Вăрманлă тăрăха хулапа улăштарăн-и?

14 Ноя, 2015

- Анне вунă çул почтальонра ĕçлерĕ. Кĕçех 80 çул тултарать вăл. Ачаран ăна хаçат-журнал, çырусем валеçме пулăшаттăм эпĕ. Вăл вăхăтра тата хальхи пек-и - яла купипе темĕн тĕрлĕ кăларăм килетчĕ, хăть мĕнле валеçсе пĕтер. Хĕллехи çил-тăманра малтан çунапа киле сĕтĕрсе анаттăмăр. Почтальон сумки хальхи пек пушă пулман, калама çук йывăрччĕ. Çыру, саламлă открытка тавраш çÿретекен те нумайччĕ ун чухне. Çывăх çынсенчен уйрăлас килменнипе-ши, шкул пĕтерсен тăван ялах юлас терĕм, хулана пачах та чун туртмарĕ. Çакăншăн эпĕ нихăçан та ÿкĕнмен. Анне пенсие тухрĕ те ун вырăнне эпĕ йышăнтăм", - каласа кăтартать Патăрьел районĕнчи Ишлĕ Шетмĕ почта уйрăмĕнче 30 çула яхăн почтальонра тăрăшакан Ираида Зверева. "Ираида Ильинична питĕ яваплă, унпа хама та çăмăл, кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра пурнăçлать. Хирĕçлеме те, "çук" е "кайран" сăмахсене те пĕлмест", - ырлать Ишлĕ Шетмĕри почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Светлана Юркина.

Хамăрăн вулакансемпе тĕл пулас тата хаçат çырăнтарас тĕллевпе икĕ эрне каялла почтальонпа пĕрле Ишлĕ Шетмĕ ялĕ тăрăх çÿрерĕмĕр. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çуллăхра илсе тăма "Чăваш хĕрарăмне" 23 çын çырăнчĕ. Вĕрентекенсем тата аслăрах ÿсĕмрисем пирĕн хаçатпа хаваспах туслашрĕç.

Ираида Ильиничнăпа Юрий Дмитриевич Зверевсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. "Ялтан тухса кайма нихăçан та шухăшламан эпир, мăшăр ман çемьере чи кĕçĕнни, тĕпкĕч, пулнă. Ишлĕ Шетмĕре çурт лартрăмăр. Çак вăрманлă, улăх-çаранлă, тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăха хулапа епле улăштарăн? Йĕри-тавра - тÿпенелле кармашакан хырсем, çырли-кăмпине татса пĕтерме çук, выльăх валли курăкĕ çителĕклĕ, сывлăшĕ таса. Ырлăхра, çăтмахра пурăнатпăр эпир", - палăртать Ираида Ильинична. Кăмăллă та ырă чунлăскер пурне те пулăшма хатĕр, çавăншăнах ял çыннисем хисеплеççĕ ăна, кашни килтех хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Шăрăх-и е çумăрлă çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и е çумăр çăвать-и - ниме пăхмасăр, кашни кунах Ишлĕ Шетмĕ тăрăх утать те утать вăл, хаçат валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне тивĕçтерет.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.