Çулсем, техника юсавлăхĕ, парăмсем...
Пĕрисем тÿлеменни теприсене ура хурать, бюджета хавшатать
Транспорт министрĕ Владимир Доброхотов çул-йĕр организацийĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçланине палăртрĕ. Федераци çулĕсем çинче кăна 46 единица техника ĕçленĕ. Пĕтĕмпе вара республикăри çулсем пăрланасран сыхланса ятарлă 6 пин тоннăна яхăн хутăшпа усă курнă. Çулсем сăрталла хăпаракан вырăнсенче чăрмавсем пулнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса вĕсене сирнĕ. Çапах çивĕчлĕх пулнине шăмат кунпа вырсарни кун ытти чухнехинчен нумайрах аварие шута илни те çирĕплетет. Пĕтĕмпе, шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, 422 авари пулнă. Шел те, 3 çын вилмеллех суранланнă.
Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Кăçал çак ĕç валли пĕтĕмпе 494 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак виçен çурринчен ытларах пайĕ - федераци укçи. 349 млн тенкĕпе усă курнă та ĕнтĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 39 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Планпа çулталăк вĕçĕччен 41 пин çынна ĕçпе тивĕçтерме палăртаççĕ. Сергей Петрович раштав вĕçĕ тĕлне 42 пин çынна ĕçе вырнаçтарассине пĕлтерчĕ. Халь республикăра ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,7: танлашать. Кризис пырса çапнă 23 предприятире 5 пин ытла çын тулли мар ĕç кунĕн йĕркипе ĕçлет. Çакă та çулталăк пуçламăшĕнче палăртнă прогноз /10 пин çын/ шайĕнчен чылай пĕчĕкрех.
Чÿк уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре регионсен «Ăнăçлă бизнес стратегийĕпе практики» пĕрлехи форумĕ иртет. 11-мĕш хут йĕркелекенскере ку хутĕнче Пĕтĕм тĕнчери Пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалланă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин форума хальлĕхе 7 регионăн 187 представителĕ хутшăнассине çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. Çак йыш хушăнсах пырать, эппин, форум сумĕ ÿсни куçкĕрет.
ЧР Машинăсемпе техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Еландаев çулталăкри техосмотр кăтартвĕсемпе паллаштарчĕ. Чăваш Енре паян хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе прицепсен шучĕ 23 пин единица ытла. Предприятисенче çак техника шучĕ чакса пырать, уйрăм çынсен ÿсет. Пĕтĕмпе кăçал 11,5 пине яхăн единица техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Республика шайĕнчи вăтам кăтарту - 62,5:. Анчах хăш-пĕр районта çак цифра чылай пĕчĕкрех. Çĕмĕрлесен, сăмахран, 21: кăна. Эппин, унти техника юсавлăхĕ те иккĕленÿллĕ. Техникăна хĕле хатĕрленине хакламалли смотр-конкурсра кăçал Шупашкар районĕнчи «Атлашевский», Комсомольски районĕнчи «Çĕр улмине мухтав» хуçалăхсем, Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ» мала тухнă. Интереслĕ самант: çак смотра чылай çул йĕркеленĕ май Çĕмĕрле, Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Йĕпреç, Элĕк районĕсенчи хуçалăхсемпе предприятисем малти виçĕ вырăнран пĕрне йышăнни халиччен пулман иккен.
Темиçе министр çак кунсенче командировкăсенче пулнă та - çул çÿрев кăтартăвĕсем çинчен каласа пачĕç. Владимир Доброхотов, сăмахран, Самарта Михаил Бабич полпред ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă «Европа - Анăç Китай» автоçул тăвас ыйтăва та сÿтсе явнă. Çулăн Китайри пайне асăннă çĕршыв туса пĕтернĕ ĕнтĕ, Казахстан çитес çул вĕçлет. Раççей те ĕçе пуçăнасшăн - Мускавпа Питĕре, унтан тĕп хулапа Хусана, малалла Китаялла выртакан çула 2030 çулччен хута яма палăртнă. Çак çул çинчи транспортăн сехетри хăвăртлăхĕ 110-130 километрпа танлашмалла. Вăл Чăваш Ен урлă та иртĕ.
Ăçтарах - хальлĕхе татса паман. Вăл М-7 автоçултан, ял-хуларан инçерех пулмалла. Çавна май Владимир Анатольевич темиçе вариант пурри пирки каланă май çул Вăрнарпа Йĕпреç тăрăхĕсен хушшипе иртни вырăнлараххи çинчен каларĕ. Чăн та, премьер-министра ку хыпар хавхалантарнăнах туйăнмарĕ. «Китай çула туса пĕтернĕ, Раççей вара пуçăнман та...» - йĕкĕлтенĕ евĕрлĕрех илтĕнчĕ унăн реплики. Министр «канашлура çул тăвас тĕллев пирки уçăмлă сăмах пулни» пирки каласан та «çывăх вăхăтра тума пуçласса шанăпăр...» тенипех çырлахрĕ.
Спорт министрĕ Сергей Шелтуков вара РФ Спорт министерствинче иртнĕ канашлура пулнă. Унта тĕрлĕ обћект строительствин ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Чăваш Ене илес-тĕк - Шупашкарта Пăр кермене туса пĕтернĕ, «Олимпийский» стадион реконструкцине вĕçленĕ. Маунтинбайк тата биатлон центрĕсене хута ярасси вара каяраха куçать. «Ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен хамăр енчен те укçа уйăрассине тивĕçтерсен, 16-мĕш çул бюджетĕнче укçа пăхса хăварсан - строительствăна вĕçлессине тивĕçтерĕпĕр», - пĕтĕмлетрĕ министр.
Юлашки вăхăтра пурне те калаçтаракан темăран та пăрăнса иртмерĕ - Мускаври канашлура ун пирки те калаçу пулнă. Сăмах Шупашкарта ирттерме палăртнă хăвăрт утакансен тĕнче чемпионачĕ пирки. Допингсемпе çыхăннă пăтăрмаха пула ăна Чăваш Енре йĕркелемĕç текен хыпар пулнăччĕ. Сергей Шелтуков чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче «çÿлте» ку ыйтăва ятарласа пăхса тухассине пĕлтерчĕ - ăçта ирттерессине татса парĕç. «Хула вара хăвăрт утакансем валли трассăна асфальт сарма ĕлкĕрнĕччĕ», - терĕ кун пирки Иван Моторин. Анчах ку, унăн шучĕпе, сая каймĕ - «хула çыннисемшĕн лайăх пулĕ - трассăна вĕсем хаклĕç».
Юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе ку хутĕнче те канашлăва налук тÿлес енĕпе пысăк парăма кĕнĕ предприятисен ертÿçисене итлерĕç. Сăнанă тăрăх - «канашлу хыççăнах тÿлесе тататпăр» текенсем çукрах. Çапах çапла çÿллĕ шайра сÿтсе явни кăлăхах пулмасса шанас килет. Хальхинче чĕннисем те парăма çийĕнчех татма шантармарĕç. 1 млн тенкĕ ытла парăма кĕнĕ «Теплый дом» компани ертÿçи потребительсен предприяти умĕнчи парăмĕ 16 млн тенкĕпе танлашни çинчен каласа тÿрре тухасшăн пулчĕ. Çук, премьер ку сăмахсене хăлхана чикмерĕ: «Тÿлев графикне тăвăр, çулталăк вĕçлениччен парăма татмалла».
«Промышленные услуги» ООО парăма çывăх вăхăтра татасса шанни вара кăлăхах пулас. Унăн ертÿçи Вячеслав Нестеров компани «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсен каяшĕсене илсе тухас енĕпе ĕçлени пирки каларĕ. «Промтрактор», агрегат завочĕ вара ОООна укçа тÿлеймеççĕ - парăм 26 млн тенке çитнĕ. «Вĕсем тÿлесенех налукçăсен умĕнчи 4 млн ытла тенкĕлĕх парăма пĕр сăмахсăр татнă пулăттăмăр», - пăшăрханса калаçрĕ директор. Иван Моторин вара «трактористсен» лару-тăрăвĕ çывăх вăхăтра йĕркеленеймессе лайăх пĕлет те - ним калама аптранăнах туйăнчĕ. «Сирĕн ĕç-пуç çапла çивĕчленессе малтанах пĕлсе тăмалла, тивĕçлĕ план тумалла пулнă», - терĕ, налуксем бюджетниксене, бюджет учрежденийĕсене тытса тăма, социаллă ыйтусене татса пама кирли çинчен каларĕ.
Николай КОНОВАЛОВ