Комментари хушас

6 Авăн, 2014

Вăл пĕлĕте çĕрпе çывăхлатнă

СССР икĕ хут Геройне Андриян Николаев летчик космонавта чăваш халăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта хресчен çемйинче çуралнă вăл. Пурăннă пулсан çак кунсенче 85 çул тултаратчĕ.

Андриян Григорьевич тăван тăрăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнине палăртмалла. Социаллă нумай объект никĕсне хывма хутшăннă вăл. Çавна май трактор завочĕ, вун-вун шкул, больница, пурăнмалли çурт çĕкленнĕ. Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ. Вăл - Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ. Республикăри хуласемпе районсенчи 30 ытла урам унăн ячĕпе хисепленет.

Çапах тĕлĕнмелле вăхăтра пурăнатпăр эпир. Андриян Николаев пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 10 çул иртрĕ пулин те экран çинче сăнне курма, унран та ытла, калаçăвне итлеме, пултаратпăр. Унăн нумай аса илĕвĕ упранса юлнă.

Вăл орбитăра карапри креслăран вĕçерĕнсе скафандртан космонавтсенчен пĕрремĕш тухнă. Çавнашкалах Павел Попович украинпа пĕрле ушкăн вĕçевне хутшăннă. Ку та - çав вăхăтри çĕнĕлĕх. Чăваш никамран малтан 19 кун космосра пулни те яланлăхах историе юлнă...

Спортăн хăш тĕсĕпе кăсăкланни çинчен тăтăшах калаçтарнă ăна. Андриян Григорьевич гимнастикăна, çăмăл атлетикăна, акробатикăна юратнă. Çавнашкалах йĕлтĕрпе чупма, конькипе, велосипедпа ярăнма, баскетболла выляма, пăшалтан пеме кăмăлланă вăл. Унсăр пуçне сунара тата пулла çÿреме килĕштернĕ.

Космонавт юратнă апачĕсенчен пĕрне - çĕр улми яшкине - канмалли кунсенче дачăра хăех пĕçернĕ. Купăстапа, суханпа, кишĕрпе пĕрле тĕрлĕ техĕмлĕх янă. Çав вăхăтрах какай шеллеменнипе апат уйрăмах тутлă пиçнине пытарман. Çĕр улми яшкине хир сыснипе пăши какайне те хушнă сунарçă. Çакăнпа уйрăлса тăнă та унăн апачĕ.

Андриян Григорьевич «Вĕç, вĕç, куккук» чăваш халăх юррине юратнине те нумайăшĕ пĕлет. Чунран юрлайманнисене асăрхаттарса та каланă вăл.

Андриян Николаев пĕрре авланнă. Валентина Терешковăпа пĕрле 8 çул пурăннă. Вĕсен куç тулли хĕр Елена пур. Вăл - икĕ ача амăшĕ. Юлашки çулсенче Елена Андрияновна Чăваш Республикине тăтăш килсе çÿрени пире, паллах, савăнтарать. Тĕпренчĕкĕсене те хăйĕнчен хăварманни уйрăмах сăваплă.

Шуршăлти Андриян Николаев летчик космонавтăн Мемориал комплексĕ чăваш ятне çăлтăрсем патне çитернĕ ентĕшĕн кун-çулĕпе паллаштарать. Пĕчĕккисенчен пуçласа аслă ăру таранчченех çак тăрăха çитсе килесшĕн. Экскурси хыççăн ачасен уйрăмах каласа кăтартмалли нумай. Çĕрпе пĕлĕте çывăхлатакан экспонатсем вĕсен асĕнче юлни иккĕлентермест.

Аса илтеретĕп, халĕ Мемориал комплексне космонавтика музейĕ, «Ракета» стела, Николаевсен музей-çурчĕ, Андриян Николаевăн бронза бюсчĕ, шыв сикки, часавай, парк кĕрет. Музейăн 5 залĕ çак пайсене пĕрлештерет: «А.Г.Николаевăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ», «Космос - вĕçĕ-хĕррисĕр çул», «Сывлăх сунатăп, çĕр», «Астрономи класĕ», «Циолковский шухăшне пурнăçа кĕртни». Экспонатсене 1972 çулта пуçтарма пуçланă. Ун чухне шкул музейне Андриян Григорьевичăн амăшĕ Анна Алексеевна ывăлĕн япалисене пырса панă. Кайран космонавт хăй те музее пуянлатма нумай пулăшнă. Малтанхи вăхăтрах çулсерен Шуршăла 50-шар пин хăна пырса çÿренĕ. Унтанпа экскурсие пынисен йышĕ 2 миллионран та иртнĕ.

* * *

А.Г.Николаев космонавт летчикăн Шуршăлти мемориал комплексĕнче мухтавлă Андриянăмăрăн çуралнă кунĕ яланах хĕвеллĕ, çутă килнине пурте асăрханă-тăр. Урăхла пулма та пултараймасть пек, ентешĕмĕр хăй те питĕ уçă, ăш пиллĕ чунлă-кăмăллăччĕ. Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕн 85 çулхи юбилейне сумлă палăртма çав кун ăçтан кăна килсе çитмерĕç-ши çĕр-шывĕпех палăрнă чăваш ялне: Мускавран - тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕсем Олег Новицкий, Юрий Батурин, "Восток" космос карапĕн никĕслевçи, космос карапĕсене вĕçеве хатĕрлекен ăслăлăхпа техника центрĕн Виктор Благов, "Новости космонавтики" журнал редакторĕ Игорь Маринин, тĕп хуламăрти чăвашсен наци культурин автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев тата Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова мăшăрĕпе, ывăлĕпе, тăванĕсемпе. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен делегацисен йышĕнче вун-вун хăна пулчĕ. Вĕсен йышĕнче хамăр республика ертÿлĕхĕ, тĕрлĕ шайри депутатсем, шкулта вĕренекенсем, çамрăк космонавтсен отрячĕсен хастарĕсем...

Савăнăçлă митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те ачаранах Андриян Григорьевичран тĕслĕх илнине, унпа мăнаçланнине палăртрĕ, унăн сăнарĕ, ячĕ яланах халăх асĕнче упраннине çирĕплетрĕ.

Михаил Васильевич пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме-пурăнма ырă сунчĕ. Елена Андрияновна калани те пил евĕр илтĕнчĕ: "Атте хăйĕн тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ, тăван чĕлхене питĕ хисеплетчĕ. Чĕлхене юратăр, хисеплĕр. Вăл пурнăç тымарĕ. Çуралнă кĕтесе яланах асра тытăр, унăн хăвачĕшĕн тăрăшăр. Тĕнчери чи хаклă çынсене эпĕ те атте чĕлхипе хисеплеме пĕлетĕп, вĕсем - аттепе анне!

Шупашкарта тата Шуршăлта, аттене çуратса ÿстернĕ çĕр çинче татах пулма тÿр килнишĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Ырă туйăмлă çынсен ытамне лекме, хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Тĕлĕнмелле ырă туйăмсем çупăрлаççĕ мана, ăна палăртма сăмахăм çитмест. Пурне те ыррине кăна сунатăп..."

Олег Новицкий, Алексей Леонов, Петр Климук космос паттăрĕсем, Ю.Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатĕрлекен центрăн ертÿçин пулăшуçи Виктор Плакида хăйсен ĕçтешĕ тата пирĕн ентешĕмĕр, çавăнпа пĕрлех чăваш халăхĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. "Кăмăлне, тараватлăхне, тĕплĕлĕхне, ĕçченлĕхне уйрăммăн палăртмасăр хăварсан пире намăс та, - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. - Çакăн пек халăх кăна çакăн пек паттăр ывăл çуратма пултарнă..."

А.Николаевпа В.Терешковăн хĕрĕпе кĕрÿшĕ тата мăнукĕ Андрей, вĕсемпе пĕрле килнĕ хăнасем чăваш халăхĕ хăйсене мĕнле хисеплесе юратнине кашни утăмра туйса тăчĕç. Таса Адрианпа Наталья часавайне кĕрсе ашшĕн вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç, унăн ячĕпе çурта çутрĕç.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн çуралнă кунне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уяв иртрĕ.

Уяв çинчен тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчи номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Мария РОМАНСКАЯ,
Юрий СТЕПАНОВ,
Валентина БАГАДЕРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.