Култарма çăмăл мар
- Юрать, çак çĕр çинче чăваш хĕрарăмĕсем пур. Вĕсемсĕр эпир пурăнаяс та çукчĕ. Мускавра вĕреннĕ чухне Владимир Смирнов профессор: «Юрать, сирĕн тутăрлисем пур, куншăн савăнмалла», - тетчĕ пире. Унтанпа 33 çул иртсе кайрĕ. Театра çÿрекенĕсем халĕ те çавсемех - чăваш хĕрарăмĕсем, тутăрлисем. Арçынсем спектакль курма юратмаççĕ, культура çуртне кĕрсе ларса пĕр сехет кулас вырăнне лавкка умĕнче эрех ĕçеççĕ. Сахалăн тата вĕсем ялсенче. Пĕрисем - тĕрмере, теприсем - Мускавра. Яла çитсен кĕпĕрленсе тăнине асăрхатăп та: «Атьăр-ха, спектакль кĕрсе курăр, укçăр пур-и?» - тетĕп. «Пур», - текелеççĕ хăйсем. Анчах та культура çуртне кĕмеççĕ. Кам пĕлет, тен, вăтанаççĕ? Красноармейски тăрăхĕнчи пĕр хĕрарăм куççульпе тав туни халĕ те асран тухмасть. Анатолий Чебановăн «Вĕлтрен кайăкне» вылянăччĕ пĕр ялта. Путсĕр, ĕçкĕç арçын ролĕнчеччĕ эпĕ. «Тавтапуç сире, Виктор Аркадьевич, сирĕн спектакль хыççăн ман упăшка ĕçме пăрахрĕ», - терĕ тăхлачă. Çавăнпах арçыннисене клуба кĕртсе лартас килет манăн. Тен, вунă çул каяллахи пек, тепĕр арçын ĕçме пăрахĕ?
Юлашки вăхăтра çынсене култарма та йывăр. Куçран шăтарасла пăхса лараççĕ - шăл шурри те кăтартмаççĕ иçмасса. Татса паман ыйтăвĕсем нумай вĕсен. Пепкине ача садне вырнаçтарма тăнă - черечĕ çитеймен, е тата кредит илес тенĕ - банк хирĕçленĕ. Теприн тата урăхларах ыйту, кредит тÿлеме вăхăт çитнĕ - укçи çук. Спектакль вăхăтĕнче хăйĕн мăй тарăнăш ыйтăвĕсем тавра шухăшласа илет те çав çын, кулма та манса каять мăнтарăн.
Шÿт, монолог çыракан та çук халь. Çавăнпа та хамăнах режиссер та, автор та, артист та пулма тивет. Чăваш патшалăх телекуравĕпе хăçан спектакльсемпе киносем курма пуçлăпăр-ши? Мана ялтисем телевизорпа куркаланă та, çавăнта ĕçлет ку теççĕ пуль ĕнтĕ. «Чăвашла мыскарасем, кулăшла спектакльсем кăтартăр-ха», - тепĕр чухне кинемисем йăлăнсах ыйтаççĕ.
Ял çамрăкĕсен шăпи те кулянтарать. Шел, республика та, район та вĕсен ыйтăвĕсене курмăш пулать, пулăшас вырăнне çурăмпа çаврăнать. Йăва çавăрма çăмăл мар халь. Патшалăх процентпа панă кивçене тÿлес тесен çĕр çывăрмасăр икĕ-виçĕ çĕрте тар тăкмалла. Ĕçĕ тупăнсан лайăх-ха. Калăпăр, Америкăра пепке çут тĕнчене килет, ун валли йăлтах пур: çурчĕ те хатĕр, страхланă ăна. Ĕмĕр нуша курмасăр пурăнмашкăн пурлăхĕ те пур.
20-30 çул каялла театр училищисене вĕренме кĕме конкурс еплерех пысăкчĕ. Халь çамрăксене бухгалтер, экономист, юрист специальноçĕсем ытларах илĕртеççĕ. Культура тытăмĕнче малашне камсем ĕçлĕç-ши?
Виктор ПЕТРОВ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ
Комментировать