Комментари хушас

24 Чÿк, 2015

Укçа хакĕ: шутĕнче мар, пĕлсе усă курнинче

Республикăн çитес çулхи бюджечĕн проектне халăх итлевне кăлариччен темиçе хут та виçсе хакланă, паллах, кашни цифрине экономикăн паянхи лару-тăрăвĕпе килĕшÿллĕн шайлаштарнă, кашни тенкипе ăçта усă курасси пирки канашланă. Темиçе ала витĕр кăларнă: профильлĕ ведомствăсенче, Патшалăх Канашĕн комитечĕсенче тишкернĕ, экспертсен комиссийĕ хакланă, Тĕрĕслевпе шут палати витĕр тухнă. Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕ чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Правительство Çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче общественноçа анлă хутшăнтарса ирттернĕ халăх итлевĕнче пурпĕрех тĕрлĕ сĕнÿ-канаш тупăнчĕ. Хăшĕ-пĕри меллĕ самантпа усă курса утияла ытларах хăй çине «туртса илме» тăрăшрĕ. Халех паллă, çитес çул çăмăлах пулас çук. Çавăнпа та кăçалхи бюджетăн хăйне евĕрлĕхĕ пур: ытти çулсенче рес­публика бюджечĕн проектне виçĕ çуллăха йышăнаттăмăр, кăçалхине пĕр çул валли кăна çирĕплететпĕр. Çакă тĕнчери финанс тата чĕртавар рынокĕн пысăк волатильноçĕ /рынокри хак вăхăта кура улшăнма пултарассин тенденцийĕн кăтартăвĕ/ япăх витĕм кÿме пултарассипе çыхăннă. Бюджета макроэкономикăн çĕнĕ условийĕсенче хатĕрлесси те çав сăлтавпах çыхăннă. Унăн никĕсне Раççей Федерацийĕн çитес çул валли палăртнă бюджетпа налук политикине, Чăваш Республикин 2016-2018 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕн тĕп кăтартăвĕсене хывнă.

Республикăн бюджечĕн политикин тĕп енĕсем, паллах, унăн тытăмĕн финанс çирĕплĕхĕ, нумай вăхăтлăха хатĕрленĕ баланса пăхăнасси тата республика ертÿлĕхĕ хăй çине илнĕ обязательствăсене çирĕп пурнăçлани. 2016 çулхи бюджета хак панă чухне комитет председателĕ те, финанс министрĕ те, эксперт комиссийĕн ертÿçи те, тĕрĕслевпе шутлав палатин пуçлăхĕ те тĕнчери экономикăн япăх аталанăвне, Европăри çĕршывсен Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцийĕсене пула инвестици хывасси тата кăларакан продукцие туянасси чакма пултарассине шута илнине пытармарĕç. Финанс тытăмĕнчи тăнăçсăр лару-тăрăва та шута илнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.