Çуралсанах куç хывнă та...

6 Авăн, 2014

Çĕрпÿри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, депутат, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн пуçлăхĕ Наталья Михайловна çут тĕнчене хĕлле килнĕ. Ача çуратмалли çуртран илсе тухнăскерне çийĕнчех киле илсе çитереймен. Çула юр хÿсе лартнăран ăшăнмашкăн Тĕнсĕрти Ильинсем патне илсе кĕнĕ ăна. "Хĕр ачана илсе юлăпăр..." - тĕпренчĕк йĕри-тавра çаврăннă иккĕри Валера. Вăхăт иртсен шăпах çав хĕре куç хывса качча илнĕ вăл. Ача шăпи çуралсанах çырăннине епле ĕненмĕн?

"Ачасем ашшĕ ÿсĕр çÿренине курман", - тет Наталья Михайловна. Пĕр-пĕринпе канашласа ĕçе пуçăнаççĕ вĕсем. "Атя, пыл хурчĕсем тытма пуçлăпăр", - пĕрре сăмах пуçарнă Валерий Петрович. Малтан хурт-хăмăр сăхсан ÿт хĕрелсе шыçни пирки маннă тейĕн вăл. Ильинсем хĕлĕпе энциклопеди вуланă та пахчара шăкăрин вĕлле лартса тухнă. Халĕ пыл çисе киленеççĕ.

Ĕçке хирĕç

"Ирхине урамри çынсен калаçăвĕ вăратрĕ. "Фанфурик" туянасшăн хайхисем. Ăçта мĕн хакпа сутнине сÿтсе яваççĕ", - аса илет Наталья Ильина. Ку хыпар та ĕçре пулăшнă ăна. Çĕрпÿсем ĕçкĕпе те вирлĕ кĕрешеççĕ. Рейдсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. "Лавкка, аптека сутуçисем те пирĕнпе пĕр шухăшлă. "Фанфурик" сутмалла мар тăк - илсе хурăпăр", - теççĕ", - ăнлантарать хĕрарăм. Чăн та, халăх кар тăрсан йĕркесĕрлĕхе çĕнтерме çăмăлрах.

Ĕçекен ашшĕ-амăшне сипленме ăсатнин витĕмĕ те пурах. Çак йышăн пĕр пайĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма пуçлани те - ыттисемшĕн тĕслĕх.

Психологпа, пачăшкăпа канашлани çемьене сыхласа хăварма май пани тавра та калаçу пуçарчĕ Наталья Михайловна. Юратса пĕрлешнĕскерсем пĕр-пĕрне каçарма, çĕнĕ пурнăç пуçлама вăй çитерни нимрен хаклă.

Тăванĕсене мар тăк, патшалăха кирлĕ

Ĕмĕр тăршшĕпех кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ çын та ватăлсан никама кирлĕ мар пулса тухать. Унашкаллисене социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем Патăрьелти вăхăтлăх вырнаçмалли пункта ăсатаççĕ.

"Ункăçумĕнчи пĕр хĕрарăмăн куçĕ пÿрленме пуçланăччĕ. Халсăрлансах çитнĕччĕ вăл. Ватта больницăна хутăмăр, унăн куçне операци турĕç. Халĕ хĕрарăм хăйне лайăх туять. Тивĕçлĕ канури çын Патăрьелти пункта вырнаçтарнăшăн çав тери кăмăллă. Кашни тĕл пулмассерен пире валли ăшă сăмах тупать", - тăсăлать калаçу.

Тивĕçлĕ канурисем вĕренеççĕ

Халăха социаллă пулăшу паракан центрта аслă ÿсĕмрисен университетне уçни те - çĕнĕлĕх. Унта пĕлÿ илекенсем çулла каникулта канаççĕ. Сăмах май, аслă шкулта 4 факультет ĕçлет. Çакăнта ватăсене çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ, юристпа, сывлăх сыхлавçисемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, фитотерапи хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштараççĕ, тутлă апат пĕçерме хăнăхтараççĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем зарядкăна тухаççĕ, экскурсие каяççĕ.

Килти хăтлăх, çемьери килĕшÿ кирек кама та вăй парса тăрать. Наталья Михайловнăн ăшă кăмăлĕ, çаврăнăçулăхĕ, тараватлăхĕ вара пурне те çунатлантарать.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.