Комментари хушас

6 Авăн, 2014

Пушкăртра та юратса вулаççĕ

Вера Артемьева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнине суса кĕтĕве хăваланă хыççăн сумкине йăтса Треппел почта уйрăмне васкать. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ яла уйăрса панă ăна. Çулĕ вăрăм, утса ывăнмалăх пур. Эрнере виçĕ кун хаçат валеçет вăл. Унсăр пуçне ялти ватăсене пăхать. Амăшĕ Нина аппа ĕмĕр-ĕмĕр почтальонра тăрăшнăран çак ĕçе лайăх пĕлет Вера: йĕпе-сапине, çил-тăманне пăхмасăр аппăшĕ-йăмăкĕпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен хаçат валеçме тивнĕ унăн.

Пушă вăхăтра хăвăртрах ялти культура çуртне васкать Вера Михайловна. Уявсене хутшăнать, спектакльсенче вылять. "Сан артист кăна пулмалла", - тесе пĕрре мар каланă ăна.

Стерлитамакри физкультура техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер хĕлле йĕлтĕрпе чупма юратать. Спортпа туслă çемьене районта та аван пĕлеççĕ. Республикăра иртекен ăмăртусенче те чылай çĕнтернĕ вăл. Улттăмĕш класра вĕренекен хĕрĕ Анжела ытларах теннисла выляма кăмăллать.

Треппел почта уйрăмĕнче халĕччен пĕртен пĕр çын çеç - чăваш чĕлхи учителĕ Елизавета Миронова - çырăнса илнине кура Верăпа иксĕмĕр ял çыннисене "Чăваш хĕрарăмĕпе" туслаштарма шухăшларăмăр. Каç енне çеç таврăнтăмăр киле. Пушкăрт чăвашĕсен йăли çапла. Килнĕ çынна сĕтел хушшине лартмасăр, чейпе хăналамасăр кăларса ямаççĕ. Чылай килте юратсах çырăнчĕç пирĕн кăларăма. Авăн уйăхĕнчен тытăнса Треппел почта уйрăмне 26 экземпляр "Чăваш хĕрарăмĕ" килсе тăма пуçлĕ. Çак тăрăхри Кăтаймас, Пишкайăнпа Çĕньял ялĕсем те малашне пирĕн хаçата юратса вулĕç.

Туссен йышĕ тата ÿсмеллеччĕ те, нумайăшĕн алăкĕ çинче çăра çакăнса тăратчĕ. Халăх çу кунĕсенче килте лармасть çав.

Елена АТАМАНОВА.

Пушкăртстан.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.