Пĕр ыйхă çавăрса пурнăç тунă хĕрарăм
2015 çулхи кĕрхи хĕвеллĕ кун, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Елчĕк тăрăхĕнчи Таяпа Энтри ялĕнчи пĕр урамра хурлăхлă ушкăн йышлăн пуçтарăннă. Кăнтăрла иртсен хĕрарăмсем тупăк йăтса масар еннелле утнă. Ялта çакă темле майпа йăлана кĕнĕ ĕнтĕ - хĕрарăм тупăкне хĕрарăмсем йăтаççĕ. Май пулсан масара çитичченех.
Масар çинче ял-йыш тата икĕ ывăлĕ чунран тухакан сывпуллашу сăмахĕсем каласа, чыслăн тирпейлесе пытарчĕç Роза Ивановна Столбовăна. Иртнĕ аслă вăрçă пуçлансан çут тĕнчене килнĕскер çитес çул вăл 75 çул тултармаллаччĕ.
- Каçар, асанне, кÿрентернĕ пулсан, - терĕ 12-ри кĕçĕн мăнукĕ Ваня.
Çапла вĕçленчĕ хăй пурнăçĕнче ларса канма пĕлмен, ĕçре алли-ури çыпăçуллă чăваш хĕрарăмĕн çĕр çинчи пĕчĕк те пысăк савăнăçсемпе, çемье пархатарĕпе тата ял-йышра чăн хисепре пулнă тапхăрĕ.
- Çамрăк чухне атте-аннене кÿренни те пулнă пуль, - аса илеççĕ ывăлĕсем. - Касри ачасем вылянă чухне пирĕн ялан ĕçлемеллеччĕ. Атте-анне кÿршĕри Елчĕкре ĕçленĕ, унтан час таврăнман, килти ĕç йăлтах пирĕн çинчеччĕ. Выльăх чылай пулнă. Каярах çеç ăнлантăмăр: ачасене унтан ытла пиçĕхтерсе çын тума май та çук. Тавах атте-аннене пире ĕçлесе пурнăç тума вĕрентнĕшĕн. Малалла вулас...