Комментари хушас

6 Авăн, 2014

Андриян Николаев чăваш халăхĕн асĕнчех

Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексĕнче мухтавлă Андриянăмăрăн çуралнă кунне йышпа палăртнă кун яланах хĕвеллĕ, çутă, таса килнине пурте асăрханă-тăр. Урăхла пулма та пултараймасть пек, ентешĕмĕр питĕ уçă, ăш пиллĕ чунлăччĕ-кăмăллăччĕ. Иртнĕ вăхăтпа калаçатпăр пулин те вăл халĕ те чĕрĕ, пирĕн хушăрах пек. Виçĕм кун та çанталăк кăштах ăмăрччĕ, ĕнер вара хĕвел хăйĕн шевлисене шеллемерĕ.

Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавчĕн 85 çулхи юбилейне сумлă палăртма çав кун ăçтан кăна килсе çитмерĕç-ши çĕр-шывĕпех палăрнă чăваш ялне, Мускавран - тĕнче уçлăхĕн паттăрĕсем, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕсем Петр Климук генерал-полковник, Алексей Леонов генерал-майор, Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Соловьев, Раççей Геройĕсем Олег Новицкий, Юрий Батурин, "Восток” космос карапĕн никĕслевçи, космос карапĕсене вĕçеве хатĕрлекен ăслăлăхпа техника центрĕн тĕп специалисчĕ Виктор Благов, "Новости космонавтики" журнал редакторĕ Игорь Маринин, тĕп хуламăрти чăвашсен наци культурин автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев тата Андриян Григорьевичпа Валентина Владимировна хĕрĕ Елена Андрияновна Терешкова мăшăрĕпе, ывăлĕпе, тăванĕсемпе. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен делегацисен йышĕнче вун-вун хăна пулчĕ. Вĕсен йышĕнче хамăр республика ертÿлĕхĕ, тĕрлĕ шайри депутатсем, шкулта вĕренекенсем, çамрăк космонавтсен отрячĕсен хастарĕсем...

Юбилее хатĕрленсе комплекс дирекцийĕ пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Уява çĕнĕлле ирттерчĕç тесен те йăнăш мар. Хальхинче хăнасене Андриян Николаев космосра пĕрремĕш хут пулнă хыççăн çĕкленĕ палăк умĕнче кĕтсе илчĕç. Ун хыçĕнчи сад территорийĕпе хывнă аллейăпа музей çурчĕ умĕнчи лапама тухиччен темиçе тĕлĕнтермĕш кĕтрĕ хăнасене. Чи пĕлтерĕшли - Совет Союзĕпе Раççей комсонавчĕсен сăн ÿкерчĕксен галерейи. Унта тĕнче уçлăхĕнче пулнă кашни паттăрăн сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне - тулли биографийĕ, сумлă ячĕсем, наградисем тата ытти информаци, вĕçев мĕн вăхăт тăсăлнă, миçе хут уçлăха çĕкленнĕ, уçлăха миçе хут тухнă тата ытти те. Тавралла вырнаçтарнă мониторсенче Андриян Григорьевичăн икĕ вĕçевĕнчи, çемьери, ĕç-хĕлĕнчи сюжетсем пĕр-пĕрне ылмаштарса пычĕç, космоса тата космонавтсене халалланă юрăсем янăрарĕç. Тÿпере - çăмăл самолет. Летчик тĕрлĕ фигура туса халăха тĕлĕнтерчĕ.

Пулас космонавтăн ачалăхĕ иртнĕ çурт умĕнчи виçĕ сыпăкран тăракан сценкăсене ялти культура керменĕ çумĕнчи халăх пултарулăхĕн коллективĕн ăстисем пĕчĕкçĕ çеç Унтрийкка çут тĕнчене килнине, ÿссе шкула чупнине, çулсем иртнĕçемĕн çар летчикĕ пулса тăнине, унтан космоса çĕкленнине сăнарларĕç.

Савăнăçлă митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те ачаранах Андриян Григорьевичран тĕслĕх илнине, унпа мăнаçланнине пĕлтерчĕ, унăн сăнарĕ, ячĕ яланах халăх асĕнче упраннине çирĕплетрĕ.

Михаил Васильевич пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăмăршăн тăрăшса ĕçлеме-пурăнма ырă сунчĕ. Елена Андрияновна калани те пил евĕр илтĕнчĕ, "Атте хăйĕн тăван кĕтесне питĕ юрататчĕ, уншăн çав тери тунсăхлатчĕ, тăван чĕлхене питĕ хисеплетчĕ. Чĕлхене юратăр, хисеплĕр. Вăл пурнăç тымарĕ. Çуралнă кĕтесе яланах асра тытăр, унăн хăвачĕшĕн тăрăшăр. Тĕнчери чи хаклă çынсене эпĕ те атте чĕлхипе хисеплеме пĕлетĕп, вĕсем - аттепе анне!

Шупашкара тата Шуршăла, аттене çуратса ÿстернĕ çĕр çинче татах пулма тÿр килнишĕн эпĕ питĕ хĕпĕртетĕп. Ырă туйăмлă çынсен ытамне лекме, хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Тĕлĕнмелле ырă туйăмсем çупăрлаççĕ мана, ăна палăртма сăмахăм çитмест. Пурне те ыррине кăна сунатăп..."

Юлашкинчен каланă "Куратăр-и, паян та таса, уçă, лăпкă çанталăк. Атте кăмăлĕ пек..." сăмахсем те тÿрре тухрĕç. Чăннипех çакăн пек пулчĕ те çурла уйăхĕн 5-мĕшĕ - Андриянăмăрпа унăн амăшĕ Анна Алексеевна çуралнă кун.

Олег Новицкий, Алексей Леонов, Петр Климук космос паттăрĕсем, Ю.Гагарин ячĕллĕ космонавтсене хатĕрлекен центрăн ертÿçин пулăшуçи Виктор Плакида хăйсен ĕçтешĕ тата пирĕн ентешĕмĕр, çавăнпа пĕрлех чăваш халăхĕ пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. "Кăмăлне, тараватлăхне, тĕплĕлĕхне, ĕçченлĕхне уйрăммăн палăртмасăр хăварсан пире намăс та, - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. - Çакăн пек халăх кăна çакăн пек паттăр ывăл çуратма пултарнă..."

Виктор Плакида çĕр-шывăмăрăн космонавтикине пропагандăлама пысăк тÿпе хывнăшăн центр пуçлăхĕ Раççей Геройĕ Юрий Лончаков космонавт летчик алă пуснă Дипломпа Космонавтика музейĕн директорне Александр Тукмакова, тĕп управçине Зоя Антоновăна тата сотрудникне Тамара Лебедевăна чысларĕ.

Нумай мероприяти иртнĕ çак кун. Вăл шутра - йăлана кĕнĕ спорт эстафети, "Сĕнтĕрвăрри - Шуршăл” агитчупу, районти "Пирĕн сăмах” хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ çăмăл атлетсен турнирĕ, шкул ачисен чи лайăх сочиненийĕсен, сăввисемпе ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ, шахматистсен тупăшăвĕ тата ытти те. Уяв вĕçленнĕ чухне вĕсен çĕнтерÿçисене сумлă хăнасем чысларĕç.

А.Николаевпа В.Терешковăн хĕрĕпе кĕрÿшĕ тата мăнукĕ Андрей, вĕсемпе пĕрле килнĕ хăнасем чăваш халăхĕ хăйсене мĕнле хисеплесе юратнине кашни утăмра туйса тăчĕç. Таса Адрианпа Наталья часавайне кĕрсе ашшĕн вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç, унăн ячĕпе çурта çутрĕç. "Хыпар" хаçат корреспонденчĕ ыйтнипе чăвашпа вырăс хĕрĕ тăван республикăмăрти тĕрлĕ наци çыннине çакăн пек ăш пиллĕ сăмахпа тав турĕ. "Мана сирĕнпе, сирĕн хушăра пулма питĕ кăмăллă. Аттен юратнă кĕтесĕ маншăн та çывăх, вăл ырă туйăмсен оазисĕ пек туйăнать! Çак кĕтесе юратма мана атте вĕрентрĕ. Атте çуралнă кĕтесне, халăхне хăй пурнăçран кайичченех асра тытрĕ, тăтăш пулайманран пăшăрханатчĕ те. Тăван халăх ятне ямарĕ, унăн сумне тата çÿлерех çĕклерĕ. Аттене ялан асра тытнăшăн, ăна хисепленĕшĕн сире чĕререн тав тăватăп”.

• • •

Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тăван республикăна чапа кăларчĕ, Çĕр чăмăрĕн пĕр пĕчĕк пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтерчĕ. Ĕнер Совет Союзĕн икĕ хут геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Шел, хăй çак куна пурăнса çитеймерĕ.

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн çуралнă кунне халалласа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, хĕрĕ Елена Терешкова-Николаева, ĕçтешĕсем, юлташĕсем, тăванĕсем, ăна юратса хисепленĕ çынсем йышлăн пухăнчĕç.

- Паян чăваш халăхĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем - Андриян Григорьевичăн юлташĕсем космонавтсем, çывăх тăванĕсем - уяв кăмăлне тата та ытларах çĕклеççĕ. Виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕшĕн мăнаçланатпăр. Вăл пурнăçа амăшĕ вĕрентнĕ пек тÿрĕ пурăнса ирттернĕ. Ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе, вашаватлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе ялан палăрса тăнă. Унăн вилĕмсĕр ятне ылтăн сас паллисемпе тĕнче космос историне çырса хунă. Çутă сăнарĕ ĕмĕр халăх асĕнче, ентешĕсен чĕрисенче упранĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява уçнă тата пухăннисене саламланă май.

Андриян Григорьевич чăн-чăн этем пулнине унăн çывăх юлташĕ Алексей Леонов космонавт летчик та палăртрĕ,

- Пĕрремĕш хут Андриянпа 1959 çулта Сокольникире, госпитальте, тĕл пулнăччĕ. Космонавт пулма суйласа илнĕ виçĕ пин çамрăкран çирĕп тĕрĕслев витĕр çирĕмĕн тухрăмăр. Çав йыша мана та, Андрюшăна та лекме турă çырнă. Хальхи вăхăтра тĕнче уçлăхне хывнă çул-йĕр пирки тĕплĕ пĕлекенсем тăваттăн кăна тăрса юлтăмăр. Андриян Григорьевич пĕтĕмпех тÿссе ирттернисен - этемлĕх историне тăвакансен - шутĕнчен. Шанчăклă юлташ вăл. Кирек епле задание те чĕре хушнă пек, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Тăван республика ырлăхĕшĕн нумай тăрăшнă вăл.

Алексей Леоновăн та çак кунсенче - çавра дата. Михаил Васильевич ăна 80 çул тултарнă ятпа саламларĕ, наградăпа чысларĕ.

- Чăваш Ене нумай хутчен килнĕ эпĕ. Андриянпа та, унсăр та... Кашнинчех тавралăха сăнатăп. Халĕ те акă самолетпа вĕçнĕ чухне курса тĕлĕнтĕм, йĕри-тавра тирпейлĕ, тап-таса хирсем сарăлса выртаççĕ. Пĕлетĕп, кунта ĕçчен халăх пурăнать. Ертÿçисем ертсе пыма пĕлеççĕ тата, - хăйне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă май палăртрĕ космонавт.

РФ космонавт летчикĕ, Раççей Геройĕ Юрий Батурин чăвашсем хăйсен ентешне çапла чыслани тĕлĕнтернине пĕлтерчĕ,

- Космонавт çуралнă кунĕ - кашни шкулшăн, ял-хулашăн, пĕтĕм республикăшăн чăн-чăн уяв. Ентеше çапла сума суни пысăк чыс. Андриян Николаевич çакна тивĕç те. Вăл кашниншĕн, çав шутра космонавтсемшĕн те, çутă тĕслĕх.

Хальхи вăхăтра Çĕр планета таврашĕнчи уçлăхра ĕçлекен космонавтсем драма театрĕпе çыхăнчĕç, мухтавлă ентешĕмĕрĕн çуралнă кунĕпе саламларĕç.

Ашшĕн çуралнă тата ас тăвăм кунĕсенче хĕрĕ Елена кашни çулах Чăваш Ене килет. Хальхинче мăшăрĕпе тата ывăлĕпе, çывăх çыннисемпе çитнĕ вăл. Андриян Григорьевичăн мăнукĕ Андрей аслашшĕ суйланă пурнăç çулне малалла тăсма, летчик пулма ĕмĕтленет. "Эпĕ - чăваш”, - тет вăл хăй пирки мăнаçлăн.

Елена Андрияновна сăмах калама пуçласан чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç.

- Атте юнашар çуккине ĕненессĕм килмест. Туятăп, вăл ялан çумра. Эсир манăн аттене асра тытни, манманни чуна чĕрĕлĕх парать. Ахăртнех, халĕ вăл çÿлтен сăнать. Хăйне еплерех сума сунине курса савăнать. Унăн ячĕпе чаплă уяв йĕркеленĕ, унăн тăван çĕр-шывне юлташĕсем, пĕрле ĕçленĕ космонавтсем килнĕ. Сире пуриншĕн те тавтапуç! - юлашки сăмаха вăл чăвашлах каларĕ.

Ентешĕмĕрпе пĕрле ĕçленĕ космонавтсем Андриян Григорьевичпа çыхăннă чылай саманта аса илчĕç. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн уçлăхалла выртнă çулĕ такăр пулманнине экран çинче пĕрин хыççăн тепри улшăнакан кадрсем, сăн ÿкерчĕксем туллин çирĕплетрĕç. Тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн сахал мар вăй хума тивнĕ унăн. А.Николаевăн мухтавлă ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та манăçмĕ. Ăна малалла тăсакансем ÿссех пыраççĕ. Шуршăлти шкул ачисем "Николаевăн çутă сăнарĕ вĕсене пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшассине, унăн тĕслĕхĕпе хавхаланса Раççее юрăхлă çынсем пулса ÿсме тăрăшнине” пĕлтерчĕç.

Космонавтсене хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ ăслăлăх тĕпчев центрĕн пуçлăхĕн пулăшуçи Виктор Плакида ЧР Пуçлăхне М.Игнатьева тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Ю.Попова космос ĕçне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп паллисемпе чысларĕ.

Мĕнле уяв мухтавлă Андриянăмăр юратнă юррисĕр ирттĕр? Симфони капелли "Вĕç-вĕç, куккук" юрра шăрантарчĕ. Уява концерт малалла тăсрĕ.

 

Юрий СТЕПАНОВ,
Валентина БАГАДЕРОВА.

Сăн ўкерчĕксене "СЧ" хаçатран илнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.