Вĕсен тивĕçĕ - бюджета пуянлатасси
Чаршав уçăлчĕ те - ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн залне пухăннисен умне форма тăхăннă пысăк йыш тухса тăчĕ. Пĕринчен тепри илемлĕ, мăнаçлă! Ку - республикăри налук инспекцийĕсен пĕрлештернĕ хорĕ. «Бюджета пуянлатасси - пирĕн тивĕç!» - РФ Налук органĕсен ĕçченĕн кунне тата Раççей налук органĕсене йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалланă уяв каçĕ çак йĕркесенчен пуçланакан юрăпа уçăлчĕ.
ФНСăн республикăри управленийĕн ертÿçи Марина Петрова ĕçтешĕсене уяв ячĕпе саламланă май ĕç кăтартăвĕсемпе те кĕскен паллаштарчĕ. Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Ен налукçисем пĕтĕмпе 26 млрд тенкĕ ытла налук пухнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртин 101: танлашать. 25 çул хушшинче пухнă налуксен виçи вара - 370 млрд тенкĕ!
Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Правительствин пуçлăхĕ Иван Моторин та служба ĕçченĕсене чĕререн тав турĕ: «Сирĕн ĕç патшалăха хăйĕн тивĕçне пурнăçлама, хыснана пуянлатма май парать». Федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров та Чăваш Енре «налук пухакан тытăм ăнăçлă ĕçлени, вăл патшалăхăн тата налук тÿлекенсен интересĕсен шайлашăвне тивĕçтерни» пирки иккĕленмест.
Финанс министрĕ Светлана Енилина вара ФНС управленийĕнче 25 çул, налук органĕсем йĕркеленнĕренпех, ĕçлекенсене ура çине тăма ыйтрĕ. Залра унашкаллисем чылайăн иккен. Пухăннисем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Министр вара пытармарĕ: «Экономикăри йывăрлăхсене кура çулталăк пуçламăшĕнче эпир бюджетăн япăх сценарине те хатĕрленĕччĕ. Анчах иккĕмĕш çур çулта ырă туртăмсем вăй илни куçкĕрет палăрчĕ, япăххи тÿрре тухмарĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле Чăваш Ен бюджетне 20 млрд тенкĕ ытла налук кĕрессе шанатпăр, çакă пĕлтĕрхинчен пысăкрах».
Паллах, награда та нумай пулчĕ. Чыса тивĕçнисен хушшинче - 7-мĕш налук инспекцийĕн инспекторĕ Галина Кондакова, ФНС управленийĕн ертÿçин заместителĕ /вăл чылай çул ертÿçĕ тивĕçĕсене те пурнăçларĕ/ Ольга Никина, 5-мĕш инспекци пуçлăхĕ Владимир Иванов, ыттисем... Тата - управленин пĕрремĕш ертÿçи, 25 çул каялла республикăра налук органĕсен тытăмне йĕркелес ĕçе ертсе пынă Геннадий Ильин. Геннадий Николаевич çав çулсем ансат мар пулнине пăхмасăр иртнĕ вăхăта ăшшăн аса илчĕ: «Пирĕн çырмашкăн хут та çителĕксĕрччĕ, ĕç хатĕрĕсенчен шут шăрçисем кăначчĕ...» Чĕрĕк ĕмĕрте налук служби чăннипех вăйлă аталаннă. Çапла пулмалла та: бюджетниксене укçа тÿлесси, бюджет учрежденийĕсене тытса тăрасси шăпах çак çынсен ĕçĕнчен нумай килет вĕт.
Палăртма кăмăллă: налукçăсем хăйсен уявĕнче массăллă информаци хатĕрĕсем пирки те манмарĕç. Тав хутне тивĕçнĕ МИХсен шутĕнче - «Хыпар» Издательство çурчĕ те. Тавах. Уяв ячĕпе, налукçăсем!
Николай КОНОВАЛОВ