Çĕнĕрен чĕрĕлнĕн туйăнать...
Таяпа Энтри çамрăкĕсем кашни каç ялти кĕпер çине пуçтарăннă, магнитофонпа юрă-кĕвĕ ярса ташланă. Çĕнĕ Çул уявне те пĕр çулхине урамрах ирттернĕ хайхисем. Шăнса кайнă пулин те хăйсем савăнăçлă, чăрăш тавра сикеççĕ кăна.
- Маххă пама хăнăхман çав пирĕн тăрăхрисем, - каласа кăтартать Валерий Алексеевич.
Çын хуйхи-суйхине, пăшăрханăвне чĕри патне илме хăнăхнă Валерий Шадриков ял çамрăкĕсене пулăшма тĕв тунă. Чăн та, ялта клуб та пулмасан çамрăксен вăхăта епле ирттермелле-ха? Чылай вăхăт Елчĕкри МСОра мастер-прорабра, райпора директорăн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕнче, кайран ялта колхоз председателĕнче тăрăшнăскер хăй тивĕçлĕ канурине пăхмасăрах тĕллевне пурнăçа кĕртме тăрăшнă. Шăпах Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ «Комплекслă строительство» республика программин конкурсĕнче çĕнтернĕ çав вăхăтра. Культура çуртне юсама республика хыснинчен тата вырăнти ял тăрăхĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Юрăхсăр çуртсен шутне кĕртнĕ клубăн маччи те пулман малтан. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче стена тăрăх шăпăртатсах шыв юхнă. Клуба çĕнĕрен чĕртсе тăратас тесе ялĕпех нимене тухнă. Тахçан Елчĕкри МСОра ĕçленĕ Таяпа Энтри хĕрарăмĕсем стенасене тÿлевсĕрех якатса панă. Ватăсем те айккинче тăрса юлман, вĕсем валли те кулленех ĕç тупăннă. Çак ялта çуралса ÿснĕ Александр Романов уйăрнă укçа-тенкĕпе клуб тавра хитре карта тытса çавăрнă.
- Ывăл Алексей концертпа килчĕ яла. Пĕр пус та илмерĕ, пухăннă укçине пĕтĕмпех культура çурчĕ валли парса хăварчĕ, - каласа кăтартать Валерий Шадриков.
Ăшă та, çутă та, хăтлă та халь Таяпа Энтринчи культура çуртĕнче. Кĕçех тĕслĕх библиотекăна та шкултан ялти клуба куçарĕç. «Халь клуба кĕрес килсе тăрать пирĕн, ял çĕнĕрен чĕрĕлнĕн туйăнать», - теççĕ ялти ватăсем.
Кĕске хушăра пĕчĕк ансамбль те йĕркеленнĕ Таяпа Энтринче, ушкăн хăйсен укçипе хитре кĕпесем çĕлеттернĕ. Шкул ачисем уроксем вĕçленнĕ хыççăн клуба ташă кружокне çÿреççĕ. Халĕ ялти культура çуртĕнче Амăшĕн кунне хатĕрленеççĕ. Ваттисен кунĕнче 45 çын таранах пуçтарăннă клуба. Кĕрхи бал та хаваслă иртнĕ.
Валерий Шадриков тахçантанпах «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатпа туслă. Пĕрре мар, темиçе çырăнать ăна кашнинчех. Чи малтан юратнă арăмне, кайран ăш пиллĕ хунямăшне хаçатпа туслаштарать. Таяпа Энтринчи лавккара тăрăшакан мăшăрне, Людмила Александровнăна, ырă та ăшă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕшĕн хисеплеççĕ ялтисем.
- Культура çуртне йĕркене кĕртсенех ĕçлеме пăрахатăп тенĕччĕ. Акă халь унтанпа тăватă çул та иртсе кайрĕ. Мана, пенсири çынна, килте ларсан та юрать-ха, - палăртать Валерий Алексеевич.
Культура çурчĕн пуçлăхне Зоя Зайцева тирпейлÿçĕ нумай пулăшса пырать. Пур уява-концерта та пĕрле хатĕрленеççĕ вĕсем..
- Культура тытăмĕнче нихăçан та ĕçлемен эпĕ. Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна, аваллăха упраса хăварасси, - тет Валерий Алексеевич. Ман шухăшпа, Турă пани, чунра хăйне майлă хăват, халăхшăн çунни пур унра.
Çамрăксемпе, ватти-вĕттипе, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет Валерий Шадриков. Культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесе мĕнпур вăй-халне, чун хăватне парса тăрăшать.
Елена АТАМАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.