Нихăçан та манăçман Ардалион Игнатьев

24 Чÿк, 2015

Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ çуралнăранпа - 85 çул

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, Европа чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă.

Ĕнел ялĕн Канашри учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ каччи çăмăл атлетикăна метеор пек вĕçсе кĕнĕ. Çирĕм çултах вăл 400 метра чупассипе республика чемпионĕ тата рекордсменĕ пулса тăрать, унтан Нальчикре ялти спортсменсен çĕршыв шайĕнче иртнĕ çуллахи спартакиадинче икĕ ылтăн медаль çĕнсе илет. 1952 çулта Совет Союзĕн командине Олимп вăййисене хутшăнма ирĕк панă. Çак вăйăсене кайма суйласа илмелли чупусенче СССР чемпионĕ тата рекордсменĕ хăйĕн юратнă 400 метрлă дистанцийĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса çурма финала тухать, çĕршыв рекордне çĕнетет, анчах та Олимпиадăран медальсĕр таврăнма тивет.

Çав тапхăртах Ардалион Игнатьев, халĕ ĕнтĕ Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ патшалăх физкультура институчĕн студенчĕ, Бухарестра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен IV фестивалĕнче тата Бернра иртнĕ Европа чемпионатĕнче 200 тата 400 метрлă дистанцисенче çĕнтерсе тăватă ылтăн медале тивĕçет, кашнинчех СССР рекордне лайăхлатать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче вăл пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче, Совет Союзĕнчи халăхсен I спартакиадинче çĕнтернĕ, СССР чемпионачĕсенче 16 хут ылтăн медале тивĕçнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.