Амăшĕн хăвачĕ

14 Ноя, 2015

Çĕрпÿри илтменнисен тата япăх илтекенсен 1-мĕш интернат шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Амина Александрова - нумай конкурс, ăмăрту, олимпиада çĕнтерÿçи. Кашни предмета «5»-лĕх пĕлет. Яваплăскерне класс старостине суйланă. Япăх илтни те пурнăç илемĕпе туллин киленме чăрмантармасть ăна. Юлташĕсем те унăн шухăшĕпе сĕнĕвне мала хураççĕ. Амина кашнинех пулăшма ăнтăлать. «Калаçнă май хĕрача пурнăçа мĕнешкел хытă юратнине ăнланса илтĕм.

Ырра шанни

Амина 6 уйăхрах тата çав тери хавшак çуралнине ĕненес те килмест. 1,5 килограмм та таяйман пепке хăçан та пулин вăй илесси тухтăрсене те иккĕлентернĕ. Амăшĕ вара самантлăха та шанăçне çухатман. «Пĕрре ача çуратмалли çуртра 5 сехетре вăрантăм та инкубатор еннелле васкасах утрăм. Медсестра тĕлĕрсе кайнăччĕ. Пăхатăп та - манăн тĕпренчĕк кăн-кăвак выртать. Чĕре ĕçленине кăтартакан аппаратура тÿрĕ йĕр ÿкерет. Мĕн тумалла кун пек чухне? Медсестрана пырса тĕкрĕм... Вăл сиксе тăрса ачана çийĕнчех силлерĕ. Çакăн хыççăн пĕчĕкскере сăн кĕме пуçларĕ, унăн пичĕ хĕрелчĕ», - аса илет Алена Анатольевна. Кайран та нумай пăшăрханнă, куççуль юхтарнă хĕрарăм. Çапах Амина сывланăшăн, куллен 5-шер грамм хушăннăшăн савăнма вĕренсе çитнĕ вăл. Тата çак тĕнчене васкаса килнĕ хĕр пĕрчи хăйĕн вырăнне тупасса хытă ĕненнĕ. Тен çав хăватах вилĕме çĕнтерме пулăшнă тĕпренчĕкне?

Халĕ 13-ри хĕрача ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе çывăх çыннисене кăна мар, вĕрентекенĕсене те тĕлĕнтерет. Пĕлтĕр, сăмахран, Амина Александрова Пĕтĕм Раççейри «Пĕлÿ çăлкуçĕ» олимпиадăра çĕнтернĕ. Ăна коррекци шкулĕнчи вĕрентекенсем пуçарса янă. Сăмах май, 2014 çулта ку ĕçе 42 шкулти 1500 ача хутшăннă. Амина пĕрремĕш вырăн йышăнни, паллах - Çĕрпÿ шкулĕшĕн пысăк çитĕнÿ. 6-мĕш класс вĕренекенĕ кăçал та çак олимпиадăра хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслесшĕн. Эх, хатĕрленет ытларах пĕлессишĕн çунаканскер! Учительсем каланă тăрăх - ыйтăвĕсем пĕрре те çăмăл мар, патшалăхăн пĕрлехи экзаменне аса илтереççĕ. Ытларах вулама, тишкерме Аминăна вĕрентекенсем те, çывăх çыннисем те пулăшса пыраççĕ.

 

Юрату сăмахĕсем

Аминăн ашшĕ - таджик, амăшĕ - чăваш. Халĕ вĕсем пĕрле пурăнмаççĕ. Кил хуçи арăмĕ урăххипе телей тупнă. «Эпĕ сана юрататăп», - тени килĕшет. Килте виçĕ çак сăмахпа тăтăшах усă куратпăр», - пытармасть хĕрача. Вĕсен çемйи туслă. Амина аппăшне евĕрлеме тăрăшать. Аиша спорт енĕпе Раççей ăмăртăвĕсенче çĕнтерни ăна та хавхалантарать. Алишер бокс секцине сиктермест. Сережа та пиччĕшĕпе аппăшĕсенчен юласшăн мар.

«Амина 4 çултанпах Галина Иванова сурдолог-оториноларинголог патĕнче тĕрĕсленет, сипленет. Вăл хытă сасăсене /д, б, р/ лайăх илтет. Чейник хăлха çурасла шăхăрнине е машина кăшкăртнине хĕрĕм уйăрса илеймест. Çавăнпах хăлха аппарачĕпе çÿрет», - ăнлантарать Алена Анатольевна. Амăшĕ те хĕрĕ вулама юратнине, тирпей-илеме хаклама пĕлнине палăртать. Аминăшăнах килте телевизор сассине пысăклатнине те хăнăхнă вĕсем. Çакă никама та кансĕрлемест.

Нумай ачаллă çемьене Çĕрпÿре çĕр панă. Унта çурт лартма вăй çитернĕ вĕсем. Халĕ пÿлĕмсене хăтлăлатаççĕ.

Мультфильм ÿкересшĕн

«Тен, дизайнер пулăп. Манăн аннене хитре çи-пуç çĕлесе тăхăнтартас килет. Экскизĕсем хатĕр ĕнтĕ», - тет Амина. Вăл ÿкерме ăста. Акă Нарспи мĕнле ăнăçлă пулса тухнă. Ытти ĕçĕсенче те шухăш хăвачĕ иксĕлми. Çакна жюри членĕсем те асăрхамасăр иртмеççĕ.

«Ачасем çĕннине пĕлесшĕн, çавăнпах вĕсемшĕн çĕнĕ ĕçе пуçăнас килет», - калаçăва хутшăнать Марина Петрова вĕрентекен. Вĕсем ÿнер кружокĕнче кăранташпа, сăрăпа усă курнисĕр пуçне видео, сăн ÿкереççĕ. Ачасен видеороликĕсене ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăнать. Ун урлă интернат шкулăн пурнăçĕ алă тупанĕ çинчи пекех курăнни паллă. Çитес вăхăтра пултаруллă çак ушкăн мультфильм ÿкерме пуçласшăн. Малтанлăха палăртнă тăрăх, унта чĕрчунсене «сăмах парасшăн». Тĕллев тытрĕç пулсан - пурнăçлаççех.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.