Archive - 6 Авăн, 2014
Хыпар", 173-174 /26579-26580/ №, 06. 09. 2014
Çулçă сарнă сукмакпа утнă сарă кĕркунне. Пепкине Анна аппа çупăрланă хăй çумне... Çак сăмахсемпе пуçланать Геннадий Кузнецовăн «Чи телейлĕ кун» сăвви. Ăна мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаева халалланă. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕ - виççĕмĕш космонавт çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çак уява Чăваш Енре еплерех паллă тунă.
Андриян Николаев чăваш халăхĕн асĕнчех
Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексĕнче мухтавлă Андриянăмăрăн çуралнă кунне йышпа палăртнă кун яланах хĕвеллĕ, çутă, таса килнине пурте асăрханă-тăр. Урăхла пулма та пултараймасть пек, ентешĕмĕр питĕ уçă, ăш пиллĕ чунлăччĕ-кăмăллăччĕ. Иртнĕ вăхăтпа калаçатпăр пулин те вăл халĕ те чĕрĕ, пирĕн хушăрах пек.
Вăл пĕлĕте çĕрпе çывăхлатнă
Пушкăртра та юратса вулаççĕ
Вера Артемьева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнине суса кĕтĕве хăваланă хыççăн сумкине йăтса Треппел почта уйрăмне васкать. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ яла уйăрса панă ăна. Çулĕ вăрăм, утса ывăнмалăх пур. Эрнере виçĕ кун хаçат валеçет вăл. Унсăр пуçне ялти ватăсене пăхать.
Тĕнчипе палăрнă спортсменсен тăрăхĕнче
Çуралсанах куç хывнă та...
Интернет пулсан... савăшу кирлĕ мар
Интернет пирки вунă çул каялла çеç-ха ватăсем мар, çамрăксем те сахал пĕлеттĕмĕр. Унпа еплерех усă курмаллине хăнăхса çитеймессĕнех туйăнатчĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, общество та прогресс утăмсене аванах хăнăхнине куратпăр. Халĕ акă кинемейсемпе мучисем те компьютер умне ларчĕç, кĕсье телефонĕпе çыхăну йĕркелесси те вĕсемшĕн кăткăслăх çуратмасть. Пепкисем калаçма вĕреничченех компьютер çутса килĕшекен мультфильм яма пĕлнишĕн мухтанать ашшĕ-амăшĕ. Шкул ачисем пирки калама та кирлĕ мар: планшет, нетбук урокра та вĕсен аллинчен каймасть.