен мар». - «Кам вара унта сирĕн?» - «Ача». - «Мĕнле ача?» - «Пирĕн ача». - «Аташмарăр пулĕ те?» - «Чăннипех те пирĕн, анне», - тетĕп. Вăл текех нимĕн те чĕнмерĕ. Ачасене çав тери юрататчĕ вăл. Аньăна - пушшех, - пурнăçĕнчи самантсемпе паллаштарать Татьяна.

 

Ĕмĕтсене - ÿкермелле

2002 çулта çемье Çĕрпĕве куçнă. Кил хуçи ку вăхăтра Шупашкарта çăкăр заводĕнче ĕçленĕ. Татьяна Витальевна 1-мĕш шкулта тăрăшма пикеннĕ. Часах Миша çуралнă. Унтан - Яша. Çапла Львовсем тăватă ачаллă çемье пулса тăнă.

- Яланах йĕкĕреш çуратас килетчĕ. Пирĕн йăхра пур вĕсем. Мишăна çуратнă чухне те, Яшăпа йывăрлансан та иккĕ пуласса кĕтрĕм. Çĕрпÿре йĕкĕреш чылай. Урампа пынă чухне те час-часах кураттăм çутçанталăкăн çак тĕлĕнтермĕшне. Ăмсанса пăхаттăм. Йĕкĕрешсене усрава илес тесе Интернетра та нумай шырарăм. Пĕррехинче шкулта ачасен концертĕнче Татьяна Кузьмина директор сăмах каларĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çакнашкалччĕ: çынсем кăранташсем пек. Пĕрисем мăкалаççĕ, теприсем хуçăлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем, никам та тытманнипе, курупкара выртаççĕ. Шĕвĕррисем вара малаллах ÿкереççĕ. Ĕмĕтри пурнăçа хамăра ÿкерме чĕнсе каларĕ вăл. Çакăн хыççăн эпир те йĕкĕрешсене - Машăпа Дашăна - «ÿкертĕмĕр», - тет хĕрарăм.

Ун чухне хĕр пĕрчисем çулталăкран кăшт çеç иртнĕ. Паллах, ÿкерчĕк хитре пулса тухнă. Анчах айккинчен пăхма çеç пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çывăх çыннисене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарманнипе чылай йывăрлăх сиксе тухнă. Тĕрĕссипе, вĕсем халĕ те сирĕлсе пĕтмен-ха. Çавăнпах çулталăк çурă нимĕнле пособи те илмен вĕсемшĕн.

- Çăмăл ачасем мар Машăпа Даша - хăйне евĕр. Кун пирки ача çуртĕнчех асăрхаттарчĕç. Кутăнлашсан тем тусан та парăнмаççĕ. Пĕррехинче 3 кун шыв ĕçмерĕ Даша. Анчах питĕ çирĕп, чăтăмлă вĕсем, нăйкăшмаççĕ. Кăмăл тенĕрен, кашни ача расна. Хам çуратнисем те пĕр мар та... - сăмахлать Татьяна Витальевна.

Çакна та палăртса хăварас килет: «усрав ача» тенине Львовсем пачах ăнланмаççĕ те йышăнмаççĕ те. Вĕсемшĕн пур ача та - хăйсен. Çавăнпах Аня та кун пирки хăй 1-мĕш класа кайсан çеç ăнкарма пуçланă. Хушамачĕ раснаран. Хăй кунта чи çывăх çыннисен хушшинче пулнăран вăл та айван ыйтусем паман.

 

Чăваш - чипер те пултаруллă

Пултаруллă çемье тĕрлĕ конкурса час-часах хутшăнать. Юльăпа Аньăна та нумай конкурса илсе тухнă. Асли тăватă çултанпах сцена çинче. Халĕ ЧПУра музыка енĕпе вĕренет. Аньăпа Яша та вокал студине çÿреççĕ. Хисеп хучĕсем купи-купипех пухăннă. Кăçал та Аня акă «Çăлтăр ушкăнĕ - 2015» конкурсра икĕ кубока тивĕçнĕ. Чи пысăк парне - Аня 2012 çулта тивĕçнĕ телевизор. Козьмодемьянск хула мэрĕ хăй парнеленĕ ăна.

Кил хуçи арăмĕпе Мускаври конкурс пирки те сăмах пуçартăмăр.

- Ултă куна тăсăлнă ăмăртура пĕр-пĕринпе çывăх ларса калаçма вăхăт çитмерĕ. Ара, малтан эпир пурте пĕр-пĕринпе тупăшакансем пулнă-çке. Кашниех хăйсен пÿлĕмĕнче конкурссене хатĕрленнĕ. Юлашки кунхине, ăмăртусем вĕçленсен, тÿрех пурте калаçма тытăнтăмăр. Пирĕн кăна мар, кашнийĕнех йывăрлăхсем пулни палăрчĕ. Çиелтен пăхма çеç пĕтĕмпех йĕркеллĕ вĕт. Шалта вара татса памалли ыйтупа йывăрлăх темĕн чухлех. Пирĕн те çаплах. Акă, Машăпа Даша та малтанах çывăрма вырттарсан йăркаланатчĕç кăна. Пĕр минутра миçе çаврăнатчĕç-ши хăйсен тавра? Кăкăр çумне илни - усăсăр. Вĕсем кун пеккине хăнăхман. Калаçма пуçласан кунашкал йывăрлăхсем пирĕн кăна мар, ыттисен те пулни палăрчĕ. Маша тăватă çулта пулин те тепĕр чухне вырăн йĕпетет. Хăшĕсен ку 9 çулчченех те тăсăлать иккен. Çак ыйтусем тавра ларса калаçма пулмарĕ. Халĕ чылайăшĕпе Интернет урлă çыру çÿрететпĕр, - каласа кăтартмалли темĕн чухлех хĕрарăмăн.

85 çемьерен суйланнă 15 çемье хутшăннă конкурса. Паллах, кашниех вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăнине, çĕнтерме пултарнине туйнă, шаннă.

- «Çĕнтеретпĕрех» шанăçпа кайман-ха конкурса. Анчах чун тĕпĕнче республика валли 1-мĕш вырăнах йышăнас килетчĕ. Ачасемпе те тĕрлĕ конкурса чылай тухса çÿренĕ май ытти регион çыннисем: «Мĕншĕн кун пек эсир?» - тесе тĕлĕнеççĕ. Вĕсен шухăшĕпе, пирĕн хĕсĕк куçлă, хура ÿтлĕ пулмалла. Чăвашсем пултаруллă та хастар, ырă та уçă кăмăллă, чипер те илемлĕ пулнине кăтартас килетчĕ, - пăшăрханать маттурскер.

 

Виçĕреш

Конкурсра тĕрлĕ енлĕ ăмăртма тивнĕ. Çав вăхăтрах алă ĕçĕсен куравĕ те пулнă. Львовсем унта тĕрлĕ чĕрчун çемйине ăсталаса кайнă. Чи варринче вара Мамонтенок ларнă. Мультфильмри ку сăнара, амăшне шыраканскерне, кашниех паллать ĕнтĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне йĕкĕрешсем ку кам пулассипе кăсăкланса ыйтусемпе халран янă. Машăпа Дашăна унпа паллаштарма мультфильм кăтартнă. Амăшне çухатнă çурана вĕсем те хĕрхенсе пăхнă. Даша: «Амăшне çухатнă вăл. Амăшне шырать», - тесе куççульленнĕ те.

Çапла, пурне те анне, çемье кирлĕ. Ырăлăхпа ăшăлăхра пурăнма çеç хăтлă. Тĕрĕссипе, Львовсен çемйи тата пысăкрах-ха. Ултă ачасăр пуçне вĕсен йытă та, пилĕк кушак та пур. Кашниех - çемье пайĕ. Лиза йытă вара ку çемьене йĕкĕрешсемпе пĕрле килнĕ. Çавăнпах хăйсем хушшинче вĕсене виçĕреш тесе те чĕнеççĕ.

 

Чĕвĕлти пуканесем

Татьянăпа Александр пĕрлешни çак эрнере шăп та лăп 20 çул çитнĕ.

- Кун пек арçынпа ултă ача çеç мар, ытларах та ÿстерме пулать, - тет хĕрарăм хунямăшне лайăх упăшка парнеленĕшĕн тав туса.

Мăшăр килĕштерни, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни пĕрре курсах палăрать. Ахальтен-и, вĕсем йыш хушасси пирки шухăшлаççĕ.

- Ултă ача - нумай мар, кунпа çеç çырлахмăпăр, - пĕр харăссăн пĕлтереççĕ аслисем.

- Маншăн телей - çемье. Çавăнпах пурне те хăтлă та канлĕ пултăр тесе тăрăшатăп та. Кашнин ыйтăвне-пăтăрмахне чун çывăхне илетĕп. Тĕп тĕллев - чăн-чăн çемье пуласси. Мускавра пăхрăм та: хăшĕ-пĕри чăнласах та çемье, теприсем вара - усрав çемье. Ача мана чуна пымасан ăна йышăнаймăп. Чĕреме тыткăнланине, çывăххине çеç илейĕп, - ăшри туйăмне пытармарĕ Татьяна.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.