Аслисенчен вĕренеççĕ

6 Авăн, 2014

Пурнăçа юратакансем тата кĕнекепе туслашнисем кирек мĕнле çанталăкра та Вăрмарти тĕп библиотекăна пуçтарăнаççĕ. Çакăнта хĕрарăмсен "Сударушка" пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи Светлана Щербакова пурне те ырă сунса кĕтсе илет. Сĕтел çинче мăн хырăмлă сăмавар сас кăларса ларать, Светлана Михайловна васкаса чей хатĕрлет. Курав стенчĕсем çинче - тĕрлĕ темăпа кăларнă кĕнекесем, журналсем.

Кашни тĕл пулу уява çаврăнать. Хăш-пĕр чухне юрă итлеççĕ вĕсем. Е хăйсемех юрлаççĕ, сăвă вулаççĕ. Ветерансем, тавра пĕлÿçĕсем, çыравçăсем хăнана кĕни те хăпартлантарать хĕрарăмсене.

"Сударушка" йышĕнчи хастарсем тавра курăма аталантарнисĕр пуçне ал ĕçĕпе те аппаланаççĕ. Йĕппе тата çекĕлпе çыхнă япаласем ытла та илĕртÿллĕ. Пĕрле пуçтарăнсан ăсталăх класĕсем ирттерме ансат. Ал ĕçĕсен куравĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнĕ.

Хĕрарăмсем тĕрлĕ эреш çыхнă вăхăтра Светлана Щербакова кĕнекери, журналти сĕнÿ-канашпа паллаштарать. Çакă кил таврашне тирпей-илем кĕртме те, выльăх-чĕрлĕх самăртма та, пысăк тухăç илме те пулăшать. Кунта пуçтарăнакансем çавнашкалах мода çĕнĕлĕхĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ. Унсăр пуçне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, сывлăх, пенси ыйтăвĕсем интереслентереççĕ вĕсене. Интернет тата журналти статья урлă йăлтах уçăмлатма пулать иккен.

"Сударушкăсем" патне "сударьсем" те кĕркелеççĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсен калаçмалли, сÿтсе явмалли тем чухлех тупăнать.

Нумаях пулмасть çак пĕрлешÿ хăйĕн 5 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сăн ÿкерчĕк альбомĕ иртнĕ кунсене аса илтерчĕ.

Ларма тухни, улаха пуçтарăнни тĕрлĕ ăру çыннисене çывăхлатать. Çамрăксем аслисен пурнăç опытне ăша хываççĕ.

 

Татьяна ДОРОФЕЕВА-МИРО.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.