«Бензин, солярка, чăлха-нуски, эрех, тăвар çукчĕ…»

24 Чÿк, 2015

«Хыпар» хăни - 1989-1992 çулсенче республикăн Министрсен Совечĕн Председателĕ пулнă Николай Архипович ЗАЙЦЕВ /1942 çулта Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă/. СССР саланичченхи тапхăр асĕнчех-ха. «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

Часах асăрхарĕç

- Эсĕ - инженер, Йошкар-Олари Атăлçи вăрман техникин институтне пĕтернĕ. Çартан таврăнсан /1966 ç./ Канашри пассажирсен автомобиль хуçалăхĕн /ПАХ/ диспетчерĕнче, инженерĕнче тăрăшнă. Ĕç çумне мĕнле çыпçăнтăн?

- ПАХăн 200 яхăн транспортчĕ, 500 çын вăй хунă. Зинат Гадилов ертÿçĕ командировкăна кайиччен мана, ПАХра нумаях та ĕçлеме ĕлкĕрейменскере, директор тивĕçне 10 кун пурнăçлама шанчĕ.

- Кулленхи планеркăра пурне те ăс патăн пулĕ?

- Кирек хăш должноçра та ĕç пÿлĕмне кашни кун пухса калаçас йăла пулман манăн. Вăл çынсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме чăрмантарать çеç.

- Эппин хăвна кăтартман, начар ĕçлетĕр тесе ятламан…

- Пуçра ун пек шухăш пулман та. Ĕçре мĕн-мĕн тăвассине харпăр хăйĕн пĕлмелле, пуçран шаккаса çавна-çавна ту тесе юнамалла мар.

- Ертÿçĕ пуласси çав декадăран пуçланман-и?

- Ун çинчен шухăшлама та пултарайман. Совет Çарĕнче пулни, Гадилов коллектива ăста ертсе пыни хама хăюллăрах пулма, сăмаха çирĕпрех калама хăнăхтарчĕ пулас.

- Çав пахалăха асăрхарĕç-и?

- Канашри 1424-мĕш автоколоннăн тĕп инженерне лартрĕç. Кунта 400 яхăн машинччĕ, 800 çын ĕçлетчĕ. Пирĕн транспорт строительствăна, соцтытăма, суту-илĕве, ял хуçалăхне груз турттарма пулăшнă, кашни район-хулана çитнĕ.

 

Асăрхаттарчĕç

- Ĕç тухăçлăхне ÿстерме май шыранă-и?

- Петр Родионовпа Иван Князь водительсем машина çумне икĕ прицеп кăкарса груз нумайрах турттарчĕç, бензина чылай перекетлерĕç. Тухăçлăха ÿстермелли çĕнĕ меслете пайтах ĕçе кĕртнĕ. Самосвалсем çĕр-тăм Çĕрпÿри автомобиль юсакан заводра тунă прицепсемпе турттаратчĕç. Валентин Кашицин мастер тата Арсентий Толстов водитель ГАЗ-51 машин рамине тăсса пĕр рейсра 4 тонна груз леçмелле турĕç. Йĕркене пăснă тесе Чăваш АССР Халăх контролĕ мана чутах выговор паратчĕ. Юрать-ха, асăрхаттарнипе çырлахрĕç.

- Транспорт чиперехчĕ-и?

- Малтан унăн 64% çеç рейса куллен тухма хатĕрччĕ. Çулталăкран ку цифрăна 80% çитертĕмĕр.

- Уйăхри ĕç укçи мĕнлеччĕ?

- Водитель-слесарьсен 60-70 тенкĕ çеçчĕ, каярахпа 120-150 илчĕç. Манăн - 160. Лайăх тÿленĕрен ĕç кунĕ вĕçленсен те паркран киле васкаман: техникăна юсанă.

- Йĕркене пăснă-и?

- Шоферсем еплерех ĕçленине тĕрĕслеме об<ектсене çитесси тĕп инженер тивĕçĕ марччĕ. Апла пулин те тепĕр чухне вырăна эпĕ те кайнă. Виктор Левков Колхида машинăна нормăран ытларах тиени куçа тăрăнчĕ. Тепĕр кунне ĕçе пытăм кăна: «Моторĕ шакканă», - терĕç. Сăмаха вăлтса хăйне: «Мĕн пулчĕ?» - тетĕп. «Колхидăран мĕн кĕтес? Часах ванчĕ», - пулчĕ хурав. «Сăлтавĕ вăл начарринче мар, пĕтĕмпех пĕлетĕп, - хирĕçлерĕм ăна. - Эсĕ чылай нумайрах тиесе çÿренĕ. Çавна пула машинăна стройран кăларнă пирки акт çырмастăп. Юсама 3 кун паратăп».

Канашри автомобиль юсакан заводăн тĕп механикĕ Николай Федоров тÿрлетме пулăшрĕ. Автоколонна тÿснĕ тăкака саплаштарма водитель хăйĕн кĕсйинчен укçа кăларчĕ. Машина пĕр эрне çеç ĕçе тухаймарĕ. Мотора юсама панă пулсан 2-3 уйăх иртетчĕ. Çакăн хыççăн шофер нумай çул мана çур çухрăмран сывлăх сунчĕ.

- Ытти çĕрте те çавнашкал урок ирттеркеленĕ-и?

- Канашри автомобиль юсакан эксперимент завочĕн директорĕнче ĕçлеме пуçласанах /1973 ç./ Нина кладовщица саппас пайсене инвентаризациленине çирĕплетекен ведомоç тыттарчĕ. Тишкертĕм те - унта кĕртнĕ темиçе ушкăнри пайсем ытлашшипех, ыттисенче çитменнине палăртрăм. Вĕсен документ çине çырнă пĕтĕм хакĕ тĕрĕс тухать, анчах çухалнисем документа çыпçăнмарĕç. Тĕплĕнрех тĕрĕслерĕм. «Тухман пайсене шыраттарма милицие заявлени çитеретпĕр-и е завод тÿснĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштарма предприяти кассине укçа хыватăн-и?» - терĕм склад хуçине. Тÿлерĕ. Кайран ĕç йĕркеленсе кайрĕ.

 

Кĕрешме тиврĕ

- Кукăр алăсене часах асăрханă…

- Çапла. 300-ĕн вăй хуратчĕç пулин те саппас пайсене йăкăртассишĕн кĕрешнĕ 3-4 ушкăн тÿрех курăнчĕ. ЗИЛ-585, ЗИЛ-555, ытти машинсен пĕр пайне паха юсаман. Ĕçшĕн çирĕп ыйтман. Кашни 20 машинран 2-шĕ çеç стандарта тивĕçтернĕ. «Николай Ильич коммунист плана 200-250: тултарать», - терĕç. Пĕтĕмпех - ултав, завод тÿснĕ тăкак. Пахалăхшăн нумай тăрăшма тиврĕ. Тĕллеве пурнăçлама çынсене пĕр коллектива чăмăртарăм.

- Завод халĕ те ĕçлет-и?

- Вăл та, 1424-мĕш колонна та хупăннă. Завода 10 çул ытла ертсе пытăм. Унта 500 çын юлчĕ. Пурăнмалли 4 çурт тутартăм. Кубăна кайиччен /1983 ç./ 5-мĕшĕн никĕсне ячĕç.

- Унта мĕн тунă?

- Куба Совет Союзĕн çывăх тусĕччĕ. Экономикине аталантарма пулăшрăмăр. СССР строительство министрĕн промышленноçа механизацилекен, саппас пайсемпе тивĕçтерекен заместителĕн канашçинче-тĕп инженерта 3 çул тăрăшрăм. Малтанхи вăхăтра чĕлхене ăнланма тăлмачă пулăшрĕ. Курс пĕтерсен çулталăк çурăран калаçма пуçларăм. Унта МАЗ, КамАЗ, ытти патшалăх машинисем нумайччĕ. Вĕсене саппас пайсемпе тивĕçтернĕ, производствăна механизацилеме хутшăннă.

 

Шапа çиеймерĕмĕр

- Ахаль çынсем мĕнле йышăнчĕç?

- Гаванăран инçерех кайсан ытларах ырă сунса кĕтсе илчĕç. Мăшăрпа, ачасемпе тинĕс хĕрринчех пурăнтăмăр. Пулă тыткаланă. Пĕррехинче пулă комбинатĕнче пакет тыттарчĕç. Килте ăна уçрăмăр та - 5 шапа! Совет специалистне çапла хисеп тăвас тенĕ ĕнтĕ. Çемье пĕçерсе е ăшаласа çиес темерĕ. Кубăра шапа хаклă парне шутланать, ăна ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Союзран пынă юлташа парнелерĕм. Шапа çиме хăнăхаймасăрах Канаша таврăнтăмăр.

- Хăвăн вырăнтах ĕçлерĕн-и?

- Директор тивĕçне заместитель пурнăçланă. Каллех завод тилхепине тытрăм. 1987 çулта мана КПСС Канаш хула комитечĕн - иккĕмĕш, 1988 çулта пĕрремĕш секретарьне суйларĕç. Çапах хуçалăх ĕçĕнчен кайман. Сăмахран, «Шевле» микрорайона çул, пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтмалли, вĕсенчен хура шыва юхтарса пĕр çĕре пухмалли пăрăхсем хыврăмăр, кунтах пурăнмалли çуртсем тума тытăнтăмăр.

- Ырă ĕçсенчен хăшне палăртатăн?

- Ун чухне лавккасенче хăш-пĕр апат-çимĕçе талонпа сутнă. Çав шутра какай çынсене туллин тивĕçтерме çитмен. Лавккасене кирлĕ чухлĕ парса тăрассишĕн Канашри предприятисемпе районти хуçалăхсен çыхăнăвне йĕркелерĕмĕр. Ĕçе вакунсем юсакан завод директорне Журомские те явăçтартăмăр. Уйăхра кашни талон пуçне 1 килограмм аш мар, 3 туянма саппас хатĕрлерĕмĕр. Сĕт, çăмарта пурне те çитнĕ.

 

Правительство ертÿçи

- КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Александр Петров сана 1989 çулхи чÿк уйăхĕнче камсем сĕннипе Министрсен Совечĕн Председательне уйăрса лартнă?

- Евгений Тертышный, Альберт Асиньин, Леонид Шевницын.

- Правительство мĕнпе асра юлчĕ?

- Бензин, солярка, чăлха-нуски, эрех, тăвар çукчĕ… Çавăнпа вĕсене республикăна илсе килессишĕн çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме тиврĕ. Патăрьел район ертÿçи Василий Петров райцентртан çывăхра сахăр завочĕ тăвассипе чутах тинкене илмерĕ. Эпĕ хирĕçчĕ, мĕншĕн тесен сахăр дефицичĕ нумая тăсăлманнине малтанах пĕлсе тăнă. Çав завода тума укçа, кăшман туса илме кирлĕ техника çителĕклĕ пулман. Каярахпа Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Валерьян Викторов тума ирĕк пачĕ. Анчах ырă тĕллев Пăла хĕрринчи çĕре хырса купаланипех вĕçленчĕ.

- Правительство Советсен çуртĕнче канашланă вăхăтра демократсем республика влаçне обкомăн çĕнĕ çуртне хăпартнăшăн критиклерĕç…

- Паян та ăна партин Тĕп Комитечĕ укçа çителĕклĕ уйăрнă вăхăтра туса пĕтермеллеччĕ тетĕп. Кăшкăракансене итлесе стройкăна «шăнтса лартрăмăр».

 

Дотаци пирки

- Министрсен Советĕнче 1992 çулхи пуш уйăхĕччен ĕçлерĕр. РСФСР хыснинчен республикăна укçа 1989-1991 çулсенче маларахринчен мĕнпур енĕпе сахалрах килнĕ тени чăнлăхпа килĕшсе тăрать-и?

- Тĕрĕс мар. Эпир укçа енĕпе йывăрлăх тÿсмен. Ельцинпа Гайдар влаçа килсен республикăна çуллен сахалрах куçарма тытăннă.

- Аркадий Айдак ертсе пынă Хресчен союзĕ те правительствăна вăйлах тапăнчĕ.

- Çапла. Союзăн тата манăн АПК умĕнчи ыйтусене татса памалли çул-йĕр тĕрлĕччĕ. Вăл хăйĕн интересĕсемшĕн çеç кĕрешетчĕ. «Парăр пире!» тесе кăшкăрнипе кăна экономика аталанаймасть.

- Реформăсем пуçлансан правительствăран кайма ыйтрĕç-и?

- Аслă Канаш ячĕпе ĕçрен тухма икĕ хутчен заявлени çыртăм - ыйтăва тивĕçтерчĕç.

- Мĕншĕн кайрăр?

- 1992 çулта йывăр чирлерĕм. Сывлăх хавшанине кура çемье ĕçе пăрахма ыйтрĕ - килĕшме тиврĕ. Инвалидноçпа пенсие тухрăм.

- Унтанпа вăхăта килте иртертĕр-и?

- Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ, çавăнпа чун унтах туртăнчĕ. 2002 çулта тăваттăн пухăнса Тăвай районĕнче предприяти уçса пăхрăмăр. 2003 çулта Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Вырăскас Пикших ялĕнчи хăмла пунктне туянтăмăр. Пирĕн производство объекчĕ унта вырнаçнă. Пурăнмалли пÿрт те пур. Налук инспекцийĕнче Н.Зайцев фермер хуçалăхне шута илтертĕм. Вăл çĕрулми туса илчĕ. Çапах ăна хупма тиврĕ. 2012 çулта Санкт-Петербургра биореактор туянтăмăр. Пĕлтĕр тата кăçал минерал удобренийĕпе, хими им-çамĕпе усă курмарăмăр. Çĕрулмине апатлантарма кирлĕ удобрение биореакторпа тислĕкрен, çĕрулми авринчен, купăста çулçинчен хатĕрлетпĕр. Хĕрача - Наталия - çак технологипе тухăçлă усă курать. Кăçал сăнакан кашни гектар лаптăкран 520 ц çĕрулми туса илчĕ.

- Йывăр вăхăтра ырă сĕнÿсем панăшăн камсене тав тăватăн?

- Сергей Шерне хреснаттене, ПАХ директорне Зинат Гадилова, Канашри ДРСУ пуçлăхĕ пулнă Егор Большова.

- Хаçат вулакансене мĕн сĕнетĕн?

- «Хыпара» çырăнса илсе общество пурнăçĕпе, экономикăри улшăнусемпе вăхăтра паллашма. Пурне те сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.