Кино лапамĕ йыхравлать

14 Ноя, 2015

Кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе пĕрле "Тăван тавралăх" урокра тухса калаçмашкăн презентаци хатĕрлетпĕр. Вăрмана кайса килни те, уй-хирте уçăлса çÿрени те, пахчара тăрмашни те куç умне тухать. Çырла, кăмпа татнă, мăйăр пуçтарнă. Пĕчĕкскерсем йывăç хыçĕнчен мулкач тухасса е пуç çийĕн пакша сиксе иртессе кĕтнĕ. Ÿсен-тăран, чĕрчун тĕнчине тишкеретпĕр. Маншăн та мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх уçăлать. Хăш-пĕр кайăка, тĕслĕхрен, курман, ун çинчен илтмен. Вĕçсе иртнĕ май нумайăшĕ пирĕн тăрăха канма чарăнни те кăсăклă. Интернет кашнин пирки ытларах пĕлме пулăшать. Çутçанталăк сăнÿкерчĕкĕсем те презентацие пуянлатаççĕ. Ачасем хăйсемех шыраççĕ-тĕпчеççĕ. Çакă вĕсен тавракурăмне анлăлатать.

Çулталăкăн кашни вăхăчĕпе киленме хăнăхнă эпир. Ылтăн кĕркунне, сăмахран, çулçă, йĕкел, хыр йĕппи пуçтаратпăр. Вĕсем вĕренекенсене ал ĕçĕ тума кирлĕ. Шухăш хăвачĕ ачасене чĕрĕпрен пуçласа крокодил таранчченех ăсталама пулăшать. Кайран шкулта курав йĕркелеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçне тишкереççĕ. Ку та вĕсене çутçанталăкпа çывăхлатать, аталантарать.

Садра йывăç-тĕм лартса тултартăмăр та кашниех çимĕç парасса кĕтетпĕр. Çулленех турат хушăннине сăнатпăр.

Кĕçех сырăш çакма пуçлăпăр. Хĕлле кайăк-кĕшĕк хăйне апатлантарнине юратать. Шăнкăрч йăви ăсталакан та йышлă. Тĕслĕхрен, Муркаш районĕнчи Юнкă шкул ачисем ку енĕпе уйрăмах маттур. Вĕсем шăнкăрч йăвипе Сăнав участокĕсене те тивĕçтереççĕ.

Çакă йăлтах эпир хамăр та çутçанталăкăн пĕр пайĕ пулнине туйса илме пулăшать. Тăван тавралăха сăтăр тумалла маррине, паллах, ача та пĕчĕкренех ăнланать-пĕлет.

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче тĕрлĕ темăпа кинофестиваль йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Халăха тÿлевсĕр фильм кăтартнине ырламалла çеç. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн тăрăхра "Чи малтанхи Раççей" экологи фильмĕсен фестивалĕ пуçланнине палăртса хăварас килет. 5 куна тăсăлĕ вăл. Республикăн тĕп хулинчи Наци библиотекинче, Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче, "Салют" культура керменĕнче, "Асамат кĕперĕ" культурăпа курав центрĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти тавра пĕлÿпе истори музейĕнче, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Вăрмар, Муркаш районĕсенчи культурăпа кану тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче кино курма май пулĕ.

Ун чухне кăçалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 22-мĕшĕччен Мускаври çутçанталăк фестивалĕнче кăтартнă чи лайăх фильмсемпе паллаштарĕç. Вĕсем çутçанталăкпа этем çыхăнăвне сăнлаççĕ.

Фестиваль программи яланхи пекех пуян. Кино курнисĕр пуçне экологи эксперчĕсемпе калаçма, тĕрлĕ ĕç куравне хак пама май килĕ. "Эткер" центр ача-пăча ÿкерчĕкĕсен куравне те йĕркеленĕ.

Мĕнех, кинофорума кайса курăпăр, фильм пăхнă май Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи çутçанталăк илемĕпе киленĕпĕр.

Çĕршыв шайĕнче иртекен мероприятие ытларах халăха хутшăнма чĕнсе калас килет. Студентсем, шкул ачисем, вĕрентекенсем... кино лапамне çитме вăхăт тупсан мĕнешкел лайăх пулĕччĕ. Куракансен залĕ пушă пулни вара хамăра хисеплеменнипе танах.

Унччен, чÿк уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче, Шупашкарти Пĕтĕм чăвашсен "Асам" I кинофестивальне çитсе курма тăрăшăр. Ăна киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унта кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документ тата анимаци фильмĕсем хутшăнĕç. Конкурс ĕçĕсене 14 номинаципе хаклани те искусство çыннисене хавхалантарĕ. Фильмсене Наци библиотекинче, Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕнче кăтартĕç.

Халĕ çĕннине пĕлмешкĕн пĕтĕм услови пур. Пирĕн çакăнпа усă курма ÿркенмелле мар кăна.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.