Интернет пулсан... савăшу кирлĕ мар

6 Авăн, 2014

Интернет пирки вунă çул каялла çеç-ха ватăсем мар, çамрăксем те сахал пĕлеттĕмĕр. Унпа еплерех усă курмаллине хăнăхса çитеймессĕнех туйăнатчĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, общество та прогресс утăмсене аванах хăнăхнине куратпăр. Халĕ акă кинемейсемпе мучисем те компьютер умне ларчĕç, кĕсье телефонĕпе çыхăну йĕркелесси те вĕсемшĕн кăткăслăх çуратмасть. Пепкисем калаçма вĕреничченех компьютер çутса килĕшекен мультфильм яма пĕлнишĕн мухтанать ашшĕ-амăшĕ. Шкул ачисем пирки калама та кирлĕ мар: планшет, нетбук урокра та вĕсен аллинчен каймасть.

Интернета тиркекен те, ырлакан та пур. Çапах та хапăлласа йышăнакансен шучĕ ытларах. Ара, мĕн кăна çук унта! Çĕр-шыври хыпарсем, чикĕ леш енче епле пурăнни, "çăлтăрсенчен" кам кама юратни-пăрахни... Вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн те шĕкĕлчемелли тем чухлех. Тус-тантăшпа, пĕлĕш-тăванпа та çăмăллăнах хутшăнма пулать мар-и? Алла калем тытса çыру çырас вырăнне Интернетпа хăвăртах çыхăнма меллĕ. Ют хулари тус-тăван патне тăтăшах çÿреме май килмест. Халĕ скайппа пĕр-пĕрин çине пăхса калаçма та пулать. Çакна вара никам та "япăх пулăм" тесе хакламĕ.

Çапах та начарри те куç умĕнче. Тĕнчене ярса илнĕ тетел эрешмен пек картине туртать те туртать. Ачасен урамра ытларах çÿреме тăрăшмалла тетпĕр те, халĕ йăлт улăшăнчĕ. Компьютер умне "çыпăçсах" ларнăскерсене лапталла выляма та, тăвайккинчен çунашкапа ярăнма та, йĕлтĕрпе ăмăртмалла чупма та хăваласа яраймăн. Эпир, сăмахран, çакăн пек выляса-кулса çитĕннĕ. Техника вара куçа та, пуçа та ывăнтарать, шăм-шак та çамрăклах хытать.

Ачасем кăна мар, аслисем те сереперен уйрăлаймаççĕ. NewsEffector аналитика компанийĕ тĕпчевĕ тăрăх - ыйтăма хутшăннă Раççей çыннисен 53% /18-55 çулсенчисем/ хăйсен пурнăçне Интернетсăр курманнине палăртнă. Тетел çыхăнăвĕ вăхăтлăх татăлнăшăн 33% хăйсене лăпкă туйманнине пытарман. Çулсем иртнĕ вăхăта ытларах та ытларах компюьтер умĕнче ларнине 61% пĕлтернĕ. "Тетеле кĕрессишĕн мĕн пама хатĕр?" - ыйтăва респондентсем хуравланă. Арçынсен 68% тата хĕрарăмсен 42% вĕри шывсăр ларма хирĕç мар, арçынсен 45% тата хĕрарăмсен 56% диетăна пăхăнма килĕшнĕ, арçынсен 12% тата хĕрарăмсен 9% Интернета савăшупа, çемьери хутшăнупа ылмаштарма хатĕр.

Раççейри 8-10 çулсенчи ачасен 80% Интернетпа усă курать. Телефон, компьютер - вĕсен алă айĕнчех. "Рамблер Топ 100" рейтингĕ палăртнă тăрăх, ытларахăшĕ вăйă сайтĕнче ларать. Çавăн пекех хатĕр сочиненисен, килти ĕçсен, рефератсен ресурсĕсене кĕрсе тухаççĕ. Чăнах та, вĕренÿре питĕ пулăшакан хатĕр вăл. Анчах хăрушлăх та кÿме пултарнине манмалла мар. Ачасен сывлăхĕпе аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хăтарассине патшалăх та хăйĕн çине илчĕ, тивĕçлĕ саккун йышăнчĕ, çул çитменнисене кĕме юраман сайтсен пĕрлехи реестрĕ те хута кайрĕ. Интернет-провайдерсем хăйсем те ачасене хăрушлăхран сирес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çапах та ашшĕ-амăшĕ кăна усаллинчен хăтарĕ, тĕпренчĕкĕ мĕнле сайта кĕрсе тухнине тĕрĕслемеллех вĕсен. Кун пирки вĕçĕмех асăрхаттараççĕ-ха, анчах та кăмăла пăсакан тĕслĕхсем пĕрех тĕл пулаççĕ. Чăваш Енри Роскомнадзор управленине пулăшу ыйтса 11 çулти хĕр ача амăшĕ шăнкăравланă, пепкин социаллă страницине усал шухăшлă çынсем "çĕмĕрсе кĕрсе" порно сăн ÿкерчĕксемпе видео вырнаçтарнине пĕлтернĕ. Тепĕр хĕрарăм ача-пăча конкурсĕн ссылки тăрăх иккĕленÿллĕ сайта пырса тухнă, порно содержаниллĕскерте хăйĕн ачин ятне курсан аптăрасах ÿкнĕ...

Кăçалхи çур çулта пирĕн республикăра порнофайл сарăлнă 7 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 5-шĕнче ачасем хутшăнни паллă. Çул çитмен çамрăксен хушшинче Интернетпа усă курса тăвакан преступленисен йышĕ ÿсет. Вĕсем экстремистла материал сарнипе те, наркотикăн саккунлă мар çаврăнăшĕпе те çыхăннă. Çамрăксем тетелте хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, йăлтах алăран каясса шанаççĕ. Хăйсем мĕн тери пысăк хăрушлăха çакланасса чухламаççĕ те.

Çĕнĕлĕхсене алла илсе компьютерсăр "кун кунлайман" чире ерес марччĕ, ăс-тăна сиен кÿрекен сайтсемпе айкашас марччĕ кăна. Интернет урлă ĕç тума та меллĕ-çке - çакă пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, ку тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ паракан пĕрлехи портала çырăнмалла кăна. Хальлĕхе унта Чăваш Енри халăхăн 6,2% регистрациленнĕ. Вĕсен федераци тата регион шайĕнчи пулăшусемпе /çĕр-шыври - 42, муниципалитетри - 27/ усă курма ирĕк пур. Килтен тухмасăрах мăшăрсене çырăнтарма, ачашăн уйăхсерен тивекен пособие илмешкĕн, социаллă килĕшÿ мелĕпе пурăнмалли çурт-йĕр черетне тăма тата ытти тĕлĕшпе те ыйту çырма пулать. Пĕрлехи портала кĕресси те ансатланнă, унта харпăр хăй кабинетне уçмашкăн кĕсье телефонĕн номерĕ е электрон почта адресĕ кăна кирлĕ. Электрон хутшăну çынна черет тăрса хăшкăласран, пÿлĕмрен пÿлĕме çÿресрен хăтарать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.